Улăп тăпри вырăнĕнче... çурт хăпартнă

13 Çурла, 2016

Çуралнă кĕтес, тăван халăх историйĕ çамрăк ăрушăн уйрăмах кăсăклă. Ахальтен мар Çĕрпÿ районĕнчи Çырмапуç ял библиотекарĕ Надежда Титова тата шкул директорĕ Станислав Михайлов-Юхтар хăйсен тăрăхĕнчех экскурси йĕркелеççĕ. Кунта, чăнах, курса тĕлĕнмелли пур.

Пĕр çăлтан — теприне

Çырмапуçĕнчи тăп-тăрă шыв хăех — халăх пуянлăхĕ. Ăна çутçанталăк палăкĕсен шутне кĕртнĕ. Надежда Николаевнăпа пĕрле ятарласах ăш хыпнине ирттерме тарăн çырмана антăмăр. Вăл мана çул тăршшĕпех тавралăх историйĕпе паллаштарать. Çакăнта XIII ĕмĕр пуçламăшĕнче, Атăлçи Пăлхар патшалăхне çапса аркатсан, Пăлтипе Пайки тутар-монголсенчен тарса килнĕ. Çăл шывне килĕштерсе кунтах тĕпленнĕ. Утă уйăхĕнче йĕркеленĕ ял уявĕнче шăпах çак саманта кăтартнă вырăнти артистсем.

...Икĕ йăх пуçĕ çемйипе пĕрле урапа туртса килеççĕ. Хÿтлĕх шыраса ывăнса çитнĕ хăйсем. 92-ри Феодосия Шурина та чăваш çи-пуçĕ тăхăнса тухма ÿркенмен. Ачисем тата мĕнешкел вăр-вар та маттур.

Çакăн чухнех ял пуçласа яракансене Пăлтипе Пайкие асăнса йывăç юпа лартнă. Виталий Николаев ăста ку ĕç тĕлĕкре те тĕлленни çинчен калать. Унта тĕнчен тăватă енне тата 7 сыпăкри тăвансене асăнмаллине те кăтартнă.

Елена Мочалова ял депутачĕ тăрăшнипе ялта кану вырăнĕ йĕркеленĕ. Ăна хăтлăлатсах пырасшăн.

«Çумăр çумасан пĕр çăлтан теприне шыв ямалла теççĕ ваттисем. Кăçал çу уйăхĕнче Атăлçи Пăлхар патшалăхне çитсе курма май килчĕ. Шăпах унтан ăсса килнĕ шыва Çырмапуç çăлне ятăмăр. Тепĕр кунах ăшă çумăр çуса пачĕ! Ваттисем калани чăн пулнине ĕнентĕмĕр. Çакăн хыççăн пахчаçимĕç шăтса тухрĕ, ÿсен-тăран вăй илчĕ», — тет библиотекарь. Атăлçи Пăлхара та чăваш эрешĕллĕ пир кĕпепе кайнă вăл.

Библиотекăри таврапĕлÿ музейĕ пуян. Кунта тăтăшах курав йĕркелеççĕ. Мана ĕлĕкхи сăнÿкерчĕксем тыткăна илчĕç. Пĕринче /1998 çултанпа упранаканскер/ Василий Смелов пачăшкă, таврапĕлÿçĕ, историк ачасен хушшинче сăнланнă. Тепринче Çырмапуç шкулĕнче 4 çул вĕрентнĕ Марфа Трубинана палласа илме пулать. Пачăшкă хĕрĕ Лидия Васильевна ял ачисене Хусана илсе кайнă. Хула курса çÿренĕ вĕсем, каялла вара листовкăсемпе таврăннă. Историн çак саманчĕ те сăнÿкерчĕкре сăнланса юлнă. Авă тата 1945 çулта учительсем «Нарспи» спектакль хатĕрленĕ.

Çакăнтах авалхи чăвашсен ĕç хатĕрĕсем типтерлĕ упранаççĕ. Ĕлĕкхи çи-пуç та хитрелĕхне çухатман. Чалмалла тутăра уявсене те çыхса тухаççĕ.

Çĕрĕ те, хĕç те тупнă

Çырмапуç ял тăрăхĕнчи 3 вырăн — /Улăп тăпри, Кивĕ çăва, Хола вырăнĕ/ республикăри истори палăкĕсен списокĕнче.

Эпир Вĕрмер çывăхĕнчи Улăп тăпри патне çул тытрăмăр. Мир урамĕн вĕçĕ-хĕрри те курăнмасть. «Кунта пирĕн тăрăхри чи ĕçчен халăх пурăнать. Вĕсен техника та нумай, çĕр лаптăкĕ те пысăк, выльăхĕ та йышлă», — палăртать Надежда Николаевна. Вăл каланă тăрăх, çакăнта XV ĕмĕрте Хусан ханĕсемпе вырăс кнеçĕсем вăйлă çапăçнă. Çар пуçĕсене кунтах пытарса хăварнă. Шăпах икĕ çак вырăна Улăп тăпри теççĕ. Пĕрне тĕкĕнмен, вăл тĕмеске майлă курăнать. Теприн çине вара çурт хăпартнă.

