Хастарсем

18 Пуш, 2017

Ачана никампа хăварма çук-и? «Экспресс-кукамай» пулăшма хатĕр!

Кукамай. Мĕн тери ачаш та çепĕç вăл. Чылайăшĕ ку сăмаха илтсен кăмака кукринче кукăль-икерчĕ пĕçерекен тăванне аса илет-тĕр. Е кушăрхама пуçланă аллипе пуçран ачашланине «туять». Туя çине тайăннă ватă урама тухса мăнукĕсене апат çиме йыхравлани те куç умĕнчех... Анчах паянхи асанне-кукамай кунашкал сăнарсемпе çеç çырлахмасть. Вĕсем компьютер таврашĕпе та çăмăллăнах пĕр чĕлхе тупнă, ют çĕршывсене канма та çÿреççĕ, илем салонĕсенчен те тухмаççĕ, хырăм ташши та ташлаççĕ... Мăнукĕсене малтанхиллех юратасси çеç çулран-çул, ĕмĕрсенчен улшăнмасть. Пуян чун-чĕреллĕскерсем чун ăшшине ют ачана парса вĕсемшĕн те тăван пулма та хатĕр. Ахальтен мар Шупашкарти халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центрта «Экспресс-кукамай» проект пурнăçланать.

8 Раштав, 2016

Юмах тĕнчи ăçтан пуçланать?

Çĕнĕ çул çывхарса пынă май шкулсем юмаха çаврăннине сăнама мĕн тери кăмăллă. Кирек епле пĕлӳ çуртне кĕрсен те юр пĕрчисен çепĕç ташшипе тата йăлтăр-ялтăр çумăр тумламĕсемпе киленме, Хĕл Мучипе тата Юр пикепе сăн ӳкерĕнме пулать… Чылайăшĕ вара шухăш вĕçевне ирĕке ярса Çĕнĕ çул юмахĕсенчи тĕрлĕрен сăнар ăсталама та хал çитерет. Ачасен тата вĕрентекенсен пултарулăхĕнчен тĕлĕнсе пĕтерме çук.

1 Раштав, 2016

Мăнаçланатпăр санпа, Çĕршывăм!

Тăван çĕршыв… Мĕн тери пуян эсĕ! Пирĕнтен кашнине санăн улăх-çарану, уй-хирӳ яланах тыткăнлаççĕ. Вĕсен çийĕн тăрлатса ярăнакан тăри хăйĕн çепĕç юррипе чуна ачашлать. Аякка-аякка çул тытакан мăнаçлă самолетсем тӳпене çурса вĕçни куç умĕнчен каймасть.

Pages