Спорта юратакансем - Турханта вĕсем
Патăрьел районĕнчи Турхан шкулĕн тăваттăмĕш класĕнчи Даша Ершовăпа Вика Пчеловодникова, пĕрремĕшĕнчи Люда Ершова тата садике çÿрекен Кристина Ершова - спортсменсем. Çăмăл атлетикăна килĕштерекенсем пушă вăхăтра хăйсем тĕллĕн пĕр-пĕринпе ăмăртмалла чупаççĕ. Паян та кĕрхи куна пăхмасăр урамра вĕсем. Авă, стадионта ĕшеннĕ хыççăн канма ларчĕç.
- Эпĕ сирĕнтен чылай çул кĕçĕнрех, апла пулин те пултарулăхăм аслисенчен пĕрре те кая мар. Чылайăшĕ мухтать мана: «Çил пулĕ эсĕ, ытла хытă чупатăн», - тет. Хĕпĕртетĕп. Çитменнине тата наци кросĕнче хамран аслăрах ачасен хушшинче 3-мĕш вырăна тухрăм. Йĕлтĕрпе ăмăртса та пĕлтĕр пултарулăха кăтартрăм, çĕнтерÿçĕ пулса тăтăм. Пĕлетĕр-и, ÿссен паллă спортсмен пулас килет, - мăнаçланчĕ Кристина хĕрелнĕ питне сăтăркаласа.
- Эсĕ, йăмăкăм, хăв çеç ан хăпартлан-ха, эпĕ те сан пекех çунатлă ĕмĕтсемпе пурăнатăп. Авă, Влада аппа планшет парнеленĕ хыççăн кашни кунах спортсменсен кун-çулĕпе паллашма тăрăшатăп. Çапах та ÿссен тухтăр, юрăç е парикмахер пуласшăн, - çирĕплетрĕ Людмила.
Пĕртăвансен çитĕнĕвĕшĕн тус-юлташĕ те, килтисем те савăнаççĕ.
- Уйрăмах атте мухтать мана. Каçсерен унпа çывăрма юрататăп, вăл килте çук чухне вара аннепе Людмила хушшине выртатăп. Аппа ун пек чухне кăшт кăмăлсăрланать. «Эсĕ варрине выртнăран аннен мана ыталама алли çитмест. Эсĕ çеç унăн çумĕнче киленетĕн», - текелет. Çапах та эпĕ кĕçĕнни тата ачашши пулнине пĕлет вăл, - йăл кулса пуплет Кристина.
Викăпа Даша та пур çĕрте те хастарлăхĕпе палăраççĕ. Кирек епле ăмăрту-конкурс та вĕсемсĕр иртмест.
- Арçын ачасемпе футболла выляма та кăмăллатăп. Хĕлле пĕтĕм кăмăлтанах йĕлтĕр çине тăратăп. Çăмăл атлетикăна та килĕштеретĕп, - паллаштарчĕ хăйпе Даша.
Вика, авă, физкультурăна чунтан парăннă. Урок тухнине систерсе шăнкăрав янăрасан кăмăлĕ кăшт хуçăлнă пек те пулать тепĕр чухне. «Эх, мĕншĕн пĕррехинче кунĕпех физкультура урокĕ мар-ши?» - тесе шухăшлать пÿлĕмелле утнă май.
Унсăр пуçне ÿкерме те ăста вăл. Пушă вăхăт пулсан кунĕпех çутçанталăк илемне хут çине куçарма хатĕр.
Çакă тăватă туса вара пĕр пулăм çыхăнтарать - спорта юратни. «Пирĕн пек ачасем сывлăхлă пулĕç. Çавăнпа пурне те спортпа туслашма сĕнетпĕр», - терĕç хастарсем.
Луиза ВАСИЛЬЕВА.
Патăрьел районĕ,
Турхан.
АВТОР сăнÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас