Укçа çитсе пыманни те сисĕнмест

13 Çурла, 2016

2007 çулта федерацин амăшĕн капиталне пама пуçларĕç. Чи малтанах унăн виçи 250 пин тенкĕпе танлашатчĕ. Çулсерен çак укçана индексацилесе пычĕç. Халĕ иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачана çуратнăшăн 453 пин те 26 тенкĕ параççĕ.

Малтанах çак укçапа вĕреннĕшĕн тÿлеме, пурăнмалли условисене лайăхлатма, амăшĕн пенси укçине пысăклатма пулатчĕ. Нумайăшне çакă хваттер е çурт илмешкĕн усă курнă кредитран хăтăлма пулăшрĕ.

Программа вăя кĕрсенех кăмăла кайманни те пурччĕ. Эпир, тĕслĕхрен, 2010 çулта, иккĕмĕш ача виççĕ тултарнă май, пурăнмалли условисене лайăхлатма тĕв турăмăр. Пирĕн 2009 çулти юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен пурăнмалли кĕтес сутаканпа килĕшÿ тума ĕлкĕрмеллеччĕ. Пенси фончĕ вара ăна çитес çулхи çулла тин укçа куçарса парĕччĕ. Хваттер, çурт хакĕ пĕрмай улшăнса тăнăран çулталăка майлă кам кĕтĕ? Паллах, хамăра килĕшекеннине илеймерĕмĕр ун чухне. Юрать-ха вăхăт иртнĕçĕмĕн йĕрке улшăнчĕ. Халĕ çак укçана малтанхи хуçан счечĕ çине икĕ уйăхрах куçараççĕ. Çавăнпах хваттер е пÿлĕм илекен йышлансах пырать. Тĕпренчĕкĕсене уйрăм кĕтеспе тивĕçтерес тесе тăпăртатать кăна ашшĕ-амăшĕ. Малтанлăха пĕчĕкреххине илсен те юрать. Каярах, укçа пуçтарсан, пысăкраххине туянма май килĕ.

Манăн пĕлĕш ĕçекен упăшкинчен уйрăлчĕ. Хваттер пулман вĕсен. Икĕ ачаллăскер амăшĕн капиталĕ çумне укçа хушса пÿлĕм туянчĕ. Хăйсене ятăн кĕтес пур, çын куçĕнчен пăхмалла мар — çакă нимрен пĕлтерĕшлĕ. Йывăр вăхăтра шăпах çак сертификат пулăшрĕ ăна.

Ялти тантăш та виççĕмĕш тĕпренчĕкĕ виçĕ çула çитессе кĕтет. Çавăнпах общежитири пÿлĕм хакĕпе кăсăклансах тăрать. «Аслисем кĕçех килтен тухса кайĕç. Шупашкара вĕренме кĕрсен çав пÿлĕмре хăтлă пулĕ вĕсене», — чунне уçать лара-тăра пĕлменскер.

«Амăшĕн капиталĕн пысăк пайне банка куçартăмăр. Анчах йăлтах пĕтерес килмест ăна. Юлни çумне укçа хушăнса пытăр», — тет хваттер туянма 2 миллион тенке яхăн кредит илнĕ кÿршĕ.

Амăшĕн капиталĕн пĕр пайне алла илмешкĕн те май пулчĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕсемшĕн ку та — пулăшу. Çак укçана хăйсене кирлĕ пек тăкаклама ирĕк пур вĕсен. 2015 çулта панă 20 пин тенкĕпе, тĕслĕхрен, юлташсем килте кирлĕ техника илчĕç. Теприсем ачисем валли тумтир тултарса килчĕç.

Саккун проектне çĕнĕлĕхсем кĕртсех тăраççĕ. Сăмахран, ача спорт секцине, музыка е ÿнер шкулне, чĕлхе курсне çÿренĕшĕн те амăшĕн капиталĕпе татăлма пулать. Ача садĕнчи тÿлеве те саплаштарма май пур унпа. Аслă шкул общежитийĕнче пурăннăшăн та тÿлеме пулать. Укçа çитсе пыманни те сисĕнмест капла.

Юлашки вăхăтра сусăр ачасене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшас тĕлĕшпе тĕрлĕ программа вăя кĕрет. Вĕсем те аталанасшăн, çĕннине пĕлесшĕн, тĕнче курса çÿресшĕн. Амăшĕн капиталĕ сусăр ачаллă çемьесене кулленхи пурнăçа çăмăллатмашкăн хушма майсем туса парать. Малашне Пенси фончĕ уйăракан укçапа кирлĕ тавар туянма май килĕ вĕсен. Тĕслĕхрен, хваттере валли пандус, массаж сĕтелĕ, велотренажер, хăпартакан устройство, компьютер валли уйрăм техника /япăх куракансем валли уйрăм монитор тата Брайль шрифчĕллĕ клавиатура/... илсен сусăр ача та, ашшĕ-амăшĕ те хĕпĕртĕ. Ку хутĕнче ача виçĕ çула çитессе кĕтмелле мар. Сăмах май, пирĕн республикăра сусăр ачаллă 700 ытла çемье амăшĕн капиталĕн сертификатне илнĕ. Вĕсем, паллах, çак укçапа хăйсене кирлĕ пек усă курĕç.

Амăшĕн капиталĕпе çемье валли автомашина илес ыйту та çĕкленĕччĕ ача-пăча çитĕнтерекенсем. Унсăр пуçне хăшĕ-пĕри çак укçапа çĕр лаптăкĕ илес шухăшлă. Анчах Раççей Правительстви хальлĕхе укçа-тенке çак тĕллевпе тăкаклама ирĕк паман. Пурăна-киле, ахăртнех, çакăн патне татах таврăнĕç.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.