Марина ТУМАЛАНОВА

27 Çурла, 2016

Шупашкара мĕншĕн юратни - вăрттăнлăх мар

Иртнĕ канмалли кунсенче Шупашкар 547 çул тултарнине паллă турăмăр. Уяв программи яланхи пекех пуян пулчĕ. «Ку хулара эпир пур!» — çакнашкал брендпа йĕркелерĕç кăçалхи мероприятисене. Шупашкар кунне уявламашкăн 300 пин ытла çын хутшăнчĕ. Хулан кашни кĕтесĕнче юрă-кĕвĕ янăрарĕ.

20 Çурла, 2016

Хĕрарăм хăй - пĕр тĕнче

Çак эрнере К.В.Иванов ячĕллĕ Литература музейĕнче педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕн, республикăри художниксен союзĕн членĕн Инна Лялинăн «Чăваш сюити» куравĕ уçăлчĕ. Унта унăн малтанхи тата хальхи ĕçĕсемпе паллашма пулать.

13 Çурла, 2016

Укçа çитсе пыманни те сисĕнмест

2007 çулта федерацин амăшĕн капиталне пама пуçларĕç. Чи малтанах унăн виçи 250 пин тенкĕпе танлашатчĕ. Çулсерен çак укçана индексацилесе пычĕç. Халĕ иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачана çуратнăшăн 453 пин те 26 тенкĕ параççĕ.

Малтанах çак укçапа вĕреннĕшĕн тÿлеме, пурăнмалли условисене лайăхлатма, амăшĕн пенси укçине пысăклатма пулатчĕ. Нумайăшне çакă хваттер е çурт илмешкĕн усă курнă кредитран хăтăлма пулăшрĕ.

13 Çурла, 2016

Улăп тăпри вырăнĕнче... çурт хăпартнă

Çуралнă кĕтес, тăван халăх историйĕ çамрăк ăрушăн уйрăмах кăсăклă. Ахальтен мар Çĕрпÿ районĕнчи Çырмапуç ял библиотекарĕ Надежда Титова тата шкул директорĕ Станислав Михайлов-Юхтар хăйсен тăрăхĕнчех экскурси йĕркелеççĕ. Кунта, чăнах, курса тĕлĕнмелли пур.

9 Утă, 2016

Турă çырни килех килнĕ

Çĕрпÿ райфонĕнчи Чурачăксем пахалăхлă çăматă йăваланине хамăр тăрăхра кăна мар, республика тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Тенкĕ çумне пус хушма хăнăхнăскерсем пĕр-пĕринпе ăмăртмалла ĕçлеççĕ. Çакă — тупăш çăлкуçĕ те, чун киленĕçĕ те.

Pages