Марина ТУМАЛАНОВА

28 Пуш, 2014

Ĕлĕкхи юрăсене манăçа кăларасшăн мар

"Кăçал хĕл каçнине те сисмерĕмĕр", - теççĕ Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьел ялĕнчи "Тевет" ушкăн хĕрарăмĕсем. Вĕсем хăйсен репертуарне çĕнетсех тăраççĕ. Тухса çÿремешкĕн транспорт çукки те чăрмав мар вырăнти сцена ăстисемшĕн. Уçă саслăскерсем 206-мĕш автобуспа ăçта кăна çитсе килмен-ши? "Юрласа пырсан укçа илместĕп", - водитель çапла каланине хăнăхнă вĕсем. Çавăнпа транспорта кĕрсенех концерт пуçламашкăн килтенех хатĕрленсе тухаççĕ. Чăн та, çапла майпа кирлĕ вырăна тÿлевсĕрех çитет "Тевет" ушкăн. Артистсене ытараймасăр автобусран тухакан пĕтĕм халăх киле каяс вырăнне клуба кĕрсе юлать.

Pages