Шупашкара мĕншĕн юратни - вăрттăнлăх мар

27 Çурла, 2016

Иртнĕ канмалли кунсенче Шупашкар 547 çул тултарнине паллă турăмăр. Уяв программи яланхи пекех пуян пулчĕ. «Ку хулара эпир пур!» — çакнашкал брендпа йĕркелерĕç кăçалхи мероприятисене. Шупашкар кунне уявламашкăн 300 пин ытла çын хутшăнчĕ. Хулан кашни кĕтесĕнче юрă-кĕвĕ янăрарĕ. Шупашкар çыннисене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата ыттисем саламларĕç.

Эгер бульварĕнче физкультурăпа спорт комплексĕ уçăлчĕ. Унта 25 метрлă бассейн, фитнес, бокс, тренажер... залĕсем пур. Çакăнтах Олимп вăййисен чемпионĕ Валериан Соколов ячĕллĕ спорт шкулĕ ĕçлĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çамрăк спортсменсен тата хула çыннисен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлчĕ. «Чăваш Енре 4000-е яхăн спорт сооруженийĕ. Вĕсенче харăсах 100 пин çын хăйĕн сывлăхне çирĕплетме пултарать», — палăртрĕ вăл.

«Шупашкар-Арена» пăр керменте Чăваш Ен Пуçлăхĕн кубокĕшĕн хоккеистсем ăмăртрĕç. Турнир финалĕнче «Шупашкар» тата «Мордови» командăсем вăй виçрĕç. Республика команди иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ.

«Спартак» стадионра Шупашкар хула пуçлăхĕн парнисемшĕн республикăри ентешлĕхсен хушшинче «Туслăх кубокĕ» спорт ăмăртăвĕ иртрĕ. Ку хутĕнче те, пĕлтĕрхи пекех, Элĕксене çитекен пулмарĕ.

Пĕтĕм тĕнчери «Чемпионсен кубокĕ» турнирта чăваш спортсменĕ Иван Милованов савăнтарчĕ. Вăл тĕп çапăçура Киргизи каччине Нурадыл Абдылдобекова çĕнтерчĕ.

«Лакрей вăрманĕ» культурăпа кану паркĕнче йăлана кĕнĕ «Аист чĕппи» фестиваль иртрĕ. Ашшĕ-амăшĕн шухăш хăвачĕ, чăнах, иксĕлми. Çакна кашни çулах курса ĕненетпĕр. Кăçал 30 ытла çемье ача кÿмине илемлетсе тухнă. Хăшĕ-пĕри шутлă кунсем юлсан тин ĕçе пуçăннине те пытармарĕ. Пĕчĕккисен транспорчĕ «Васкавлă пулăшу» машинине, пуйăса, пиратсен киммине... çаврăннă. Авă тата патша хĕрĕ каретăра ларса пырать. Ку илеме курсан, чăнах, чун канать.

Çак вăхăтрах паркри «Тутлă апат-çимĕç хулинче» пулса курма май килчĕ. Унта республикăри 15 предприяти хăйĕн продукцине кăларнă. Чăн специалистсен апат хатĕрлес ăсталăхĕ пурне те тыткăнлани иккĕлентермест.

14 сехетре В.И.Чапаев ячĕллĕ скверта дивизи командирĕ хула çыннисене чей ĕçме йыхравларĕ. Унта Василий Ивановичăн штабĕ вырнаçнă. Сĕтелçи вăййисен турнирĕнче, анекдотсен конкурсĕнче, спорт ăмăртăвĕсенче уява килнисен ăсталăхне тĕрĕслерĕç. Чи тавçăруллисене, шÿте юратакансене, спортпа туслисене парнесемпе хавхалантарчĕç. Уçă сывлăшра хупăллă çĕрулми те мĕнле тутлă! Василий Чапаева çаврăннă артистсемпе чей ĕçни, паллах, нумайăшĕн асĕнче юлĕ.

