Хăтлă та капăр вырăнта пурăнма кăмăллăрах
Кĕркунне, йывăç-тĕм çулçине тăкса çаралса юлсан, пахчара çÿренĕ май куç умне тĕлĕнмелле ÿкерчĕк тухса тăрать. Акă сукмак. Ун тăрăх çăвĕпе утса миçе çухрăм хыçа хăварнă-ши? Шутламан. Сукмак çумĕнчех ÿсекен тĕмĕ варринче вара… кайăк йăва çавăрнă-мĕн. Асăрхаман. Асăрхама мар, чĕпписем апат ыйтса шиплетнине те илтмен. Мĕн тери вăрттăн çут çанталăк… Пĕр йăва кăна пулсан та юрĕччĕ-ха — пĕрре кăна мар, тепĕр тĕмĕ çинче те, çурт çумĕнчех ларакан юпа тăрринче те!.. Хăрама та пĕлмеççĕ мăнтарăнсем.