Хĕрарăм хăй - пĕр тĕнче

20 Çурла, 2016

Çак эрнере К.В.Иванов ячĕллĕ Литература музейĕнче педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕн, республикăри художниксен союзĕн членĕн Инна Лялинăн «Чăваш сюити» куравĕ уçăлчĕ. Унта унăн малтанхи тата хальхи ĕçĕсемпе паллашма пулать. Хĕрарăм художник кăна çак тĕнчене йăх тăсма килекен амăшĕн тĕнчине чуна витермелле кăтартма пултарни çинчен калаçрĕç курава килнисем. Кашни картинăн — хăйĕн историйĕ, пĕлтерĕшĕ.

«Вăхăт çав тери хăвăрт иртет. Сиссе те юлаймастăн — хĕртен арăм пулать. Унтан йыш хушăнать», — тет Анна Васильевна «Пурнăç саманчĕ» ĕç пирки. Акă «Çамрăк» картинăри хĕр те качча тухма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ.

Тепринче тырă выракан сăнланнă. Ку та — чăваш хĕрарăмĕн кун-çулĕ, шăпи.

«Мария» картина уйрăмах çывăх художник чунне. Ку ĕçре тĕнчери чи çывăх çынна — амăшне — кăтартнă вăл. Мария Николаевна Шупашкарти 16-мĕш шкулта ĕçленĕ, тĕрлеме юратнă. Унăн аллинче — утмăлтурат. Шăпах çак чечеке тĕрлеме килĕштернĕ вăл. Алла йĕппе çип тытсан, ахăртнех, мăшăрне Василие аса илнĕ вăл. Василий утмăлтурат /василек/ пекех илтĕнет.

«Солярис» ĕç хĕрарăм, ача кĕтекенни пушшех те, хăй пĕр тĕнче пулнине тепĕр хут ĕнентерет. Вăл вăйлă та, чăтăмлă та, çав вăхăтрах телейлĕ те.

«Киремет» картинăра ăрусен çыхăнăвне кăтартнă. «Ниме» ĕçре хĕрарăмсем пĕрле пуçтарăнса япала çăваççĕ. «Кил хуçи арăмĕ» картина патĕнчен те тӳрех иртсе каяймăн. Кунта та йăх-несĕле манма юраманнине ӳкерсе ăнлантарнă. Çывăх çыннисен чунĕсем те хавхалантарса, пулăшса пыраççĕ ăна.

«Асăрханă-и, улăмран ăсталанă люстра ылтăн пекех çутатать. Хамăн ĕçре шăпах çакна сăнланă та», — «Улăмран — тĕлĕнтермĕш» картина çинчен каласа кăтартать Инна Васильевна.

Чăваш халăхĕн йăли-йĕркине, культурине, историне лайăх пĕлмелли çинчен те нумай калаçнă вăл аслă шкул студенчĕсемпе. Наци çи-пуçĕн куравĕсенче яланах çĕннине ăша хывнине пытармасть художник. Çак хăйнеевĕрлĕх ăна ĕçре пулăшать.

«Пейзаж, натюрморт ӳкерсе тĕнчене тĕлĕнтереймĕн. Инна Васильевнăн ĕçĕсенче вара чăвашлăх тĕнчи уçăлать. Кашни картина тарăн шухăшлă», — палăртрĕ ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Валентин Федоров.

Курав авăн уйăхĕн 16-мĕшĕччен тăсăлĕ. Çитсе курăр!

Марина ТУМАЛАНОВА.

Автор сăнӳкерчĕкĕсем.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.