Марина ТУМАЛАНОВА

1 Çĕртме, 2023

Чăвашсен пурнăçне сăнларĕç

Шупашкарта иртнĕ пĕтĕм тĕнчери кинофестивальте сенкер экранпа кăтартман фильмсемпе паллашма май килчĕ. Конкурс программи çав тери анлă пулнине хăнăхнă ĕнтĕ. Унсăр пуçне кинофестиваль хамăр тăрăхра ÿкернĕ ĕçсене кăтартнипе те асра юлчĕ.

30 Ака, 2022

"Астăвăм сачĕ" акци пуçланчĕ

Паян республика Пуçлăхĕ  Олег Николаев Халăхсен хушшинчи "Астăвăм сачĕ" акцие йышăннине пĕлтерсе  Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски салинче туя лартрĕ. Ку ĕçе республикăри кашни район хутшăнать.  Йывăç лартни Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă паттăра асра тытнине кăтартать.
Олег Алексеевич  Раççей  Президенчĕ Владимир Путин акци йĕркелеме сĕннĕ волонтерсен пуçарăвне ырласа йышăннине палăртрĕ, ку ĕç тĕнчери паянхи лару-тăpăва шута илсе илсе уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулни çине пусăм турĕ. 

17 Пуш, 2021

Байрас Ибрагимов Чăваш Енре çĕнĕ спектакль хатĕрлет

Чăваш Енре иртекен «Театрлă Атăлçи» фестиваль программи пуян.

Паян Çамрăксен театрĕнче Пушкăртстан тата Тутарстан искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе, режиссерпа, актерпа Байрас Ибрагимовпа тĕл пулу иртрĕ. Вăл 100 ытла спектакль сцена çине кăларнă. Вĕсенчен чылайăшне хальхи драматургсен пьесисемпе хатĕрленĕ.

1 Кăрлач, 2020

Пĕр талăкра 5 пушар тухнă

Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, юлашки талăкра 5 пушар шута илнĕ.

Раштав уйăхĕн 31-мĕшĕнче каçхине Етĕрнере 35 çулти хĕрарăмăн мунчи çунма пуçланă. Сăлтавĕ кăмака хутнă чухне пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманнипе çыхăннă. Çакна пулах Тăвай салинчи пĕр хуçалăх мунчинче те хĕрлĕ автан «ташлама» пуçланă. Вăрнар поселокĕнчи пĕрене мунча та хыпса илнĕ. Унăн хуçисем мăрьене вăхăтра тĕрĕслемен.

Pages