Çирĕп туслăхăн вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши?
Тăххăрмĕш класри Маша Артемьевăпа саккăрмĕш класри Инна Краснова - уйрăлми туссем. Амăшĕсем те юлташлă пулнăран хĕрачасем мĕн ачаранах пĕр-пĕрне ăнланнине, пĕр-пĕрин патне туртăннине ăнланса илнĕ. Çирĕп туслăхăн вăрттăнлăхĕ мĕнре-ха?
- Пĕр-пĕрне нихăçан та суймалла мар. Яланах юлташа пулăшма хатĕр пулмалла, вăрттăнлăхсене унпа çеç пайламалла, - палăртаççĕ хĕрачасем.
Унсăр пуçне пĕр пек япалапа е ĕçпе кăсăкланни те юлташсене çывăхлатать. Иннăпа Маша сĕтел çи теннисне выляма ăста. Ăмăртусене çÿресе пĕрре çеç мар малти вырăна тухнă. Çак енпе шкулта ятарлă секци пур, шăпах унта хĕрсем маçтăрлăхне ÿстереççĕ те. Маша çăмăл атлетикăпа та кăсăк-ланать, тупăшусенче хăйĕн çаврăнăçулăхĕпе палăрать.
«Чун киленĕçне вара мĕнре тупрăр?» - тесе ыйтсан тÿрех сăн ÿкересси пирки хавхаланса пĕлтерчĕç. Хăйсем те ÿкерĕнме кăмăллаççĕ иккен. Час-часах çывăхри вăрмана кайса илемлĕ ÿкерчĕк-сем хатĕрлеççĕ. Таврари çутçанталăк хитрелĕхĕ çĕнĕрен çĕнĕ сăнÿкерчĕк тума хистет туссене.
Машăпа Инна пур çĕрте те хастар. Вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пыраканскерсем шкулти мероприятисенчен те юлмаççĕ. Пĕр-пĕр концерт, уяв ертÿçин тивĕçĕсене хаваспах пурнăçлаççĕ. Юрлама-ташлама ăста пулнинчен те тĕлĕнмелли çук.
Пултарулăхра чылай çитĕнÿ тума ĕлкĕрнĕ шкул маттурĕсем. Районта иртекен сăвă вулакансен, сочиненисен конкурсĕсене хутшăнса миçе хут мала тухман-ши?
- Иннăпа Маша тăтăшах пултарулăх конкурсĕсенче тупăшаççĕ. Ку енĕпе вĕсене çитекен çуках. Мĕн хушнине яланах тĕплĕн те вăхăтра пурнăçлаççĕ. Класра ертсе пыракансем те вĕсем, - мухтать хăйĕн вĕренекенĕсене чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Людмила Алексеевна Владимирова.
Пĕршухăшлăх - çирĕп туслăхăн тепĕр вăрттăнлăхĕ иккен. Çавăнпа хĕрачасен ĕмĕчĕ те пĕрре - шкултан вĕренсе тухсан журналистика факультетне вĕренме кĕресси. Вăл пурнăçланассинче вара иккĕленÿ те çук.
Нина ЦАРЫГИНА.
Патăрьел районĕ,
Ишлĕ Шетмĕ шкулĕ.