Ачана никампа хăварма çук-и? «Экспресс-кукамай» пулăшма хатĕр!

18 Пуш, 2017

Кукамай. Мĕн тери ачаш та çепĕç вăл. Чылайăшĕ ку сăмаха илтсен кăмака кукринче кукăль-икерчĕ пĕçерекен тăванне аса илет-тĕр. Е кушăрхама пуçланă аллипе пуçран ачашланине «туять». Туя çине тайăннă ватă урама тухса мăнукĕсене апат çиме йыхравлани те куç умĕнчех... Анчах паянхи асанне-кукамай кунашкал сăнарсемпе çеç çырлахмасть. Вĕсем компьютер таврашĕпе та çăмăллăнах пĕр чĕлхе тупнă, ют çĕршывсене канма та çÿреççĕ, илем салонĕсенчен те тухмаççĕ, хырăм ташши та ташлаççĕ... Мăнукĕсене малтанхиллех юратасси çеç çулран-çул, ĕмĕрсенчен улшăнмасть. Пуян чун-чĕреллĕскерсем чун ăшшине ют ачана парса вĕсемшĕн те тăван пулма та хатĕр. Ахальтен мар Шупашкарти халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центрта «Экспресс-кукамай» проект пурнăçланать.

Тĕрĕс ÿкме те пĕлмелле

Ренада Федорова ертсе пыракан учреждени, тĕрĕссипе, çине-çинех тем тĕрлĕ кăсăклă та ăнăçлă проект шухăшласа кăларать, вĕсене пурнăçа кĕртет. Ахальтен мар кунта 30 ытла клуб ĕçлет: хорта юрлаççĕ, тухăç ташшисемпе килĕшÿллĕн авкаланма хăнăхаççĕ, алă ĕçĕпе аппаланаççĕ, çут çанталăка сăнаççĕ-тĕпчеççĕ, пахча-сад таврашне илемлĕ клумбăсемпе хăтлăлатма вĕренеççĕ, пĕр-пĕрин пурнăçĕпе паллаштараççĕ, тутлă апат-çимĕç янтăлас вăрттăнлăхсене сÿтсе яваççĕ, республикăри тĕрлĕ вырăна тухса çÿреççĕ, мода кăтартаççĕ, хăйсемех театр йĕркелеççĕ...

— Сывлăха çирĕплетес тĕлĕшпе физкультурăпа питĕ туслă пирĕн пата çÿрекенсем. Мĕн тĕрлĕ хускалмаççĕ, мĕнле кăна гимнастика тумаççĕ вĕсемпе социаллă ĕçченсем! Кашни кварталта ветерансемпе спартакиада йĕркелетпĕр. Вĕсем çине пăхатăп та тĕлĕнсе пĕтерейместĕп. Ăçтан тапать-ши çавăн чухлĕ вăй-хал? Арт-терапи пирки те нумай калаçаççĕ халĕ. Пирĕн патра та пултарулăх енчен аталанма май нумай. Витраж искусствине çĕнĕрен чĕртрĕмĕр. Тĕрлĕ тĕслĕ кĕленчерен мĕн тери илем çуралать. Пукане театрĕ ăнăçлă ĕçлет. Кукамай-асанне сусăр пепкесем патне килĕсене, интернатсене, ача сачĕсене çÿрет. Пуканесене хăйсемех çĕлеççĕ вĕсем. Хĕрарăмсем килĕштерекен тепĕр клуб — «Жемчужина» ателье. Кунта вĕсем тĕрлĕ япаларан çĕнни тăваççĕ те мода кăтартаççĕ. Пушăн 8-мĕшĕ тĕлне акă çÿçеллĕ тутăрсенчен касмасăр, çĕлемесĕр мĕнле кăна тум туман! «Ваттисен ача сачĕ» те ĕçлет. Ачисем кунĕпех килте çук-çке. Ватă ашшĕ-амăшне вара пĕччен кичем. Шăпах вĕсене йышăнатпăр. Ирхине саккăрта килеççĕ те вĕсене ачисем каçхи кÿлĕм илсе каяççĕ. Кунта психолог та, спортпа ĕç инструкторĕ те вăй хурать вĕсемпе. Иккĕмĕш çул пурнăçланать ку проект. Унăн пуласлăхĕ пур пек туйăнать. «Электрон социаллă пулăшуçă» та — анлă сарăлнисенчен пĕри. Специалистсем ватăсем, килтен тухайманнисем, ачасем патне кайса компьютерпа ĕçлеме хăнăхтараççĕ. Ачасемпе ватăсем пĕрле ирттерекен мероприятисем те пур, вĕсем çемьери йăла-йĕркене йăхран-йăха пиллеме пулăшаççĕ, — паллаштарать Ренада Вениаминовна.

Каласа кăтартмалли — иксĕлми. Кунтах «Аслă çултисен университечĕпе», «Вырсарни шкулĕпе», «Социаллă туризмпа» пĕрлех тата ытти проект та пурнăçа кĕрет. Черетли те хатĕр. Вăл аслă çултисем валли хăрушсăрлăх урокĕсем йĕркелеме палăртнипе çыхăннă.

