Хастарсем

9 Ака, 2015

Ӳркевпе çитĕнӳ пулаймĕ

Вуннăмĕш класра вĕренекен Кристина Кожанова ачаранах спортпа туслă. Хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе шкулта çеç мар, районта, республикăра та чылай палăрнă. Йĕлтĕрпе чупса, уйрăмах биатлонра маттур вăл.

26 Пуш, 2015

«Лаша - картиш илемĕ»

Вăрнарти 2-мĕш шкулăн 3-мĕш «а» класри Катя Сергеева чăваш чĕлхи урокне çав тери кăмăллать. Вĕсене паян юратнă вĕрентекенĕ Вероника Трифоновна Дмитриева чĕрчунсем çинчен кĕске калав çырма сĕнчĕ.

- Килти ĕçе лайăх пурнăçласа килĕр, - тесе ăшшăн калаçрĕ вăл.

26 Пуш, 2015

«Чунăм ялаллах туртăнать»

Канашри 11-мĕш шкулăн 7-мĕш класĕнче вĕренекен Олег Иглов та ял пурнăçне килĕштерет. Канмалли кунсенче кукамăшĕпе кукашшĕ патне Тăвай районĕнчи Çĕнĕ Ишпуçне васкать.

8 Чÿк, 2014

Шÿтлеме ăста шур сухал

Шупашкарти педагогика институтĕнчен вĕренсе тухсан Патăрьел районĕнчи тĕрлĕ шкулта математикăпа физика вĕрентнĕ Владимир Марков.

- Вĕри чĕреллĕ пулнăран-тăр пенсие тухсан та килте лараймарăм, - тет вăл кулса.

Pages