Хастарсем

3 Раштав, 2015

Çирĕп туслăхăн вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши?

Тăххăрмĕш класри Маша Артемьевăпа саккăрмĕш класри Инна Краснова - уйрăлми туссем. Амăшĕсем те юлташлă пулнăран хĕрачасем мĕн ачаранах пĕр-пĕрне ăнланнине, пĕр-пĕрин патне туртăннине ăнланса илнĕ. Çирĕп туслăхăн вăрттăнлăхĕ мĕнре-ха?

- Пĕр-пĕрне нихăçан та суймалла мар. Яланах юлташа пулăшма хатĕр пулмалла, вăрттăнлăхсене унпа çеç пайламалла, - палăртаççĕ хĕрачасем.

3 Раштав, 2015

Раиса Сарпипе тĕл пуласчĕ...

«Тантăш» хаçатăн кашни номерне пĕр сиктермесĕр вулакансем «Сăвăпа чĕрем юрлать, чун чăвашлăхшăн çунать» конкурс çинчен пĕлеççĕ ĕнтĕ, кашни çулах иртет вăл. Çулталăк вĕçĕнче вара чи ăнăçлă сăвăсен авторĕсене палăртатпăр. Пирĕн пĕлтĕрхи çĕнтерÿçĕсенчен пĕри - Ксения Николаева - Канаш районĕнчи Катек шкулĕнче тăваттăмĕш класра вĕренет.

Иккĕмĕш класранпах сăвă çырать Ксюша. Пĕрремĕш ĕçĕ хĕлле çинчен пулнă. Амăшĕ ырлани вара ăна малалла та çырма хавхалантарнă. Ритмне те, рифмине те амăшĕпе пĕрле йĕркелеççĕ. Çакă тепĕр чухне вăйă пекех пулса иртет.

12 Чÿк, 2015

Спорта юратакансем - Турханта вĕсем

Патăрьел районĕнчи Турхан шкулĕн тăваттăмĕш класĕнчи Даша Ершовăпа Вика Пчеловодникова, пĕрремĕшĕнчи Люда Ершова тата садике çÿрекен Кристина Ершова - спортсменсем. Çăмăл атлетикăна килĕштерекенсем пушă вăхăтра хăйсем тĕллĕн пĕр-пĕринпе ăмăртмалла чупаççĕ. Паян та кĕрхи куна пăхмасăр урамра вĕсем.

5 Чÿк, 2015

Ашшĕ-амăшĕ епле, ачи-пăчи те çапла

Тăваттăмĕшĕнчи Верония, çиччĕмĕшĕнчи Стас тата вун пĕрмĕшĕнчи Таня Андюковсем - йышлă çемьерен. Пурте тăрăшуллă. Вĕренÿре те, обществăлла ĕçсенче те.

Pages