Ĕлĕкхи юрăсем манăçмаççĕ

29 Пуш, 2014

Майра Вери

«Çĕрле вăранса кайсан та ĕлĕкхи юрăсем ăша кĕреççĕ. Сăмахĕсем манăçман-ши тесе юрласа та пăхатăп...» - калаçăва пуçларĕ Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьелте тĕпленнĕ Вера Ермакова. Çук, ăс-тăнра çырăнса юлнă йĕркесем асран тухман. «Каçхине çи-пуçа улăштарса тăхăнаттăмăр та çерем çине тухса чупаттăмăр, карталанса юрă шăрантараттăмăр. Çити-çитми пурнăçшăн кулянса ларман», - ăнлантарать 78 çулти хĕрарăм. Юрă та кăмăла пусарма пулăшнă ĕнтĕ. «Анне хурлăхлине пуçласан унпа пĕрле йĕреттĕм», - палăртать вăл. Йăх-несĕлĕн кун-çулне сăнлакан çак пуянлăх ăруран ăрăва куçса пырать. Вера Сергеевнăн ачисем те юрра-ташша ăста.

«...Анне мана çуратсанах
Шурă тутăрпа чĕркенĕ пуль,
Ырă кур, хĕрĕм, ай, тенĕ пуль,
Телейлĕ пул, хĕрĕм, ай, тенĕ пуль...» -шухăшлавра аваллăха илсе кайрĕ Вера Ермакова. Ашшĕсĕр çитĕнекен тĕпренчĕксен пурнăçĕ пушшех çăмăл пулман. Яштака кĕлеткеллĕ хĕр кунĕн-çĕрĕн ĕçлени, ал ĕç туни куç умне тухса тăчĕ.

Вера Сергеевна К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕнче реквизиторта нумай çул ĕçленĕ. Артистсемпе пĕрле гастроле кайсан çул тăршшĕпе юрă шăрантарнă. «Майра Вери», - ялан хитре çÿрекен хĕрарăм çумне çакнашкал ят çыпăçнă. Çакăншăн пĕрре те кÿренмен вăл.

Патăрьелсем ĕлĕкхи юрăсене манăçа кăларасшăн мар. Ахальтен мар Вера Ермаковăна шкулти, клубри уявсене ятарласа чĕнеççĕ. Вăл калаçу йĕркелеме ăста. Юрласа кăтартнă хыççăн тупмалли юмахсемпе те çамрăксен кăмăлне çавăрма пултарать.

 

Автобуспа та, лашапа та

«Кăçал хĕл каçнине те сисмерĕмĕр», - теççĕ Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьел ялĕнчи «Тевет» ушкăн хĕрарăмĕсем. Вĕсем хăйсен репертуарне çĕнетсех тăраççĕ. Тухса çÿремешкĕн транспорт çукки те чăрмав мар вырăнти сцена ăстисемшĕн. Уçă саслăскерсем 206-мĕш автобуспа ăçта кăна çитсе килмен-ши? «Юрласа пырсан укçа илместĕп», - водитель çапла каланине хăнăхнă вĕсем. Çавăнпа транспорта кĕрсенех концерт пуçламашкăн килтенех хатĕрленсе тухаççĕ. Чăн та, çапла майпа кирлĕ вырăна тÿлевсĕрех çитет «Тевет» ушкăн. Вĕсене ытараймасăр автобусран тухакан пĕтĕм халăх киле каяс вырăнне клуба кĕрсе юлать. Çапах хăй вăхăтĕнче лашапа та, мотоциклпа та çула тухнă сцена ăстисем. Концертран юлас мар тесе вĕсем мотоблок тапратса тухма та хатĕр.

«Сцена çине кашни кун тухсан та зала куракансем пуçтарăнаççĕ пулĕ», - теççĕ хĕрарăмсем. Чĕрĕ сасăпа юрланишĕн кăмăллать вĕсене ял-йыш.

«Тевет» ушкăн республикăри, районти фестивальсене хутшăнать. Нумаях пулмасть Кĕçĕн Тивĕшри Марфа Тимофеевăна 100 çулти юбилейпе саламланине аса илчĕç вĕсем. Уява пуçтарăннă хăнасем вĕсене çĕрĕпех юрлаттарнă.

 

Тĕрĕллĕ-эрешлĕ япаласем

«Çын умĕнче хитре курăнас килет», - пĕр саслăн ăнлантараççĕ юрă-ташă ăстисем. Çĕнĕ çи-пуç çĕлетме укçа шеллемеççĕ хĕрарăмсем. Ăна тĕрĕ-эрешпе капăрлатаççĕ. Нумаях пулмасть «Тевет» ушкăн хастарĕсем çекĕлпе шăрçа çыхма пуçланă. Тĕрлĕ тĕслĕ çипрен ăсталанăскер куçа туртать. Унăн хăйне евĕрлĕхне кирек кам та тÿрех асăрхĕ. Кăкăр умĕ те ыттисенчен уйрăлса тăрать вĕсен. Ăна уçса хупмалла тунă. Çавăнпах вăл ачана кăкăр çитерме те чăрмантармасть.

Мĕн кăна çыхман-ши вĕсем? Темĕн тĕрлĕ тутăр, тапăчки, чăлха-нуски хатĕрлесе тултарнă.

Пир станĕ те пушă лармасть. Унпа урай сарми, пиçиххи, тĕрлĕ эреш тĕртеççĕ. Ĕлĕкхи çав япалапа ÿкерчĕк тума та вĕреннĕ. Вăл кирек хăш пÿлĕме хăтлăх кĕртĕ. Çак ĕçе шкул ачисене те явăçтараççĕ. Вĕсем хăйсен вĕрентекенĕнчен Римма Беловăран юласшăн мар.

Пĕлтĕр Кĕр сăри уявне тĕплĕ хатĕрленнĕ Патăрьелсем. Римма Евстафьевна кĕлĕ сăмахĕсене вĕреннĕ. Уяв саманчĕсене хавхаланса аса илчĕç вĕсем. Кăçал Хĕр сăри йĕркелеме палăртнă. Ăна та йăла-йĕркене пăхăнса паллă тăвĕç.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.