Улăп тăприсем çинчен чи малтан В.Магницкий 1860 çулта çырса хăварнă. Кайран ытти тĕпчевçĕсене те илĕртнĕ çак вырăн. Вĕсене 1993 çулта истори палăкĕсен йышне кĕртнĕ. Иккĕшĕн хушши 18 метр пулнă.

Çакна пĕлсех ял администрацийĕн ун чухнехи пуçлăхĕ иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче Сергей Сергеева Улăп тăпри вырăнĕнче çĕр уйăрса панă. «Эпĕ Çĕпĕртен пысăк укçапа таврăнаттăм. Çавăнпа мана кураймасăр çапла хăтланчĕ вăл. Тĕрĕссипе, çĕр лаптăкĕсем татах та пулнă. Урăх çĕрте лаптăк уйăрма ыйтрăм — итлемерĕ. Кайран, çĕре кĕриччен, манран каçару ыйтрĕ вăл», — пытармасть Сергей Анатольевич.

Çĕр лаптăкĕ илсенех хĕрÿ ĕç пуçланнă. Экскаваторпа çĕре тикĕсленĕ, никĕс чавнă.

80 сантиметр тарăнăшĕнче... çын шăммисене тупнă. «Аллине çĕрĕ тăхăнтартнăччĕ. Хĕç хурса панăччĕ ăна», — калаçăва тăсать çурт хуçи. Шел, çак япаласене упраса хăварайман. Ачасем тытнă та — таçта пăрахнă. Тен, вĕсем урлă çар пуçĕн ятне те палăртма пулатчĕ?

Сергей Анатольевич кил таврашĕнче тупнă çын шăммисене урăх çĕре пытарнă. Амăшĕ çапла тума вĕрентнĕ ăна.

«Малтанах, çакăнта çĕр каçнă чухне, темле сасăсем илтĕннĕн туйăнатчĕ. Те шикленнĕ ĕнтĕ?» — тет вăй питти арçын.

Сергей Сергеев 3 миллион тенкĕпе икĕ хутлă çурт хăпартса лартнă, йĕри-тавра хуралтă çавăрнă. Кайран тин полици ĕçченĕсем çитсе тухнă. «Истори палăкне мĕншĕн çĕмĕрнĕ?» — пĕлесшĕн пулнă йĕрке хуралçисем. Сергей Анатольевич тĕпĕ-йĕрĕпе каласа кăтартсан тин хăпнă унран.

«Тепĕр Улăп тăприне кам та пулсан чавма пуçларĕ тăк — тÿрех шăнкăравласа пĕлтер», — тесе хăварнă ăна.

Ваттисене асăнаççĕ

Çар пуçĕсене Кивĕ масар çумĕнче пытарнă. Вăл 3 гектар йышăнать. Надежда Николаевна ăнлантарнă тăрăх, унта ĕлĕк-авал çак тăрăхран кăна мар, урăх районсенчи ятлă-сумлă çынсене килсе пытарнă.

Ретĕн-ретĕн лакăм çак тĕлте чăнах та нумай çынна пытарнине кăтартать. Çуркунне, выльăх кăлариччен, Кивĕ масарта ваттисене асăнса ĕçсе çиеççĕ.

Ял хастарĕсем истори палăкĕ вырăнĕнче чул юпа лартасшăн та — укçа çитсе пыманни ура хурать.

«Ача чухне çак вырăнта шыв юххипе вăчăра, çын шăммисем, шăлĕсем тухатчĕç», — аса илет Сергей Анатольевич. Халĕ унашкал тĕслĕх пулман.

Мĕн ятлă пулĕччĕ-ши çав хула?

Вырăс патшалăхĕпе пĕрлешсен çак тăрăхра тăшманран хÿтĕленме хула хăпартма палăртнă. Проектпа килĕшÿллĕн йĕрсем чĕрсе тухнă, чул турттарса килнĕ. Авалхи йăлана пăхăнса тупăран персе пăхнă та — йĕтре вĕçсе тухайман. Кунта крепоç тума юрамасть тесе пăрахса кайнă имĕш ĕçлеме килнисем. Вырăнĕ вара асăнмалăх юлнă.

Турист маршручĕ йĕркелесси пирки хĕрсе калаçатпăр. Çырмапуç тăрăхне çитсе килни тĕрлĕ ăру çыннисемшĕн усăллă пулĕччĕ. Республикăри истори, çутçанталăк вырăнĕсене асран кăларма юрамасть.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.