Кукамай пилĕпе пурăнатăп
Настя васкамасăр утать. Тавралăхра кам та пулин курăнмасть-ши, тенĕ пек, хутран-сит-рен чарăнкаласа тăрать, пăхкалать. Шăп, çил вĕрни те илтĕнмест. Аван-çке урамра çавнашкал вăхăтра.
Хĕрача кукамăшĕ çинчен шухăшлать.
- Эпĕ шкултан таврăнасса чăтăмсăррăн кĕтет-ха вăл. Акă çитсенех иккĕн сĕтел хушшине ларса апатланăпăр. Ах, яшки, пăтти, кукăль-пÿремечĕ те питĕ тутлă пулать унăн. Алли тем тума пĕлет çав. Кирек мĕн çумне пырса сĕртĕнсен те, пур япала çине те кукамайăн çепĕçлĕхĕ сарăлать. Унăн аллин асамлăхне тепĕр чухне хам çинче те сискелетĕп. Пуç ыратнă пек туйăнсан юратнă кукамая аллипе сĕртĕнме ыйтатăп. Вара мĕн тетĕр? Вăл аллипе перĕнсенех пуç ыратни таçта çухалать, пулман та тейĕн! Пурнăçра, вĕренÿре яланах ыррине çеç сунать. «Тăрăшса вĕрен, пĕлÿллĕ çын яланах хăйне валли вырăн тупать», - тесе ăс парать. Унăн сăмахĕнчен нихăçан та иртес çук эпĕ. Вăл мĕн калани маншăн саккун, - терĕ вăл хăйпе хăй калаçнă май.
Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕн саккăрмĕш класĕнче вĕренет Настя Викторова. Вĕренÿре çитĕнÿсем тума ăнтăлаканскер математикăна чунтан кăмăллать. Çак предметпа класра кирек епле хăнăхтарăва та чи малтан пурнăçлаканни, çыру ĕçĕсемпе «5» паллă илекенни, уяв-конкурссене хапăлласа хутшăнаканни, спортра çитĕнÿ тăваканни, тус-юлташне кирек хăш вăхăтра алă пама ăнтăлаканни.
- Кашни куна тенĕ пек кукамай пилĕпе пурăнатăп. Вăл мана пĕрле вĕренекенсемпе çеç мар, ял-йышпа та туслă пурăнмаллине, ватти-вĕттине пулăшмаллине час-час калать. Акă, сăмахран, пĕччен пурăнакан мучисемпе кинемисем патне те çитсе килме ÿркенместпĕр. Пире курсан вĕсем питĕ савăнаççĕ. Ара, эпир ларма мар, пулăшма çÿретпĕр-çке. Чăнах, хам тăрăшуллă пулса ыттисем пирки те манас килмест. Авă, район шайĕнче иртнĕ математика олимпиадинче иккĕмĕш вырăна тухни те çунат хуштарчĕ. Тен, манран ытла пĕрле вĕренекенсемпе вĕрентекенсем савăнчĕç пулĕ. Ара, çак ятпа чунтан саламларĕç вĕсем, - тет Настя хавхалануллăн.
Физкультура урокне те чăтăмсăррăн кĕтет. Спорта юратаканскере ахальтен мар «Зарница» ушкăн ертÿçине суйланă.
Пушă вăхăтра кукамăшĕпе юнашар ларса çыхма кăмăллать Настя. Ун пек чухне алăри йĕпсем выляса çеç тăраççĕ пулин те, асли кĕçĕннине юмах-халаппа та паллаштарма манмасть.
Комментари хушас