Комментари хушас

26 Çĕртме, 2017

Тавралăха камăн тирпейлемелле?

Республикăн тĕрлĕ кĕтесне ĕçпе çитсе чи малтанах ял администрацине кĕресси йăлана çаврăннă. Вырăнти лару-тăрупа специалистсем çийĕнчех паллаштараççĕ. Паллах, темĕн пирки те калаçатпăр вĕсемпе. Чылай чухне тавралăх тасалăхĕ тавра хăйсемех сăмах пуçараççĕ. Культура ĕçченĕсемпе пĕрле ял таврашне çÿп-çапран тасатса хăтлăх кĕртнине хам та пĕрре мар курнă. Капла хăна килсен кăтартса çÿреме кăмăллă. Эпир вĕт çырма-çатрана кĕрсе тухмасăр та каялла таврăнмастпăр.

Çын хăйĕн хыççăн пуçтарма хăнăхманни, чăнах, кашни утăмрах курăнать. Сăмахран, хулара вăрман патне çитсенех çÿп-çап купи куç тĕлне пулать. «Тавралăха илемсĕрлетекенсене явап тыттарма пуçламасăр та йĕрке пулас çук кунта», — калаçатпăр хамăр хушăра. Атăл хĕрринче те тăрлавсăр çав ÿкерчĕкех.

Çак эрнере республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хушнипе ЧР ял хуçалăх министрĕпе Сергей Артамоновпа ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Александр Коршунов Çĕнĕ Шупашкарпа Сĕнтĕрвăрри хушшинчи ГЭС çывăхĕнчи çырана пăхса çаврăннă. Çавна май санкцилемен 3 свалка тупса палăртнă вĕсем. Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхне Анатолий Мясникова çÿп-çап вырăнĕсенчен хăтăлма хушнă.

Çав вăхăтрах пирĕн йышри çут çанталăк тусĕсем ырă сăмаха тивĕçлĕ. Вĕсем Раççей шайĕнчи экологи форумĕсемпе конкурсĕсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Акă, тĕслĕхрен, нумаях пулмасть Шупашкарти 12-мĕш шкул ачисем Мускав çывăхĕнче йĕркеленĕ «Раççей вĕренекенĕсен юхăмĕн эко-отрячĕ, старта тух» конкурсра «Арт-обČект чи лайăх презентацийĕ» номинацире çĕнтернĕ. Вĕсем çавнашкалах регионти экологи çивĕч ыйтăвĕсене татса пама пулăшакан проектсем хатĕрленине ырламалла. Çут çанталăка сыхлакансем нумайланса пыни, паллах, савăнтарать.

Çак кунсенче Шупашкарти 30-мĕш шкулти «Симĕс патруль» экологи ĕç бригади тĕп хулари Атăл хĕррине пуçтарса тасатнă. «Пирĕншĕн хулари экологи лару- тăрăвĕ — пуш сăмах мар, çавăнпах ĕçе пуçăнтăмăр эпир», — ăнлантараççĕ хастарсем. Вĕсем тăрăшнипе пляж вы-рăнĕпе вăрман таврашĕнче таса та илемлĕ. Канма пыракансем çÿп-çап хăвармасан, паллах, çуллахи сезон хупăничченех çакăнта хальхи пекех тирпейлĕ пулĕ.

ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Александр Коршунов Шупашкар вăрманçисемпе, «Симĕс хула» организаци хастарĕсемпе, аслă шкул волонтерĕсемпе пĕрле ИзČяр кÿлĕ хĕррине йĕркене кĕртнине те асăнса хăвармалла. Аса илтеретпĕр, Экологи çулталăкĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çут çанталăкăн уйрăмах сыхламалли вырăнĕсен тытăмне аталантармашкăн йышăннăччĕ. Кăçалах Атăл леш енче патшалăх çут çанталăк управлăхĕ йĕркелеме палăртнă. ИзČяр кÿлĕ шăпах çак обČектсен йышне кĕрет. Сăмах май, экологи организацийĕсен хастарĕсем Шупашкарти çăл куçсен таврашне тасатассине те хăйсен çине илнĕ.

Елчĕкре ял тăрăхĕн ертÿçисем район администрацийĕн пай пуçлăхĕсемпе пĕрле пĕр-пĕрин патĕнче канашлу ирттереççĕ. Черетлĕ хут пуçтарăнсан çăл куç таврашне таса тытасси тавра калаçу йĕркеленĕ вĕсем. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ертсе пыракан ушкăн Елчĕкри çăл куç патне çитсе килнĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче алă çитмен ĕçсене тупса палăртнă. Чи малтанах, çитес кунсенчех эрешсене сăрласа сăн кĕртме йышăннă.

«Ял тăрăхĕн ĕçченĕсен кăна мар, Елчĕкре пурăнакансен хăйсен çăл куç таврашне хăтлăлатмалла. Эпир унăн илемĕпе киленетпĕр, шывне ĕçсе ăш хыпнине ирттеретпĕр, апла тăк ăна пурин те тимлĕх уйăрмалла», — пĕтĕмлетнĕ Николай Петрович. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.