Хастарсем

3 Пуш, 2016

Класри мэр

Пиллĕкмĕш класри Даша Васильевăна хастарлăхĕпе палăрнăран класс мэрне суйланă. Кашни ачан утăмĕшĕн яваплă вăл. Урок тунă чухне йывăрлăхсем сиксе тухсан самантрах васкать пулăшу ыйтакан патне.

Уяв-мероприяти ирттерессишĕн те хыпса çунать Даша. Шанса панă ĕçе яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Тус-юлташĕ, пĕрле вĕренекенсем те шанчăклă унăн. Кирек ăçта та пĕрле пулма, пĕр-пĕрне пулăшма ăнтăлаççĕ вĕсем.

- Даша ăслă хĕрача. Вăл çынна нихăçан та усал сунмасть. Пирĕн вара унран вĕренмелли питĕ нумай, - теççĕ пиллĕкмĕш классем хăпартланса.

18 Нарăс, 2016

Сăвăç е художник?

Çанталăк çуркунне енне сулăннă. Кăпăш юр «кантăкпа» витĕннĕ, хытнă, çултан пăрăнса кĕрсен йĕлтĕрсĕр те путмастăн. Юр çийĕ хĕвел пайăркипе ахах пĕрчи евĕр йăлтăртатать. Çĕрлехи çутă çăлтăрсем тÿперен пĕтĕмпех çĕр çине тăкăннă тейĕн.

18 Нарăс, 2016

Салтак - хастар çын!

Алкум вĕçне автан ĕçмелĕх шыв тухнă пĕр кунхине Даниилăн амăшĕ пÿрте «Тетте» журнал йăтса кĕчĕ. Ăна курсан арçын ача, тин çеç шкултан таврăнса хывăнса та ĕлкĕрейменскер, савăннипе сумкине çавăрса илчĕ. Амăшĕ асăрхаттарсан:

11 Нарăс, 2016

Юрлăр, ташлăр, савăнăр!

Илемлĕ те янăравлă сасăллă пулас килет-и? Сирĕн валли пĕр сĕнÿ пур - юрламалла. Шÿт мар ку, чăнласах çапла. «Сăмах чĕнме те юрамасть пулсан мĕн тума кирлĕ сас?» - тенĕ Петĕр Эйзинăн пĕр сăввинче. Сăмах чĕнмесен, юрă юрламасан сасă пĕтсех пырать, ăна та аталантармалла вĕт-ха. Юрă вара - чи лайăх меслет.

Pages