Комментари хушас

26 Пуш, 2015

«Чунăм ялаллах туртăнать»

Канашри 11-мĕш шкулăн 7-мĕш класĕнче вĕренекен Олег Иглов та ял пурнăçне килĕштерет. Канмалли кунсенче кукамăшĕпе кукашшĕ патне Тăвай районĕнчи Çĕнĕ Ишпуçне васкать.

- Хулара çеç мар, ялта та тус-юлташ нумай манăн. Вĕсемпе тем тĕрлĕ вăйă вылятпăр. Хĕллесерен йĕлтĕрпе, çулласерен велосипедпа ăмăртатпăр. Ара, спортсăр пурăнма çав тери кичем-çке. Вăрман сывлăшне кăмăлланăранах кукаçипе милĕк хуçма çÿретпĕр çулласерен. Аннепе кăмпа-çырла пухма та хатĕр эпĕ. Тантăшсемпе пулăра ларасси - телей! Тата та кăмăллăраххи - вăлтана пулă хыççăн пулă çакланни! Ĕç ăнасси те çанталăкран килет. Çил çурçĕртен е хĕвелтухăçĕнчен пулсан пулă пирки ан та ĕмĕтлен. Хĕвеланăç енчен тÿлек кăна çил шыв çийĕн палăри-палăрми шăрçа пек хумсем кустара пуçласан - шăп та шай пулăçсен ĕмĕтĕнче сĕмленекен кун вара. Е тата кашни хулкка хăйне майлă. Пĕри чĕкеç пек çăмăллăн вылять, тепри лÿппер, виççĕмĕшĕ наян... Ун çине пăхас та килмест. Чунлă япала пек вăл хулкка. Анчах ăна пулă туртсан çеç хăйне евĕр чун кĕрет. Çавăн чухне тинех вăл илемĕпе йăлтăртатма тытăнать, - ăнлантарать Олег.

Кроликсене пăхма та кăмăллать арçын ача. Çулласерен вĕсем валли курăк пуçтарса михĕ-пе çĕклет, кишĕрпе тата купăстапа сăйлама та манмасть юратнă тусĕсене. Паян та вĕсемшĕн тунсăхланипе яла васкать вăл.

Юлашки чĕрĕке аван паллăсемпе вĕçлесшĕн Олег. Киле парса янă ĕçсене пурнăçласанах алла кĕнеке тытать. Маларах вара Константин Васильевич Иванов çырнă «Нарспи» поэмăна та юратса вуланăччĕ.

- Асăннă поэма питĕ килĕшрĕ. Чăваш писателĕсен хайлавĕсемпе татах та паллашас кăмăл пур-ха, - тет хастар арçын ача пĕтĕм чун хавалĕпе.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.