Ыррине шанса...
Эрех-сăра, ĕçкĕ-çикĕ ырă туманни пирки мĕн чухлĕ калаçмастпăр-çырмастпăр пуль!? Черккепе туслашни пурнăçăн тÿнтер енĕ иккенне, çутти этемлĕхре çынлăх туйăмне кăкланине кашниех пĕлетпĕр-ха. Апла пулин те кун пирки хушăран аса илтермех тивет. Тĕрĕссипе, Çĕнĕ çул умĕн лайăххи пирки çеç сăмах пуçарас килет те... Çав вăхăтрах шăпах пысăк уяв умĕн эрех-сăра сиенĕ çинчен тепре асăрхаттарни те вырăнлă-тăр. Шăпах киввине ăсатса çĕннине кĕтсе илнĕ тапхăрта Раççейре эрех-сăра ытти чухнехинчен нумайрах юхать вĕт!