Çуллахи куна килĕштерекенскер

3 Пуш, 2016

Хĕвел çути кантăкран кĕнине мĕн тери килĕштерет Лена. Ун пек чухне чÿрече умĕнче чавсаланса ларать те урамри «пурнăçа» сăнама юратать. Кÿлленчĕкре çерçисем çăвăннине, шăши тытма васкакан кушака, йывăç çинче ларакан ула кураксене чун хавалĕпех пăхать. Хăй савăнăçне тус-юлташĕсемпе пайлас тесе кăшкăрсах ярать вара.

- Килĕр-ха, килĕр ман пата! Урамра, авă, темле ÿкерчĕке те курма пулать! - тет те, ăна самантрах тантăшĕсем сырса илеççĕ. - Эх, хăçан çулла çитет-ши? Вара пурте пĕрле урамра тăраниччен уçăлса çÿрĕпĕр. Юратнă вăйăсемпе киленĕпĕр, аслисем пек, тен, футболла та выльăпăр-и-ха?

Çак сăмахсене илтсен арçын ачасемпе хĕрачасен тутисем йăл кулчĕç, Ленăна пĕри те тепри ыталанă май:

- Тĕрĕс калатăн. Акă, çу çиттĕр-ха, çутçанталăкăн хитре вăхăчĕпе усă курса таçта та пулăпăр, - терĕç хайхискерсем савăнăçлăн чăлтти-чалтти сиккелесе.

Хаваслă хĕрача, Лена Степанова, Çĕрпÿ районĕнчи Паваркасси ача садне кăмăлтан çÿрет.

- Кунта мана питĕ килĕшет. Тутлă апат çитереççĕ, çывăрттараççĕ, урама уçăлма илсе тухаççĕ. Пушă вăхăтра эпир пурте пĕрле ÿкеретпĕр, сăрлатпăр. Теттесемпе вылятпăр, сăвă-ташă вĕренетпĕр, доска çине пурăпа сас паллисем çыратпăр. Малашне вулама та хăнăхасшăн. Ун чухне вара хамăр тĕллĕнех ырра вĕрентекен юмах-халаппа паллашăпăр, хитре сăвăсем вĕренĕпĕр. Тен, хамăр та поэт-писательсем пек кĕске хайлавсем шăрçалăпăр. «Тетте» журналпа вара тачă çыхăнса ĕçлĕпĕр. Унти кашни йĕркине сиктермесĕр вуласа, тишкерсе тухăпăр. «Сăрлав» страницине те «илемлетсех» тăрăпăр, - тет тем пирки те ĕмĕтленме юратакан Лена Степанова.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.