Колхоз салансан çухалса кайман
Кĕрхи ĕçсем вĕçленсен тÿрех пÿлĕмсене çĕнетме пуçланă Етĕрне районĕнчи Кĕçĕн Чутайри Малиновскисем. Хăтлăха юратакан мăшăр пире тĕпелелле иртме чĕнчĕ. Çемçе диван çине вырнаçрăмăр çеç — кил хуçи хыпăнса ÿкрĕ, телефонпа шăнкăравлама пуçларĕ. Ара, уроксем пĕтнĕ, иккĕмĕш класра вĕренекен Данила вара килте çук. Ытти чухне яланах амăшĕ кĕтсе илет ăна. Хальхинче Виктор Валерьяновичпа Светлана Юрьевна салтакри тепĕр ывăлĕ валли кучченеç илмешкĕн Етĕрнене кайнă. Чăнах, ăçта Данила? Нумай чухне ачи-пăчишĕн ахалех пăшăрханаççĕ çывăх çыннисем. Ашшĕпе телефонпа калаçнă хыççăнах йывăр сумкине çĕклесе çитсе кĕчĕ шкул ачи. Уроксем хыççăн кăмăлĕ лайăх унăн. Пушă вăхăтра Данила пластилинпа аппаланма юратать. Машинăсемпе юмах сăнарĕсене сĕтел çинех лартнă — кураври пекех.
Якубовича килĕштерет
Светлана Юрьевна мăшăрланнăранпах инçе çула тухса курман. Вăл сусăр ывăлне нумайлăха пĕччен хăвараймасть. 21 çулти Дмитрий хăй тĕллĕн нимĕн те тăвайманнипе çыхăннă çакă. Çуралсанах тухтăрсем диагноз лартнă — ДЦП. Сенкер экранпа тĕрлĕ кăларăм курма юратать вăл. «Сăмахран, Леонид Якубович калаçнине килĕштерет. Политиксем вăрçăннине чăтма пултараймасть. Ача макăрнине илтсен канăçне çухатать», — теççĕ çывăх çыннисем.
Асли сусăр çуралсан чун çунса тухасла ыратнине аса илесшĕн мар амăшĕ. Йывăрлăх хумне сирме вăй, чăтăмлăх çитернĕрен халĕ кулăпа çуталать унăн сăнĕ. Димăна пăхма хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ.
Григорий Саровра хĕсметре тăрать. Çак кунсенчех ашшĕ Чулхула облаçне кайса килесшĕн. Амăшĕ кукăль пĕçерме палăртнă. Кăлпасси, канфет-печени çителĕклех илсе хунă вĕсем. Ывăлĕпе телефонпа калаçаççĕ, пĕр-пĕрне хыпар пĕлтерсех тăраççĕ.
Йăрăс пÿллĕ Светлана
Училищĕре вĕреннĕ чухнех Виктор Малиновский тăван колхоза комбайнер пулăшуçине вырнаçнă. Ашшĕнчен ĕç майне вĕреннĕ. Каярах хăй те комбайн, трактор рулĕ умне ларнă. Хире тухсан тĕттĕмленнине пăхмасăрах ĕçленĕ. Çавăншăн хисеп çĕнсе илнĕ те вăл.
Трактор юсанă вăхăтра мехпарк çумĕпе шкултан киле утакан йăрăс пÿллĕ Светланăна куç илмесĕр сăнанă. «Ку хĕре вĕçертместĕпех», — ахăртнех, çакнашкал тĕллев лартнă юрату тыткăнне лекнĕскер. Чиперкке аттестат илсессĕнех шанчăклă çынпа пĕр çулпа утма килĕшнĕ.
Пурнăçа çăмăллатакан хатĕр
Сусăр Димăна сиплев курсĕ витĕр кăларнă, массаж тунă. «Ачана транспорт чарăнăвне çитичченех алă çинче йăтаттăм. 3 çухрăма яхăн утма тиветчĕ. Çавăнпах хамăра ятăн машина туянма ĕмĕтленеттĕм», — каласа кăтартать ашшĕ. Çак самантра машина — пуянлăх мар, пурнăçа çăмăллатакан хатĕр пулнине ăнланса илетĕн.
Транспорт туянма, паллах, хулăн укçа кирлĕ. Ĕмĕте çитерес тĕллевпе Малиновскисем выльăх-чĕрлĕх йышне пысăклатнă. 7-шер сысна çăвăрлаттарма пуçланă.
Йышпа пĕрле
Халĕ çăмăл машинăсăр пуçне 2 трактор пур вĕсен килĕнче. Пĕринпе — Виктор Валерьянович, тепринпе Григорий ĕçлет. Ашшĕ яланах ывăлне тĕслĕх кăтартать.
«Виктор ĕçсе ÿсĕрĕлнине нихăçан та курман», — теççĕ пĕлĕшĕсем. Пирус та туртмасть вăл. Ун пек арçынна епле юратмăн, хисеплемĕн?
Колхоз тахçанах саланнă. Халĕ кашни çемье хăй тĕллĕн ĕçлесе илме тăрăшать. Виктор Валерьянович та çĕнйĕркелÿ тапхăрĕнче çухалса кайман. Хăйĕн ĕçне пĕлекен тракториста ана сухалаттарма, утă çултарма çынсем черет тăраççĕ.
Общество ĕçĕнчен те пăрăнмасть çаврăнăçуллă арçын. Тавралăха тасатма хутшăнать. Çăва çинчи йывăçсене касса турттарнă. Кĕçĕн Чутайри пĕвене йĕркене кĕртмешкĕн ятарлă техника чĕнсе илнĕ вăл.
«Халăхпа пĕрле ĕçлетпĕр. Тĕслĕхрен, шыв пăрăхĕ шăтрĕ тĕк — ăна улăштармашкăн халăх йышлă тухать», — ăнлантарать арçын.
«Ывăлсене авлантарасчĕ. Мăнуксемпе йăпанасчĕ», — ĕмĕтленеççĕ Виктор Валерьяновичпа Светлана Юрьевна. Çаплипех картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытма ÿркенмеççĕ вĕсем. Ыррине çеç шанаççĕ.
Марина ТУМАЛАНОВА.
Комментари хушас