Салтак - хастар çын!
Алкум вĕçне автан ĕçмелĕх шыв тухнă пĕр кунхине Даниилăн амăшĕ пÿрте «Тетте» журнал йăтса кĕчĕ. Ăна курсан арçын ача, тин çеç шкултан таврăнса хывăнса та ĕлкĕрейменскер, савăннипе сумкине çавăрса илчĕ. Амăшĕ асăрхаттарсан:
- Анне, савăннипе ку! Ара, «Тетте» журнала мĕн тери юрататăп эпĕ! Пирĕн шкулта ăна çырăнакан нумай. Эсĕ те мана журналлă турăн. Унăн кашни страници асамлă, хаклă. Сăвă-калав вулани ăса çирĕплетет, пурнăçра ÿсĕмсем тума пулăшать. Тавах сана, аннеçĕм! - тесе Даниил амăшĕ аллинчен «Теттене» васкасах илчĕ.
Кирек хăçан та сар хĕвел пек йăл çиçекен Даниила класра пурте юратаççĕ. Иккĕмĕш класа çÿрет вăл. Вĕренÿ уншăн чи пĕрремĕш вырăнта. Вĕрентекенĕн кашни сăмахне ăша хывать вăл, киле парса янă ĕçсене пĕтĕм чун хавалĕпе пурнăçлать.
- Тин çеç класа кĕрсе ларнă пек туйăнать, сиссе те юлаймастăн, коридорта шăнкăрав янăраса каять. Кун вĕçленсе килет. Эрнесем çавнашкал шăваççĕ, уйăхсем иртеççĕ. Эпĕ куллен шкула çÿретĕп. Ара, пурнăçри тĕллеве пурнăçа кĕртмеллех-çке манăн. Тахçанах шухăшласа татса хунă: ÿссе çитетĕп те çара каятăп. Тÿрех чикĕ хĕррине. Пограничник пулатăп. Салтак - паттăр çын. Тăван çĕршыва сыхлать, шкулта ачасем савăнăçлă вĕренччĕр, тет. Чикĕ хĕрринчи пограничник умĕнчен пĕр тăшман та иртеймест. Пĕлетĕп. Паттăр салтак пулас тесен шкултах палăрмалла. Кашни чĕрĕке «4» тата «5» паллăпа вĕçлемелле. Хаçат-журналпа, кĕнекепе туслă пулмалла тата спортра çитĕнÿ картлашки çине хăпармалла, - çирĕплетет Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕнче вĕренекен Даниил Андреев.
Чăнах, сăмахĕсем пушă мар унăн. Урок ларнине систерсе шăнкăрав янăрасан, коридорта кам та пулин тытса чарчĕ-тĕк - ăна тимлĕ итлет. Унтан лăпкăн çеç:
- Сирĕн каламалли пĕтрĕ-и? Ан манăр, манăн урока васкамалла, - тет кĕскен хăй хыпаланнине палăртнă май.
Темиçе çул иртсен Даниил чикĕ хĕрринче Тăван çĕршыва хураллĕ-и, аякри хулара пурăнĕ-и - пурпĕр хăй вĕреннĕ юратнă шкулне манмĕ, килсе курмасăр тÿсеймĕ...
Комментари хушас