Пурнăç чечек пек илемлĕ пултăрччĕ
Кантăк умĕнче урамалла тинкерсе ларакан Вика тарăн шухăша путнă. Пуласлăхĕ пирки вĕçĕмсĕр шухăшлать вăл.
- Ĕнтĕ тăххăрмĕш класа та çитрĕм. Çулсем епле шунине сиссе те юлаймастăп вĕт-ха. Ир пулать те, каç пулать. Çапла уйăх хыççăн çул сиккипе шăвать. Шкултан вĕренсе тухсан тухтăр пулас килет. Анчах унччен питĕ нумай вăй хумалла, - тесе ĕмĕтленнĕ вăхăтра шăллĕ Богдан чупса пырса ыталаса та илчĕ. Чĕвĕл чĕлхипе пуплеме те тытăнчĕ.
- Аппа, аппа! Пĕлетĕн-и, манăн питĕ летчик пулас килет. Вĕçесчĕ кайăкран çÿлерех, хăвăртрах! Ял-ял урлă, хуласем, вăрмансемпе шыв-шурсем, кÿлĕ-семпе тинĕссем çийĕн! - терĕ аппăшĕн куçĕнчен тинкерсе.
- Апла летчик пулас килет. Çапла-и? Анчах санăн шкулта лайăх вĕренмелле. Уйрăмах математикăна, физикăна, географине аван пĕлмелле, - терĕ Вика шăллĕне пуçĕнчен шăлнă май.
- Кунĕн-çĕрĕн çав ĕмĕтпе пурăнатăп. Тĕлĕкре те вĕçетĕп. Эсĕ сĕннĕ учебниксене пĕрремĕш страницинчен пуçласа вĕçне çитиех пăхса тухатăп. Ниçта та самолет çинчен каласа панине, ÿкерчĕкĕсене курмастăп. Анчах шанчăка çухатмастăп. Учительсем летчик профессйĕ пирки каласса шансах тăратăп. Чим, малтан шкула çÿреме тытăнам-ха, - ĕмĕтленчĕ хастар Богдан.
Аппăшĕ шăллĕ çине йăл кулса пăхрĕ, хăй çумне чăмăртарĕ.
- Итле-ха, Богдан, мĕншĕн летчик пуласшăн-ха эсĕ? Çĕр çинче тем чухлĕ професси-çке. Акă, сăмахран, эпĕ хам тухтăр пуласшăн. Çынсене сыватасси - сăваплă ĕç. Ара, тÿпере шикленмелле пек. Çĕр çинче утса-чупса çÿренине мĕн çиттĕр ĕнтĕ, - терĕ хĕрача шăллĕне шухăшĕнчен пăрас тесе.
Богдан аппăшĕ çине чăр! пăхрĕ. Унтан айккине пăрăнса тăчĕ, куçĕ самантрах шывланчĕ.
- Аппа, ăнланмастăн эсĕ мана... Аттене курас ĕмĕтпе пурăнатăп-çке. Унăн чĕрçи çине ларса утьăкка сикес килет... - терĕ ĕсĕклесе.
Вика ку сăмахсене илтсен пырта тем капланнине туйрĕ. Пит çăмарти тăрăх тăварлă куççуль юхса аннине хăй те сисеймерĕ.
- Богдан, атте пирĕнтен уйрăлса кайнăранпа вăхăчĕ иртрĕ ĕнтĕ... Чăн та, чун çаплипех ыратать. Анчах сана ăнланмастăп... Летчикпа аттене мĕншĕн танлаштарса çыхăнтаратăн? - куççульне шăлнă май кăсăкланчĕ пике.
- Анне яланах: «Аçу тÿперен сирĕн çине пăхса тăрать, пурнăçра яланах пулăшса пырать», - тесе пĕрре мар каларĕ. Анчах тÿпенелле тем чухлĕ тинкерсен те паянхи кунччен те аттене кураймарăм, унпа калаçаймарăм. Унсăр питĕ тунсăхлатăп. Хăвăртрах летчик пулса пĕлĕте улăхас килет. Атте ытамĕнчен темччен тухмăттăм. Атте вăл вăйлă, хÿтĕлеме те пултарать. Вăл мĕнле пурăннине сире те каласа парăттăм вара, - терĕ Богдан ассăн сывланă май.
Мăн çын евĕр калаçакан шăллĕ çине Вика тĕлĕнсе тинкерчĕ. Чунĕ тÿсмелле мар ыратрĕ, унтан Богдана ыталаса илчĕ.
- Çапла, атте пире тÿперен кашни кун пăхса тăрать. Эпир ырă ĕç тусан, вăл та хĕпĕртет. Малашнехи пурнăçра ÿсĕмсем тума пил парать, - ăнлантарчĕ çаплипех вăл пĕчĕкскере.
...Пурнăçăн хăйĕн юппи. Тем те пулса иртет унта. Лайăххи те, начарри те. Апла-и, капла-и, çыннăн пĕтĕм вăйне пухса шав малалла ăнтăлмалла. Çакна Патăрьел районĕн-чи Турхан шкулĕнче «5» паллăсемпе çеç вĕренекен Вика та пĕлсе, туйса тăрать.
- Çапах та тĕнчери ачасен пурнăçĕ яланах чечек пек илемлĕ пултăрччĕ. Мĕн ĕмĕтленни пурнăçлантăрччĕ. Апла-тăк манăн та тухтăр профессине алла илмеллех, - тесе пăшăлтатрĕ Вика куççульне шăлнă май.
Комментари хушас