«Çар çынни пуласчĕ»

26 Пуш, 2015

Калининори 8-мĕш кадет класĕнче вĕренекен Иосиф Урмаков тăваттăмĕш чĕрĕке аван паллăсемпе вĕçлесе хăвăртрах амăшĕн тăванĕсем патне хăнана каясшăн.

- Аннен тăванĕ нумай. Çакăншăн питĕ савăнатăп. Каникулсенче тĕрлĕ тăрăха çитсе курни - телей! Уйрăмах Элĕк районĕнчи Иштек ялĕ хăй патне туртать мана. Урамĕсем çеç мар, пĕви те таса пулни савăнтарать. Мăнаккасем çулласерен 6 ĕне усраççĕ те ĕçĕ питĕ нумай. Мана çакă килĕшет те. Аслисемпе хĕлле валли утă-улăм хатĕрлеме, касăва кайма пĕрре те ÿркенместĕп. Ку вăл хăйне евĕр спорт çеç! Кĕтĕве савăнсах каятăп. Ирхи сывлăмлă курăкпа утма çав тери килĕшет. Уй-хир, вăрман, тавралăх этем сăнарĕ йышăнас пулсан мĕн тери илемлĕ, сатур та кăмăллă, ача пек таса чунлă та лайăх çын пулмалла ахăртнех... Анне пек... Чăнах та, юратнă тавралăх мар-и-ха çынсене сăнар параканни? Сĕткенне те вăл çак çĕртен-шывран, йывăçран, ÿсен-тăран çимĕçĕсенчен илет... Чунне те çакăнтанах илет: кайăк юррисенчен, шевле чÿхеннинчен, чечек тусанĕсенчен... Кашни кукăр, тÿпем, лапам, уй-улăх, ĕшне-ката темĕнле хăйне çеç тивĕçлĕ, ăна курсан çеç ыттисенчен уйрăм туйăм вăратать чун-чĕрере. Хăватлăн туйăнать çут тĕнче... Ултă кунта тĕрлĕ илеме курса савăнатăп çапла, тепĕр касу черечĕ çитиччен. Уйра тата апат та килтинчен тутлăрах! Касура 24 ĕне, вĕсенчен улттăшĕ мăнаккасен. Çапла вара уя тухмалли пирĕн черет питĕ хăвăрт çаврăнса çитет. Ĕнесене çав тери юрататăп. Картише кĕрсен кашнине ачашлатăп. Çакă хайхисене питĕ килĕшет ахăртнех, ман хыççăн çÿреççĕ. Вĕсене епле юратмăн-ха? Кашни кун тутлă сĕтпе савăнтараççĕ вĕт! Ялта ĕçĕ нумай пулин те, пушă вăхăт тупса туссемпе чун каниччен футболла вылятпăр, - хăпартланать Вăрнар тăрăхĕн хастарĕ Иосиф.

Алгебрăпа геометри предмечĕсене кăмăллакан арçын ача çар çынни пуласшăн.

- Пирĕн шкултан вĕренсе тухнисенчен нумайăшĕ пурнăçне çарпа çыхăнтарнă. Манăн та вĕсенчен тĕслĕх илсе çĕршыва юрăхлă çын пуласчĕ. Тăван тăрăх ятне çÿлте тытас килет. Паян вара кадет класĕнче вĕреннишĕн хĕпĕртетĕп, - палăртать хăй шухăшне вăл.

Техникăпа та кăсăкланать сатур кадет. Трактор кабинине пĕрремĕш хут ларсан шиклĕх туйăмĕ те çуралнăччĕ унăн. Паян вара çăмăллăнах çĕр сухалама пултарать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.