Сăвăç е художник?

18 Нарăс, 2016

Çанталăк çуркунне енне сулăннă. Кăпăш юр «кантăкпа» витĕннĕ, хытнă, çултан пăрăнса кĕрсен йĕлтĕрсĕр те путмастăн. Юр çийĕ хĕвел пайăркипе ахах пĕрчи евĕр йăлтăртатать. Çĕрлехи çутă çăлтăрсем тÿперен пĕтĕмпех çĕр çине тăкăннă тейĕн.

- Пăхăр-ха, тĕлĕнтермĕш янкăр кăвак тÿпе! Чи-чи хитре чаршав! Ниçта пĕр пĕлĕт татăкĕ курăнмасть! - пурне те илтмелле кăшкăрса ячĕ тусĕсемпе урампа пыракан Юлия Шакмакова. - Курса тăрăр. Çак илеме паянах ÿкеретĕп.

...Йĕпреç районĕнчи Хурамал шкулĕнче ăс пухакан Юлия Шакмакова сăвă çырма юратнисĕр пуçне хитре ÿкерет. Çапла çутçанталăк илемне сăнанă май пуçĕнче самантрах сăвă йĕркисем çуралаççĕ. Ăна хыпалансах блокнота çырать. Кунсăр пуçне альбома уçса тавралăх илемне çынна савăнтармалла ÿкерсе те хурать.

- Сăвăç е художник пулас килет. Çакă манăн чи пысăк ĕмĕтсенчен пĕри. Халĕ те, авă, паллă сăвăçсемпе художниксен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашсан çунат хушнăн туятăп. Çÿл тÿпенелле вĕçес кăмăл çуралать, - тет Юлия хавхалануллăн.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.