Сăмах парăр-ха

9 Çĕртме, 2018

Хăйăр купи çинче те асăрханмалла

«Пĕчĕк чухне килте ларма пĕлмен. Шăллăм та манран юлмастчĕ. Пĕрре вăл кÿлленчĕкрен шыв ĕçнине хам куртăм. Унта вара йытă каяшĕ те ишетчĕ. Çакăн хыççăн унăн ăшĕнчен шĕвĕрĕлчен тухрĕ», — ачалăхне аса илет тусăм.
Сывлăх сыхлавçисем çулла тата кĕркунне шĕвĕрĕлченпе аптракансен йышĕ ÿснине палăртаççĕ. Шăпах çавăн чухне тăпрара унăн çăмарти нумайланать. Ку чир ялта тĕпленнисене ытларах çыпăçнине те сăнанă шурă халатлисем.

4 Çĕртме, 2018

Инкек канăва ан пăстăр

4 çулти Кирилл ку таранччен нихăçан та чÿрече сакки çине хăпарса ашкăнман, ку хутĕнче вара... Амăшĕ хăвăрт кăна лавккана кайса килме шухăшланă. Вăхăт нумай иртесрен машинăпах çула тухас тенĕ вăл. Пĕчĕк ывăлне асăрхама аслине хушнă.

28 Çу, 2018

Сыхлăх туйăмне ачаран аталантармалла

Шкулсенче Юлашки шăнкăрав уявĕсем иртсенех чылай ашшĕ-амăшĕ пĕр хушă лăштах сывласа ярать: тинех ачасем киле панă ĕçсене пурнăçлани-пурнăçламаннине тĕрĕслес, ăнкарманнине ăнлантарас яваплăх вăхăтлăх сирĕлет-çке. Ку çаплах-ха, анчах шкул ÿсĕмĕнчи ачан чи вăрăм каникулĕ пуçлансанах аслисемшĕн тепĕр тĕрлĕ яваплăх ÿсет: кун каçа ача мĕнпе аппаланса, вăхăта ăçта ирттернине тимлĕхре тытасси.

28 Ака, 2018

Хунав — пулас вăрман

«Вăрман — çĕр-аннемĕр ÿпки», — вĕрентнĕ пире мĕн ачаран. Йывăç-курăк пĕлтерĕшĕ капашсăр пысăккине ăша хывса çитĕннĕ эпир. Вăрман лартмалли куна нумай çĕршывра паллă тăваççĕ. Уяв çамрăк хунав лартассипе, вăрман-катана тасатассипе çыхăннă.
Çак кун совет тапхăрĕнчех экологи чи пысăк уявĕсенчен пĕри пулса тăнă. Вăрман лартас ĕçе шкул ачисене явăçтарасси вара XIX ĕмĕр вĕçĕнче йăлана кĕнĕ. Раççейре ку акци ака-çу уйăхĕсенче иртет. Унта ватти те, вĕтти те хутшăнать.

7 Пуш, 2018

Куçа çамрăкран упра

<...> Республикăри Сывлăх сыхлав министерствин кăтартăвĕ сисчĕвлентерет: пĕрремĕш класрипе танлаштарсан вун пĕрмĕш класа çитнĕ тĕле ачасен сывлăх тăрăмĕ вăтамран 4 хут чакать. Пуринчен ытла çул çитменнисен йышĕнче çакнашкал чир-чĕр сарăлать: вар-хырăм, нерв-психика тытăмĕсем хавшаççĕ, аллерги чирĕсем аптăратаççĕ, куç вăйĕ чакать. Юлашкинчен асăннă амакпа, сăмахран, асăннă ÿсĕмри ачасен 30 проценчĕ шар курать.

Pages