Раиса Сарпипе тĕл пуласчĕ...
«Тантăш» хаçатăн кашни номерне пĕр сиктермесĕр вулакансем «Сăвăпа чĕрем юрлать, чун чăвашлăхшăн çунать» конкурс çинчен пĕлеççĕ ĕнтĕ, кашни çулах иртет вăл. Çулталăк вĕçĕнче вара чи ăнăçлă сăвăсен авторĕсене палăртатпăр. Пирĕн пĕлтĕрхи çĕнтерÿçĕсенчен пĕри - Ксения Николаева - Канаш районĕнчи Катек шкулĕнче тăваттăмĕш класра вĕренет.
Иккĕмĕш класранпах сăвă çырать Ксюша. Пĕрремĕш ĕçĕ хĕлле çинчен пулнă. Амăшĕ ырлани вара ăна малалла та çырма хавхалантарнă. Ритмне те, рифмине те амăшĕпе пĕрле йĕркелеççĕ. Çакă тепĕр чухне вăйă пекех пулса иртет.
Ксения - класра чи лайăх вулакан ача. Пĕлтĕр районта илемлĕ вулакансен «Салтака чыс та мухтав» ятлă конкурсĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă. Унта вăл чăвашла сăвă янăраттарнă. Тÿресем хĕрачан ăсталăхĕнчен питĕ тĕлĕннĕ.
Шкулти вулав конкурсĕсене те Ксюша хастар хутшăнать. Çулсеренех ака уйăхĕнче иртекен пуçламăш классен эрнинче те çак маттур хĕрача хастарлăхпа палăрать.
- Эпĕ хам та нумай вулатăп, çавăнпа класри ачасем кĕнекепе туслашнăшăн питĕ хĕпĕртетĕп, - чунне уçать класс ертÿçи Наталья Алексеевна Борисова.
Ксения шкулта çеç мар, ял библиотекинче те тавра курăмне аталантарать иккен. Районта тĕпчев ĕçĕсен «Сăнÿкерчĕкрен пуçланнă истори» проекчĕ иртессине пĕлсен хастар вĕренекен унта та хутшăнма кăмăл тунă. Тăрăшса хатĕрленни сая кайман, хĕрача иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Проекта чăвашла хатĕрлени те хаклакансене тÿрех илĕртнĕ.
- Çак ачасем пĕрремĕш класра вĕреннĕ чухне Шупашкарти Вырăс драма театрĕ 90 çул тултарнине халалласа «Тантăшра» конкурс иртнĕччĕ. Унта пирĕн шкултан нумай ача хутшăннăччĕ. Çавăн чухне театр юбилейĕн уявне çитсе куртăмăр та малашне «Тантăшпа» тачăрах çыхăну тытма тĕв турăмăр. Библиотекарь те пире конкурссем пирки пĕлтерсех тăрать, - каласа парать Наталья Алексеевна.
Класра сăвă çыракан ачасем татах та пур. Вĕрентекен хавхалантарни вĕсене пултарулăха ÿстерме пулăшать. Ик эрнере пĕрре класс тулашĕнчи вулав иртет, унта чăвашла хаçатсемпе усă курнине ачасем питĕ юратаççĕ иккен.
- Кашни урок пуçламăшĕнче пилĕк минут çурма сасăпа вулатпăр. Çавăнпа класра начар вулакан ача çук, - савăнать вĕрентекен. - Кунсеренех вĕсем тăватшар страница вулаççĕ те мĕн астуса юлнине тетраде çырса хураççĕ.
Ксюша Александр Пушкин, Константин Иванов, Петĕр Хусанкай пултарулăхне кăмăллать. Раиса Сарпи сăввисем те питĕ килĕшеççĕ ăна. Унăн хăйĕн те паллă сăвăç пулас килет-çке. Раиса Сарпипе тĕл пулса поэзи вăрттăнлăхĕ пирки калаçма, унччен вуласа курман сăвăсемпе паллашма ĕмĕтленет хĕрача.
Çунатлă ĕмĕтсен ырă йăла пур - пурнăçа кĕресси. Ксения та пурăна-киле паллă сăвăç пулса тăрĕ-ха. Тен, хăçан та пулин унăн сăввисем вĕренÿ кĕнекине те кĕрĕç? Шухăш-тĕллевĕн чикки çук, ырă пуласлăха ĕненни вара çунат хушать. Мĕнех, ăнăçу сунар Ксюшăна!
Лариса ПЕТРОВА.