— Тĕрĕс ÿкме те пĕлмелле вĕт. Ку е вăл лару-тăруран мĕнле тухмаллине чухламалла, — тет ертÿçĕ.

Хĕрарăмăн яланах илемлĕ курăнмалла

«Экспресс-кукамай» проект çинчен тĕплĕнрех каласа кăтартас килет. Çамрăк-ха вăл. Малашне аталанса та вăй илсе пырĕ.

— Пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнĕ хĕрарăмсем валли кризис центрĕ пур пирĕн. Пĕррехинче унти хĕрарăмсем çине пăхрăм та çĕнĕ шухăш амаланчĕ: вĕсене пулăшма хастарсене шанма юрать-çке. Центра çÿрекен хĕрарăмсем хушшинче ыйтăм ирттертĕмĕр: хăйсен мăнукĕсемсĕр пуçне ытти ачана юратма хатĕр-и вĕсем? Е тата çемьесем ют çынна çывăх йышăнма пултарĕç-и? Тĕрлĕ ыйтăва хуравлаттарнă хыççăн пулăшу кирлĕ çемьесем те палăрчĕç. Кукамайсем те тупăнчĕç. Вĕсене малтан çĕнĕ пуçарупа паллаштартăмăр. Кукамай пулас текенсемпе психолог тĕплĕ калаçрĕ. Хăть те хăш хĕрарăма тытса пĕр-пĕр çемьене яраймастăн-çке. Пушшех те — пĕтĕм яваплăх пирĕн çинче. Кайран çемьесене чĕнсе пĕрлехи мероприяти ирттертĕмĕр. Хăш ача кам патне туртăнни, хăш кукамай-асанне мĕнле ача çине ăшшăн пăхни айккинчен çав тери аван курăнать. Çут çанталăк çапла тунă ĕнтĕ: пĕринпе пĕр чĕлхе çăмăллăнах тупатпăр, теприн патне ниепле те чун выртмасть. Кун хыççăн пĕрле пухăнса е выляççĕ, е кĕнеке вулаççĕ, е физкультура тăваççĕ... Кайран çеç кукамайсем çемьене каяççĕ, — пĕлтерет Ренада Федорова.

Паян центрта — 17 «экспресс-кукамай». Çулталăк каялла проекта 3 çемье хутшăннă.

— Пĕр хĕрарăм пĕччен амăшĕччĕ, тепри — йĕкĕрешсемпе. Виççĕмĕшĕ виçĕ ачаллăччĕ. Унăн мăшăрĕ аякри хулара ĕçлетчĕ. Паллах, мăшăрĕ нухрат пухать. Анчах çакă ăна хамăр йыша илме юраманнине пĕлтермест. Унăн та ĕç тупăнать. Ачисене кампа хăвармаллине пĕлмесĕр хăшкăлать. Кунĕпех ачапа пĕччен ларни те ывăнтарать. Пушшех те — чылайăшĕн ашшĕ-амăшĕ аякра. Вĕсем мăнукĕсене пăхма йăпăр-япăр чупса çитеймеççĕ. Тепĕр чухне тата çемьере килĕшÿ çукки те пулать. Тăван амăшĕпе пĕр чĕлхе тупайманран экспресс-кукамайпа усă курнă тĕслĕх те пур. Эпир пурте çын-çке. Пурнăçра вара темĕн те пулать. Тепĕр чухне амăшĕ çур сехетлĕхе ахаль çеç уçăлма тухса кĕтĕр е илем салонне çиттĕр. Арçын çук тесе ачаллă хĕрарăмăн та хăйне пăхма-чиперлетме манмалла мар. Хĕрарăмăн яланах хитре те илĕртÿллĕ пулмалла, — çирĕплетет Ренада Вениаминовна.

«Амăшĕ те пуласчĕ»

Кукамайсенчен пĕри — Ольга Усманова — тивĕçлĕ канури педагог. Ĕмĕрĕпех ачасене вĕрентнĕ вăл. Шкулта та тăрăшнă. Уйрăм çемьесен ывăл-хĕрĕпе уйрăммăн та ĕçленĕ.

— Çакна пĕлсе тăрсах-ши — мана центра килме пĕлĕшсем сĕнчĕç. Тепĕр енчен, эпĕ кунта лекме ĕмĕтленнĕ те. Кунашкал центр пуррине малтан хăлха хÿрипе таçта илтнĕ-ха. Тепĕр чухне хаçатра вуланă-тăр, хушăран телекуравпа сюжет та пăхнă ахăр. Çавăнпах кунта ура хăех илсе çитерчĕ.

Кунта кăсăкли темĕн чухлех. «Экспресс-кукамай» проекта хутшăннисĕр пуçне ирсерен хускану тăватпăр. Тĕрлĕ енлĕ алă ĕçĕпе кăсăкланатпăр. Капăр япала янтăласа мода кăтартасси те пирĕншĕн çав тери кăсăклă та хаваслă, — тет Татьяна Ивановна.

