Тÿшеке ÿкессе пĕлсен кăна сарар мар
Апат-çимĕç лавкки умне икĕ ачаллă хĕрарăм пырса чарăнчĕ. Пепкисенчен пĕри — кÿмере, теприне алăран çавăтнăччĕ вăл. Тăватă-пилĕк çулта теме пулакан ывăлне çывăракан йăмăкне асăрхама каласа хăварчĕ те шалалла кĕрсе çухалчĕ амăшĕ. Унччен те пулмарĕ — лавкка умĕнче парковка вырăнĕ хĕсĕккине пула пĕр çăмăл автомашина кÿмене ярăнтаркаласа тăракан арçын ачапа çуммăнах пырса чарăнчĕ. Вăл килнине курсан хайхи шăпăрлан шикленнипе айккинелле пăрăнма хăтланчĕ. Кĕрĕс-мерĕс урапаллă кÿме чалăшса кайрĕ, тайăлса ÿкмех пуçларĕ. Вăраннă хĕр пĕрчи çари! çухăрса сасă пачĕ.