Ашшĕ-амăшĕ епле, ачи-пăчи те çапла

5 Чÿк, 2015

Тăваттăмĕшĕнчи Верония, çиччĕмĕшĕнчи Стас тата вун пĕрмĕшĕнчи Таня Андюковсем - йышлă çемьерен. Пурте тăрăшуллă. Вĕренÿре те, обществăлла ĕçсенче те.

- Кăçал шкултан вĕренсе тухатăп, юрист профессине алла илес ĕмĕт пур-ха, - палăртрĕ хăй шухăшне вĕренÿре «5» паллăпа çеç ĕлкĕрсе пыракан Таня.

Вăл пуриншĕн те тĕслĕх вырăнĕнче. Педагогсем те унăн сатурлăхĕнчен тĕлĕнсе пĕтереймеççĕ.

- Шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухма хатĕрленекен çамрăкăн малашлăх сукмакĕ те тумхахсăр пултăрччĕ, мĕн ĕмĕтленни пурнăçа кĕтĕрччĕ, - тесе ырă сунать кашниех.

Сăвă-калав çырма кăмăллакан Таня паян та алла ручка тытать. Ĕçĕсене редакцие ярса парас шухăш та пĕрре мар пулнă, анчах сăпайлăскер хăй ĕмĕтне самантрах сирсе янă. «Хаçат страницисене вырнаçма «пиçсе» çитеймен пуль çав манăн материалсем», - текеленĕ. Юрă çырма ăстаскер гитара калать. Çав вăхăт-рах олимпиадăсене хутшăнса та палăрать, тĕлĕнмелле хитре ÿкерет.

- Эпир аппапа мăнаçланатпăр, ун пек пулма тăрăшатпăр, - теççĕ Стаспа Верония. - Вăл пире вĕренÿри йывăрлăхсене парăнтарма пулăшать. Кил-тĕрĕшри ĕçсене те пĕрле пурнăçлатпăр авă. Апат пĕçеретпĕр, тусан шăлатпăр, урай, кашăк-чашăк çăватпăр. Пиллĕкри Валера шăллăм, виççĕри йĕкĕреш Ольăпа Галя йăмăкăмсем те пирĕн тавраллах чупкалаççĕ вара. Мĕнпе те пулин пулăшасшăн ăшталанаççĕ. Валера çав вăхăтрах хăй епле вулама пĕлнине кăтартасшăн кĕнекине йăтса чупать. Вăл вырăсла-чăвашла çеç мар, акăлчанла сас паллисене те паллать. Ытларах унпа анне ларать. Йăмăкăмсем вара теттесемпе выляма кăмăллаççĕ. Туслă пурăнатпăр.

Пĕр тăвансен ашшĕпе амăшĕ те, Андрей Валерьевичпа Лариса Геннадьевна, йышлă çемьерен. Ашшĕсем авă вуннăн. Тăванĕсем ытларахăшĕ ялта тĕпленнĕ.

- Кирек епле ĕçре те пĕрле эпир. Выльăх-чĕрлĕх чылай усратпăр та, утă-улăмне хатĕрленĕ чухне йышпа тăрăшатпăр. Асанне те кашни тĕпренчĕкĕшĕн тăрăшать, мĕнпе те пулин пулăшма ăнтăлать, - теççĕ Андюковсем.

...Тăваттăмĕшĕнчи Верония, çиччĕмĕшĕнчи Стас, вун пĕрмĕшĕнчи Таня пирки те мĕнпур ыррине çеç калаççĕ вĕрентекенсем. «Тĕлĕнмелле çемье, хĕрачисем çеç мар, арçын ачисем те çав тери ĕçчен, сăпайлă. Вĕсенчен ăшăлăх тапса тăрать, мăнкăмăллăх тени çук. Хастар ачасемшĕн ашшĕ-амăшне тав. Кирлĕ пек воспитани параççĕ», - тесе çирĕплетеççĕ.

Элиза ВАЛАНС.

Канаш районĕ,

Чакаç.

АВТОР сăнÿкерчĕкĕнче: Андюковсем иккĕмĕш сыпăкри тăванĕсемпе.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.