«Шупашкар — ĕç мухтавĕн хули» фестивале хутшăнакан предприятисемпе организацисен ĕçченĕсем те концерт хатĕрленĕ. Вĕсем Хĕрлĕ тÿремре хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов пур енĕпе те пултаруллă çынсем предприяти имиджне çирĕплетнине, çак фестиваль ĕç çыннисене çывăхлатнине, туслаштарнине палăртрĕ. Унсăр пуçне хăйсем тĕллĕн вĕреннĕ артистсен ăсталăхне те туптама пулăшать вăл.

Шупашкар кунне халалланă велочупу йăлана кĕчĕ. Чапаев скверĕнчен пуçланакан маршрут 4,8 километрпа танлашрĕ. Велосипедпа ярăнма юратакансем Ленин проспекчĕпе, Юрий Гагарин, Калинин урамĕсемпе иртсе Хĕрлĕ тÿремре чарăнчĕç.

Вырсарни кунхи уяв мероприятийĕсем çăлтăрпа хусканусем тунинчен пуçланчĕç. Хальхинче Рио-де-Жанейрори Олимп вăййисенчен таврăннă Владислав Поляшов сцена çине хăпарчĕ. Ăна тĕнче чемпионки Алина Иванова, фитнес-аэробика федерацийĕн президенчĕ Оксана Вербина, «Туризм мисĕ» конкурса хутшăнакан чиперккесем, «Шупашкар хурчкисем» баскетбол командин яшĕсем пулăшса пычĕç.

Республика лапамĕнче çамрăксем хуçаланчĕç. Тĕрлĕ конкурспа, ăсталăх класĕсемпе илĕртрĕç вĕсем иртен-çÿрене. Çакăнтах КВН çуллахи кубокĕшĕн тупăшрĕç. «Шупашкара мĕншĕн юратнине сăнлакан 547 сăлтав» акци те хăйнеевĕрлĕ. Çавна май кашниех хăйĕн шухăшне палăртма пултарчĕ.

Хула кунĕнчи «Пултарулăх бульварĕ» арт-проект çулсерен вăй илсе пырать. Хальхинче 70 ытла лапама пĕрлештерчĕ вăл.

Кунта чĕрĕ сасăпа юрларĕç, пултарулăх лабораторийĕсем ĕçлерĕç. Çак проекта Шупашкар тата Хусан театрĕсем хăйсен пултарулăхĕпе пуянлатрĕç. Унсăр пуçне промышленноç предприятийĕсем, медицина тата вĕрентÿ учрежденийĕсем, строительство компанийĕсем, спорт федерацийĕсем, ал ăстисем хутшăнчĕç.

Çакăнтах туристсене илĕртекен вырăнсене кăтартнă. Шупашкар çинчен каласа кăтартакан троллейбус та лапама хăйнеевĕрлетрĕ. Аса илтеретпĕр, вăл утă уйăхĕнче çула тухрĕ. Ахальтен мар Михаил Васильевич унăн пĕлтерĕшлĕ витĕмĕ çинче чарăнса тăчĕ.

Кашниех хăйне режиссер е артист вырăнĕнче тĕрĕслесе пăхма пултарчĕ. Юрлама юратакансем караоке конкурсне хутшăнчĕç. Çамрăк художниксем хаваспах кино ÿкерес ĕçе пуçăнчĕç.

Çемье çавăрнă чухнехи пăлхануллă самант манăçнă-и? «Куçса çÿрекен регистраци» Мăшăрлану керменĕнче çырăннă саманта аса илтерчĕ. Çакăн хыççăн, ахăртнех, нумайăшĕн чуп-чуп уйăхĕ пуçланчĕ.

Наци библиотеки çумĕнчи «Атăлçи вулавĕ — 2016» кĕнеке тусĕсене пуçтарчĕ. Чăваш кĕнеке издательстви пĕчĕккисем тата шкул ачисем валли кăларнă продукципе паллаштарчĕ. Елена Нарпи, Елена Светлая, Валентина Пугачева çыравçăсем вулакансен ыйтăвĕсене хаваспах хуравларĕç. Авторсем сăвă, юмах вуларĕç. Ашшĕ-амăшĕ ачи-пăчи валли ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ кĕнекесем туянчĕ.

