Ырă вăхăтсем
Çуллахи вăхăтсене Артем Каторгин мĕншĕн юратать-ха? Шкул çулне çитменскер вĕренÿрен канать теме çук. Анчах çуллахи хаваслăх, телейлĕ кунсем унăн чунне те тыткăнлаççĕ. Юлташсемпе кунĕпех пытанмалла та, вăрçăлла та выляма май пур-çке. Сăмахран, тул çутăлнă-çутăлман Артем кÿрше каçать те: «Настя, тух выляма!» — тесе автансемпе ăмăртмаллах кăшкăрать. Хĕрачан та ыйхи ирех вĕçет. Эх, вылять вара хăйăр купи çинче икĕ тус. Артемăн тĕрлĕрен машина-трактор нумай çав, пĕрне те ахаль лартас килмест.