Марина ТУМАЛАНОВА

26 Чÿк, 2016

Тĕтĕмĕ тутлă-ши?

Амăшĕ хăйĕн ачине телей курма çуратать. Килтен пил парса кăларса ярать, уншăн кĕлĕ тăвать. Пур хĕрарăм та тĕпренчĕкне хитре тумлантарма, унăн тавракурăмне аталантарма тăрăшать. Йăлтах — ачи-пăчишĕн! Декрет отпускĕнче кăна кашни кун пĕр евĕрлĕрех иртнĕрен ĕçе тухассăн та туйăнмасть. Кайран ача сачĕпе сывпуллашма вăхăт çитет. Унтан амăшĕ ывăл-хĕрĕпе пĕрле шкул алăкне уçса кĕрет. Халь кăна алăран çавăтăнса çÿрекенскерсем хăвăртах хăй тĕллĕнлĕхе хăнăхаççĕ. Хăшне-пĕрне, тен, çывăх çыннисем пăхса-тĕрĕслесе тăни те килĕшмĕ.

19 Чÿк, 2016

Колхоз салансан çухалса кайман

Кĕрхи ĕçсем вĕçленсен тÿрех пÿлĕмсене çĕнетме пуçланă Етĕрне районĕнчи Кĕçĕн Чутайри Малиновскисем. Хăтлăха юратакан мăшăр пире тĕпелелле иртме чĕнчĕ. Çемçе диван çине вырнаçрăмăр çеç — кил хуçи хыпăнса ÿкрĕ, телефонпа шăнкăравлама пуçларĕ. Ара, уроксем пĕтнĕ, иккĕмĕш класра вĕренекен Данила вара килте çук. Ытти чухне яланах амăшĕ кĕтсе илет ăна. Хальхинче Виктор Валерьяновичпа Светлана Юрьевна салтакри тепĕр ывăлĕ валли кучченеç илмешкĕн Етĕрнене кайнă. Чăнах, ăçта Данила? Нумай чухне ачи-пăчишĕн ахалех пăшăрханаççĕ çывăх çыннисем. Ашшĕпе телефонпа калаçнă хыççăнах йывăр сумкине çĕклесе çитсе кĕчĕ шкул ачи. Уроксем хыççăн кăмăлĕ лайăх унăн. Пушă вăхăтра Данила пластилинпа аппаланма юратать. Машинăсемпе юмах сăнарĕсене сĕтел çинех лартнă — кураври пекех.

3 Чÿк, 2016

Каникул иртсен те тĕлпулу манăçмĕ

«Кĕркуннехи каникул вăхăтĕнче ачасене Тутарстанри планетарие илсе каймалла. Унта кинофильм кăтартĕç, экскурси йĕркелĕç», — ăшталанать Шупашкарти 56-мĕш шкулти кĕçĕн класра вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ. Сăмах май, хамăр та ача чухне Мускав таранчченех çитнĕ, паллă вырăнсемпе паллашнă.

29 Юпа, 2016

Çĕнĕрен чĕрĕлнĕ тапхăр

Юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче Пĕтĕм чăвашсен «Асам» II кинофестивалĕ уçăлчĕ. ЧР Кинематографистсен союзĕ, ЧР Культура министерстви, Чăваш наци конгресĕ çак уяв çĕнĕ режиссерсем, сценаристсем, операторсем, актерсем тупма пулăшасса шанаççĕ.

Мероприятие уçмашкăн ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, ЧР культура министрĕ Константин Яковлев килсе çитрĕç. Кинофестивале Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчи тата Никама пăхăнман патшалăхсен пĕрлĕхĕн çĕршывĕсенчи кинематографистсем хутшăнма кăмăл тунă.

Кинофестивалĕн пĕрремĕш кунĕнче Юрий Сергеев режиссерăн тата Юрий Михеев продюсерăн “История Великого народа” илемлĕ-документ фильмне кăтартрĕç. Унта чăваш халăхĕн историйĕ сăнланнă.

Уява уçмашкăн пĕлтĕрхи пекех халăх нумай пуçтарăнчĕ. Фильмсене курмашкăн эрнипех халăх йышлă çÿрессе кĕтнĕччĕ те...

22 Юпа, 2016

Ялта — ялти пек...

"Эпĕ чăваш хĕрарăмĕсене юратнине ăçтан пĕлтĕр?" — кил хапхинчен тухсах кĕтсе илчĕ пире Владислав Сергейчев. Етĕрне районĕнчи Уйкас Асламасра ырă ят çĕнсе илнĕ çак арçын. Пулă тытать те — ытлашшине çынсене валеçсе парать. Килтен тухса çÿремен кинемейсем валли кăмпа татса килет.

Pages