Сусăр ачаллă çемьепе çыхăну тытать вăл. Ытларах чухне эмел туянма çÿрет. Амăшĕн сусăр пепкисĕр пуçне тата йĕкĕреш ывăлсем те пур вĕт. Çавăнпах аптекăран аптекăна чупма вăхăчĕ çукрах. Пушшех те — ятарлă аптекăна кÿлмек хĕрнех çитсе килме тивет. Чарăнуран Атăл хĕррине утса çитсе каялла таврăнма вăхăт чылай кирлĕ-çке. Ачана килте пĕччен хăварсан чун вырăнта та мар.

— Таçта питĕ каймалла чухне йĕкĕреше пăхма та чĕнет. Ача садне çÿрекенскерсемпе кăсăклă та. Хушăран тутлă кучченеç те туянатăп ачасем валли, варени таврашĕ те илсе каятăп.

Кунти хĕрарăм мар çав амăшĕ, çавăнпах хулара тăванĕсем те çук. Тепĕр чухне ачисемшĕн кукамăшĕ çеç мар, хăйĕншĕн амăшĕ те пулас килет, анчах вăл чунне уçмасть, çывăха ямасть. Ăна ăнланатăп та. Сусăр ачаллă çемьесене тивĕçлĕ хак парасси обществăра та кирлĕ вырăн йышăнмасть-ха. Çакă та — пирĕн инкек.

Ачашлăхпа юрату — иксĕлми

Татьяна Тихонова та ку центра тахçантанпах çÿрет.

— Çамрăкрах чухне манран аслăрах ĕçтешсене кунта пĕрре мар илсе килнĕ. Пенси çулне çитсен çĕнĕ пурнăç пуçланнине, кал-кал вĕресе тăнине курсан хăйсемех кунта çÿреме кăмăл тăватчĕç. Хам та ĕçлеме пăрахсанах тÿрех кунта сукмак хыватăп тесе палăртнă. Çапла турăм та. Мĕн тери аван кунта! Ирех килетпĕр те тĕрĕс сывлама вĕренетпĕр, куçсене енчен енне çавăратпăр. Унтан тĕрлĕ хускану туса кĕлеткене çемçететпĕр. Хорта та юрлатăп. Ку та манăн тахçанхи ĕмĕтĕм, — тет вăл ăшшăн та савăнăçлăн.

Татьяна Александровна «экспресс-кукамай» тивĕçне чунран, мĕнпур ырă та таса шухăшĕпе пурнăçлать.

— Тепĕр чухне Макара ача садĕнчен илетĕп, хушăран унпа пĕрер сехет ларма та тивет. Акă иртнĕ вырсарникун та шăнкăравларĕ амăшĕ. Килти тĕрлĕ лару-тăрăва пула кăмăл питĕ пусăрăнчăкчĕ. Мĕн тери каяс килместчĕ, анчах хама алла илтĕм. Эпĕ вĕсемшĕн хам çине яваплăх илнĕ-çке. Çав кун ачапа ларни амăшĕнчен ытла мана кирлĕ пулнă-мĕн. Эпĕ выляса-хавасланнă май мĕн тери хăпартланса, кăмăла уçса таврăнтăм. Кама мĕн памаллине Турă хăех пĕлет çав, — пытармасть хĕрарăм.

— Мăнуксем тахçанах ÿснĕ. Кĕçĕн мăнуксем çук-ха. Пирĕн вара, хĕрарăмсен, амăшлăх туйăмĕ нихăçан та пĕтмест-çке. Пĕчĕккисене, чи юратмалли тапхăртисене, ачашшăн çупăрласа савас килет. Çавăнпах кукамай ята çĕнĕрен илтме тивни пире савăнăç çеç кÿрет, — теççĕ «экспресс» хушма ята тивĕçнисем.

Центр ертÿçи хăйне май анализ тусан çакă та уçăмланнă-мĕн: кунта çÿрекенсенчен çурри ытла — тухтăрта, педагогра, ача сачĕсенче ĕçленĕ хĕрарăмсем. Çынпа хутшăнма хăнăхнăскерсемшĕн тивĕçлĕ канăва тухсан килте ларасси чĕр пусмăрпа танах-тăр. Тепĕр тесен, вĕсенчен ыттисен те тĕслĕх илмелле. Хастар та маттур пулмалла.

Француз халăхĕн паллă çыравçи Виктор Гюго: «Хĕрĕх çул — çамрăклăхăн ватлăхĕ. Аллă — ватлăхăн çамрăклăхĕ», — тенĕ. Эппин, çур ĕмĕр пурăнакансем çăмăллăнах сывласа яма пултараççĕ. Ахальтен-и аллăран иртсен пурнăç пуçланнине палăртаççĕ. Шупашкарта халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центрта пулса курнă хыççăн çак сăмахсен чăнлăхне куçпа курса ĕненме пулать. Кунта çÿрекенсене тем тесен те ватлăх парăнтармастех. Мĕн тери хăватлă та вăйлă вĕсем!

Татьяна НАУМОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.