«Кĕнеке пикникĕ» кану вырăнĕ вулама юратакансемпе тулчĕ. Библиотекарьсем хаваслă вăйă, литература викторини ирттерчĕç.

Каллиграфи енĕпе йĕркеленĕ ăсталăх класĕ урок майлă иртрĕ. Александр Пушкинăн сăвă йĕркисене чернилпа йĕпетнĕ хур тĕкĕпе çырма çăмăлах мар иккен. Çапах пурте тăрăшрĕç, вуланине аса илмешкĕн паллă сăвăçăн кĕнекисене уçса пăхрĕç. Çакă çырлахтармарĕ хăшне-пĕрне. Уяв анлăшĕпе хăпартланнăскерсем Шупашкара мĕнешкел хытă юратнине çырса хăварчĕç.

«Чăвашсен вăййине хутшăн та халăхăн пурнăçĕпе йăли-йĕркине пĕл», — чĕнчĕç уява килнисене хулан пĕрлештернĕ клуб тытăмĕн ĕçченĕсем. Чăх ури çинчи пÿртпе, Яка карчăкпа, упапа... сăн ÿкерĕнме пурте хапăл. «Нарспи» ташăпа юрă ансамблĕн артисчĕсем чăвашла ташлама вĕрентрĕç. Наци çи-пуçне тăхăнса пăхма та чармарĕç. «Ухăран пемелле», «Пиçиххи туртмалла», «Автан çапăçăвĕ», «Пулăçсем»... вăйăсем уйрăмах ачасен кăмăлне кайрĕç.

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ çумĕнче республикăри сад ăстисем хăйсен продукцине кăтартрĕç. Çакăнтах ял хуçалăх техникин куравне йĕркеленĕ. Минитракторсен ятарлă программине курма нумайăн пуçтарăнчĕç.

Пĕр иккĕленмесĕрех калама пулать: «Пултарулăх бульварĕ» — чăн ăстасен, çĕнĕ шухăшлисен, ытларах пĕлме ăнтăлакансен вырăнĕ.

Пĕтĕм Раççейри «Туризм мисĕ» конкурс çинчен те çырса хăварас килет. Вăл Шупашкарта пĕрремĕш хут иртрĕ. Çак чиперккесем хула, республика, облаç шайĕнчи илем конкурсĕнче мала тухнă. «Туризм мисĕ» ята Тюмень хĕрĕ, 20-ри студентка Анна Пуминова çĕнсе илчĕ.

20 сехет те 30 минутра хулан тĕп сцени çинче театрализациленĕ шоу пуçланчĕ. Вăл хула историйĕпе, çитĕнĕвĕсемпе, наци халапĕсемпе, йăли-йĕркине паллаштарчĕ. Хальхи технологи хăвачĕ Екатерина патша, Чапаев, Пушкин, Николаев... пурăннă вăхăта куç умне кăларма пулăшрĕ. Ку ĕçе 200 ытла артист, спортсмен, волонтер хутшăннине палăртмалла.

Çакăн хыççăн Раççей халăх артисчĕн Олег Газмановăн концерчĕ пуçланчĕ. Кăнтăрла республика Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнăччĕ вăл. «Эсир питĕ хитре хулара пурăнатăр. Çула тухиччен Шупашкар историйĕпе кăсăклантăм. XX ĕмĕр пуçламăшĕнче çакăнта — 5 пин, халĕ 500 пин çын пурăнни тĕлĕнтерчĕ. Апла тăк хула аталанать”, — палăртрĕ хăна. Хăйне тата “Эскадрон” ушкăна чăваш çĕрĕ çинче ăшшăн кĕтсе илнишĕн чунран тав турĕ вăл.

Каçхи тÿпене фейерверк çути эрешлерĕ. Эпир пурăнакан хула çулсерен мăнаçланса, илемленсе, хăтлăланса пынишĕн, паллах, кашниех савăнчĕ.

Марина ТУМАЛАНОВА.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.