Комментари хушас

9 Утă, 2016

Турă çырни килех килнĕ

Çĕрпÿ райфонĕнчи Чурачăксем пахалăхлă çăматă йăваланине хамăр тăрăхра кăна мар, республика тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Тенкĕ çумне пус хушма хăнăхнăскерсем пĕр-пĕринпе ăмăртмалла ĕçлеççĕ. Çакă — тупăш çăлкуçĕ те, чун киленĕçĕ те.

Ача садĕнче ĕçлекен Алена Сергеева отпуск вăхăчĕпе усă курса васкасах çăматă тытăнтарать. Кайран мăшăрĕн Александр Гавриловичăн аллине лекет вăл. Кашни хăйĕн ĕçне тĕплĕ пурнăçлать. Арçын çăматă йăваламашкăн ятарлă станок та туяннă, анчах унпа усă курасшăн мар. Хăй каланă тăрăх, алă вĕççĕн ĕçлесен çăматă пахалăхлăрах пулать. Çăм тасатма ачисем те пулăшаççĕ.

5-6 çул хушшинче ĕç майне вĕренсе çитнĕ вĕсем. Лайăх çăматă тусан пуçтарса выртмасть. Ăна ют хуларисем те хапăлласах туянаççĕ.

Кил хуçи арăмĕпе калаçса ларнă май арçын сĕтел янтăлама пуçларĕ. Тахăш самантра лавккана кайса килме те ĕлкĕрнĕ вăл. «Ай, лайăх та санăн упăшка», — теççĕ пĕлĕшсем. Ăна хам та пĕлетĕп. Эпир иксĕмĕр те лайăх. Арçыннăн çавăн пек пулмалла та. Ылтăн алăллăскер пÿлĕмсене те хăтлăлатать, кукăль та пĕçерет. Акă балкон пăсса хваттере пысăклатрĕ. Тĕрĕссипе, пĕрре курсанах хăйĕн ĕçченлĕхĕпе тыткăнларĕ вăл мана. Саша юлташĕпе пирĕн пата хăнана килнĕччĕ. Пулă тытнă хăйсем. «Тип çу пур-и? Çатма пар-ха», — ыйтать манран. Пулла хăех ăшаларĕ. Мĕнле тутлăччĕ унăн апачĕ», — каласа кăтартать Алена Николаевна.

Сашăна вара пулас арăмĕ сăпайлăхĕпе, ырă кăмăлĕпе, шыв юххи пек шăнкăр-шăнкăр сассипе илĕртнĕ. Вăтăртан иртсен тин тупнă вĕсем пĕр-пĕрне. Турă çырни, чăнах, килех килнĕ.

Пулăçă та, кăмпаçă та

Александр Николаевич — отставкăри майор. Лапсарти юсанмалли 1-мĕш колонире 20 çул ытла ĕçленĕ вăл. «Эпир пĕрлешнĕренпе 12 çул çитрĕ. Нумаях пулмасть хуняма патне, Канаш районĕнчи Иккĕмĕш Хурамала, кайнăччĕ. Тахçантанпа пуçтарăннă кивĕ хута макулатурăна парса ярасшăнччĕ. 1991 çулта пичетленнĕ хаçат-журнала çĕнĕрен тишкерме пуçларăм. Хам çинчен çырнине те тупрăм. Спортпа туслă пулнине кăтартнă унта. Ку хаçат çак таранчченех упранни маншăн та тĕлĕнтермĕш пулчĕ. Вĕсем ăна ятарласа пуçтарса хуман-çке», — чунне уçать çемье пуçĕ.

Александр Сергеев пулă тытма килĕштернине палăртрăм. Унсăр пуçне кăмпа-çырла пуçтарма юратать вăл. Пĕр уçланкăра 27 шурă кăмпа татнă арçын. «Сиссе те юлаймарăм, тахăш самантра 15 пин тенкĕлĕх сутса та килчĕ», — тет ытарайми мăшăрĕ. Тепрехинче 800 грамм таякан шурă кăмпа тупнă. Унта хурт та кĕме ĕлкĕреймен. Çак сăнÿкерчĕке социаллă сете вырнаçтарнă. «Суймастăн-и?» — кăсăкланма пуçланă кăмпаçăсем. Отставкăри майор чăннине кăна калать.

Çул çÿреме юратакансем

Вуннăри Даниил — тăван чĕлхе енĕпе республика шайĕнчи тĕрлĕ конкурс çĕнтерÿçи. Чăвашла сăвă нумай пĕлет вăл. Мана та пĕрне пăхмасăр каласа кăтартрĕ. Чăваш пулса çуралнишĕн мăнаçланни тÿрех палăрать. Çакăншăн мухтаса та илтĕм ăна.

Çиччĕри йăмăкĕпе иккĕшĕ шăпах библиотекăна кайма пуçтарăннăччĕ. Дарья та пиччĕшĕ пекех вулама юратать. Çакă ăна та вĕренÿре пулăшса пырĕ.

Сергеевсем çулталăк пуçламăшĕнче «Чăваш Енре канма вăхăт» проекта хутшăннине ăшшăн аса илеççĕ. Даниил чи кăсăклă сăнÿкерчĕксемпе презентаци те хатĕрленĕ. «Çулçÿрев маршручĕ — 937 километр», — шутласа кăларнă арçын ача. Кирек ăçта та республика халăхĕ тарават кĕтсе илнине палăртать Сергеевсен туслă çемйи.

Сĕтел хушшинче ларнă май чÿрече анинчи шурă орхидея еннелле вăрттăн пăхса илнине сисрĕ кил хуçи арăмĕ. «Ăна мăшăр 4 çул каялла парнеленĕччĕ. Вăл яланах чечекре», — тет Алена Николаевна. Апла тăк ăна та кунта хăтлă.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.