«Лаша - картиш илемĕ»
Вăрнарти 2-мĕш шкулăн 3-мĕш «а» класри Катя Сергеева чăваш чĕлхи урокне çав тери кăмăллать. Вĕсене паян юратнă вĕрентекенĕ Вероника Трифоновна Дмитриева чĕрчунсем çинчен кĕске калав çырма сĕнчĕ.
- Килти ĕçе лайăх пурнăçласа килĕр, - тесе ăшшăн калаçрĕ вăл.
Мĕн пирки çырассине нумайччен шухăшласа çÿ-рерĕ хĕрача.
- Кайăксене питĕ юрататăп, хĕллесерен сырăша апат та паратăп. Çерçисемпе кăсăясем тата уйăпсем еплерех хăналаннине пăхса тăма килĕштеретĕп. Тен, сочинени темине те вĕсемпех çыхăнтармалла, - тесе шухăшласа хапха алăкне уçса картише кĕрсе тăчĕ хайхискер.
Шăп çав вăхăтра картара тăракан лаши кĕçенсе ячĕ, шартах сикрĕ Катя. Ласка çине кăн! пăхнă май:
- Юратнă урхамахăм, эсĕ мана тарăн çырмаран тухма пулăшрăн та. Эпĕ сан çинчен пĕчĕк заметка шăрçалăп. Тăрăшсах. Вĕрентекен кăмăлне тивĕçтермелле аван материал çырăп, - çупăрларĕ ачашшăн янаварне.
Каç енне килти ĕçсене пурнăçласа пĕтерсен сочинени çырма ларчĕ хĕрача.
«Эпĕ Упнер ялĕнче пурăнатăп. Пирĕн картише лаша илем кÿрет. Ăна юратса та ачашшăн Ласка тесе чĕнетпĕр. Вăл хăмăр тĕслĕ, çамки çинче сарăлса каякан шурă йĕр пур. Урисене хура «чăлха» тăхăннă. Хăмăр куçĕсем кирек кам çине те ăшшăн пăхаççĕ. Кÿлсен е утлансан вара çав тери хытă чупать.
Çулла вăл пире пур ĕçре те пулăшать. Утă турттарать, çĕрулми йăранĕсене темиçе хутчен те çырать. Ывăнсассăн эпĕ ăна тутлă кучченеçпе хăналама тăрăшатăп. Купăста, панулми, груша çиме çав тери кăмăллать. Шывне те вăхăтра ĕçтеретĕп.
Урхамахăм çав тери ăслă. Ун çине утланса уçăлса çÿреме ухута эпĕ. Вăл вара, ман шухăшăмпа, пĕрле таçта çитсе килме те пултарать», - тесе вĕçлерĕ те хăйĕн çыру ĕçне темиçе хутчен вуласа тухрĕ.
Чăнах та, вĕрентекен унăн ĕçне лайăххисен шутне кĕртрĕ.
- Виççĕмĕш класс ачишĕн ку хайлав питех те ăнăçлă пулса тухнă. Катьăна малашне те çакăн пек пултаруллă пулма ырă сунатăп, - тесен, хĕрача çав тери хăпартланчĕ. Татах та татах... çырас та çырас килчĕ унăн.
Çак туртăм ахальтен пуçланман çав унăн. Нумай вулать вăл, çавна май тăтăш библиотекăна васкать. Тĕрлĕ калав-халаппа паллашнă май, писатель шăрçаланă хитре йĕркесене тетраде çырса хурать.
- Ах, манăн та çапла илемлĕ çырма вĕренесчĕ, - тесе чун-чĕререн хавхаланать.
Хĕрача математика предметне те çăмăллăнах парăнтарать.
- Пĕр-пĕр задача хуравне тупасси маншăн йывăр мар. Е тĕрлĕ примера шутласси - вăйă евĕр çеç. Самантрах тĕрĕс тупсăм патне çитетĕп. Ÿссен вара тухтăр пулас килет. Йывăр вăхăтра çынсене пулăшу парас ĕмĕт канăç памасть, - тет Катя Сергеева мăнаçлăн.