Мăнаçланатпăр санпа, Çĕршывăм!

Тăван çĕршыв… Мĕн тери пуян эсĕ! Пирĕнтен кашнине санăн улăх-çарану, уй-хирӳ яланах тыткăнлаççĕ. Вĕсен çийĕн тăрлатса ярăнакан тăри хăйĕн çепĕç юррипе чуна ачашлать. Аякка-аякка çул тытакан мăнаçлă самолетсем тӳпене çурса вĕçни куç умĕнчен каймасть. Ял çумĕпе юхса иртекен пĕчĕк çеç юханшыв та ав шăнкăртатса аслă Атăлпа пĕрлешсе тинĕсе çул тытать. Тинĕсĕн вĕтĕ-вĕтĕ хумĕсем çийĕн кимĕсемпе карапсем кирлĕ çĕре васкаççĕ… Тĕлĕнмелле пуян та илемлĕ çĕршыв хăйĕн хăвачĕпе савăнтарать кашнине. Эпир хамăр юратнă çĕршывра пурăнни, унăн пуянлăхĕсемпе усă курни телей мар-и вара? Кирлĕ çĕре пĕр чăрмавсăр çитме пултаратпăр, тӳлевсĕр сипленетпĕр, çутă та таса шкулсенче пĕлӳ илсе пурнăçăн анлă çулĕ çине тухатпăр…

Хамăрăн юратнă çĕршывăмăрăн патшалăх символĕсем пурришĕн питех те мухтанатпăр. Епле мăнаçлă пирĕн герб! Патшалăх гимнĕ тата епле хавхалануллăн янăрать! Ăна шăрантарнă чухне хăвна чи телейлисенчен пĕри пек туятăн! Çĕршыв ялавне алла тытсан е пĕр-пĕр мероприятире вăл вĕлкĕшнине курсан пушшех те хăпартланатăн. Тĕреклĕ те вăйлă çĕршыв пулнишĕн мăнаçланатăн.

Çак кунсенче Шупашкар библиотекисем «Раççей символĕсем» Пĕтĕм çĕршыв олимпиадине хастар хутшăнчĕç. Мероприятие Раççей патшалăх ача-пăча библиотеки йĕркеленĕ.

Владимир Маяковский ячĕллĕ тĕп библиотекăна хула шкулĕсенчи вăтăр ытла ача пухăнчĕ. Вĕсем «Раççей символĕсем» конкурс çĕнтерӳçисен ыйтăвĕсене хуравларĕç. Сакăр-вунă çултисем хăйсен хушшинче ăмăртрĕç, вун пĕр-вун тăватă çулсенчисем вара — тепĕр ушкăнпа. Ыйтăвĕсем пĕрре те çăмăл пулмарĕç. Çĕршывăн герб пурри кăна çителĕклĕ мар-и? Мĕншĕн вара ялав кирлĕ? Гимн авторĕсем камсем? Тата нумай-нумай тĕрлĕ ыйтăва хуравлама тиврĕ олимпиадăна хутшăнакансен. Анлă тавракурăмлă пулма нумай вуламалла. Çакна кашни туйса илчĕ. Тăван çĕршывăмăрăн кун-çулне, унăн культурине пĕлни никамшăн та ытлашши мар. Вĕсене пĕлес тесен вулавăша ытларах çӳремелле, мĕн ачаран пултарулăха аталантарса пымалла, тĕрлĕ шырав ĕçне хутшăнмалла.

Ăмăртура шăпах çак енсене хăйсенче аталантарма тăрăшни кашни ачара палăрчĕ. Шупашкарти 47-мĕш шкулта вĕренекен Нина Соловьева тата 44-мĕш лицейри Лена Якушенок патшалăх символĕсене аван пĕлни, çĕршыв историйĕпе кăсăкланни лайăх сисĕнчĕ. Вĕсем олимпиадăн пĕрремĕш тапхăрĕнче хăйсен тавракурăмĕпе ыттисене тĕлĕнтерчĕç.

Надежда ЧЕЧНЕВА,

Шупашкарти библиотекăсен пĕрлешĕвĕн пресс-секретарĕ.

СĂНӲКЕРЧĔКРЕ: Олимпиада ыйтăвĕсем çăмăл пулмарĕç.

 

Надежда ЧЕЧНЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.