Комментари хушас

26 Чÿк, 2016

Тĕтĕмĕ тутлă-ши?

Амăшĕ хăйĕн ачине телей курма çуратать. Килтен пил парса кăларса ярать, уншăн кĕлĕ тăвать. Пур хĕрарăм та тĕпренчĕкне хитре тумлантарма, унăн тавракурăмне аталантарма тăрăшать. Йăлтах — ачи-пăчишĕн! Декрет отпускĕнче кăна кашни кун пĕр евĕрлĕрех иртнĕрен ĕçе тухассăн та туйăнмасть. Кайран ача сачĕпе сывпуллашма вăхăт çитет. Унтан амăшĕ ывăл-хĕрĕпе пĕрле шкул алăкне уçса кĕрет. Халь кăна алăран çавăтăнса çÿрекенскерсем хăвăртах хăй тĕллĕнлĕхе хăнăхаççĕ. Хăшне-пĕрне, тен, çывăх çыннисем пăхса-тĕрĕслесе тăни те килĕшмĕ. «4-мĕш класра вĕренекен ывăлăн социаллă сайтĕнчи страницине хăйĕнчен ирĕк ыйтсах уçса пăхрăм. Унта тантăшĕсемпе юрату тавра сăмах пуçарнă. Хăшĕ кама килĕштернине уççăнах палăртаççĕ. Эпĕ ачана лайăхрах вĕрентес тесе репетитор тытатăп. Ăна уроксенчен ытла юрату кăсăклантарать иккен», — кăмăлсăр калаçать юлташăм. Çук, ÿпкелешмест вăл. Юрату авăрне лексе вĕренесси пирки манасран кăна çапла калать.

Амăшĕ курман чухне тем хăтланаççĕ ачасем? Çапах ывăл-хĕре никам та усал ĕç тума кăларса ямасть килтен. Ачи-пăчи сывă та сывлăхлă пурăнни — çывăх çыннисемшĕн чи пысăк савăнăç.

Çав вăхăтрах хăй тĕллĕнлĕхе хăнăхнисене илĕртекен япала сахал-и çĕр çинче? Эрех, пирус, наркотик организма усал витĕм кÿнине пурте пĕлеççĕ. Юлашки вăхăтра кальян сиенĕ çинчен нумай калаçма пуçларăмăр. Сывлăх сыхлавçисем, общество организацийĕн хастарĕсем Шупашкарти кафе-барти лару-тăрăва тĕрĕслени пирки хамăр хаçатрах çырнăччĕ. Тĕтĕм явăннăран кăмăл пăтранни, унсăр пуçне тĕрлĕ чир-чĕр аталанни тавра вăрах калаçрĕç ун чухне.

Хăй вăхăтĕнче амăшĕ пĕтĕм ĕçе пăрахса тĕпренчĕкне бассейна, спортзала илсе çÿрет. Унпа уçăлма тухать, ăна велосипед илсе парать. Сывлăха хавшатма вара нумай та кирлĕ мар иккен.

Атăл хĕрринче канакансем кальян кăларса лартни тĕлĕнтернĕччĕ мана. Шывран тухаççĕ те — тÿрех ун патне пуçтарăнаççĕ. Пĕр тĕлте кăна мар, темиçе çĕрте — çакнашкал ÿкерчĕк. Ахăртнех, пĕри тепринчен юласшăн мар.

Социаллă сетьре те кальян ытамлакансен сăнÿкерчĕкĕсем тÿрех куçа тăрăнаççĕ. Ав мĕнешкел япала туяннă вĕсем. Çĕнĕ хатĕр, паллах, тĕрлĕ ÿсĕмри çынсене илĕртет. Мĕн тути-ши унăн тĕтĕмĕ?

2014 çулта общество вырăнĕсенче пирус туртма чаракан саккун вăя кĕчĕ. Йĕркене пăсакансене штраф тÿлеттереççĕ. Анчах халĕ апат çитерекен вырăнсенче табак хутăшĕпе усă курман кальян вырнаçтараççĕ. Çакна саккун хирĕçлемест.

Çакăнта çÿрекенсем хăйсен сывлăхне упрамаççĕ, унсăр пуçне тĕтĕме пула ыттисем шар кураççĕ. Ахальтен мар пурăнмалли çуртри кальян вырăнĕсене пула çынсем канăç çухатнă. Хваттере кĕрекен тĕтĕм йăлăхтарса çитернĕ вĕсене. Çавăнпах çынсем влаç органĕсенчен пулăшу ыйтаççĕ. Сăмахран, Шупашкарти Ленинград урамĕнчи 14-мĕш çуртра тĕпленнисем «Клумба» кальяннăйра йĕрке тума ыйтса çырнă. Тĕрĕслев çакăнта санитари нормине пăхăнманнине палăртнă. Вентиляци тытăмĕ юрăхсăра тухнă, çавăнпа тĕтĕм хваттер хуçисене чыхăнтарнă. Ку ĕçе суд пăхса тухнă, çак вырăна 70 талăклăха хупнă.

Гладков урамĕнчи 28-мĕш çуртра пурăнакансем те кăмăлсăр. «FiFa” кальяннăй-кафери лару-тăрăва тĕрĕслеме ыйтнă вĕсем. Унта вентиляци тытăмне тĕрĕс мар вырнаçтарни çирĕпленнĕ. Ку кафене 60 талăклăха ĕçлеме чарнă.

Кальян туртакан вырăнсенче “табака хирĕç” саккуна пăснă тĕслĕхсене те тупса палăртнă. Республикăри Йĕпреç районĕнчи прокуратура ĕçченĕсем “Империя” барта табак хутăшĕллĕ кальян сĕннине курнă. Çавна май хăй тĕллĕн ĕçлекен предпринимателе административлă майпа явап тыттарма йышăннă.

Шупашкарти “Неон” клубра çул çитмен çамрăка табак хутăшĕллĕ кальян турттарнă. Çакăншăн клуб хуçин штраф тÿлеме лекĕ.

Йĕрке хуралçисем общество апатланăвĕн вырăнĕсенче кальян тĕлĕшĕпе саккун йĕркине пăхăнма ыйтаççĕ. Унăн тĕтĕмĕ организма ырă витĕм кÿменни паллă. Сывлăхлă пурăннине, чăнах, нимĕн те çитмест.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.