Ĕлĕкхи юрăсене манăçа кăларасшăн мар

28 Пуш, 2014

"Кăçал хĕл каçнине те сисмерĕмĕр", - теççĕ Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьел ялĕнчи "Тевет" ушкăн хĕрарăмĕсем. Вĕсем хăйсен репертуарне çĕнетсех тăраççĕ. Тухса çÿремешкĕн транспорт çукки те чăрмав мар вырăнти сцена ăстисемшĕн. Уçă саслăскерсем 206-мĕш автобуспа ăçта кăна çитсе килмен-ши? "Юрласа пырсан укçа илместĕп", - водитель çапла каланине хăнăхнă вĕсем. Çавăнпа транспорта кĕрсенех концерт пуçламашкăн килтенех хатĕрленсе тухаççĕ. Чăн та, çапла майпа кирлĕ вырăна тÿлевсĕрех çитет "Тевет" ушкăн. Артистсене ытараймасăр автобусран тухакан пĕтĕм халăх киле каяс вырăнне клуба кĕрсе юлать. Çапах хăй вăхăтĕнче лашапа та, мотоциклпа та çула тухнă сцена ăстисем. Концертран юлас мар тесе вĕсем мотоблок тапратса тухма та хатĕр.

Тĕплĕнрех - "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçатăн кăçалхи пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнчи номерĕнче.

Рубрика: