Пăхаттирсен «генералĕ»

26 Чÿк, 2016

«Çулталăк çемйи» республика конкурсне Амăшĕн кунĕ тĕлне пĕтĕмлетесси ырă йăлана çаврăнчĕ. Кăçал 134 çемье мала тухассишĕн вăй виçнĕ. Вĕсенчен 28-ăшне Шупашкара чыслава чĕнсе илнĕ.

«Пуйăсран тухсанах çакăнта килтĕмĕр. Ывăнни самантрах сирĕлчĕ. Эпир каллех вăйлă, хаваслă, çаврăнăçуллă», — теççĕ Шупашкарти Надеждинсем. Фойерех сăмах пуçартăм вĕсемпе. Çак йыш йăх-несĕлĕн йăли-йĕркине упранăшăн Раççей конкурсĕнче хисепе тивĕçнĕ. Надеждинсен 4 ачи Кремльти елкăра савăнĕ.

Кăçал Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишекĕнчи Уткинсем «Çулталăк çемйи» ят çĕнсе илчĕç. Анатолий Арсентьевичпа Каролина Анатольевна 9 арçын ачана çемьене йышăннă — хăйсен 3 тĕпренчĕкĕ пурнăçăн аслă çулĕ çине тăнă ĕнтĕ. Мăшăр 32 çул пĕрле пурăнать. Уткинсем республика Пуçлăхĕн Тав хутне, «Юратушăн тата шанчăклăхшăн» медале тивĕçнĕ.

Чăнах, пăхаттирсен хушшинче пурăнать Каролина Анатольевна. Çемьере йĕрке тума пултарнăшăн хăйне генералпа танлаштарать.

«Пирĕн килте ĕç малти вырăнта. Утă кĕртмелле-и, çум çумламалла-и — хамăр пĕр бригада. Ачасем хăйсен яваплăхне туяççĕ, итлеççĕ. Килте дежурство йĕркелетпĕр. Вĕсем пÿртре те тирпейлеççĕ, апат та пĕçереççĕ, выльăх та пăхаççĕ. Аслисем кĕçĕннисене куçран вĕçертмеççĕ», — каласа кăтартать 12 ача амăшĕ. Вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Каролина Анатольевна 52 çул тултарсан автомашинăпа çÿремешкĕн документ илнĕ. Руль умне ларни вăхăта перкетлеме пулăшать ăна.

Уткинсен килĕнче гаражри пекех темĕн тĕрлĕ транспорт пур. Çакă вĕсен пурнăçне çăмăллатать. Ашшĕ ывăлĕсене машина юсама хăнăхтарать. Юр çусан çемйипех йĕлтĕр сырса тухаççĕ вĕсем, пĕр-пĕринпе ăмăртмалла ярăнаççĕ.

«Ачасене пурнăçра хăйсен çулне тупма пулăшасчĕ. Вĕсем телейлине курасчĕ», — теççĕ Анатолий Арсентьевичпа Каролина Анатольевна.

«Социаллă чи яваплă çемье» номинацире Çĕмĕрле районĕнчи Кузьминсем мала тухрĕç. Елчĕк районĕнчи Шăмалакри Львовсем — чи ĕçчен çемье. Нумаях пулмасть вĕсемпе хамăр хаçатра паллаштарнăччĕ. Спортпа туслисенчен Шупашкар районĕнчи Çĕнĕ Тутаркассинчи Архиповсене палăртрĕç. Пултарулăх енĕпе Çĕнĕ Шупашкарти Кузнецовсене çитекен пулмарĕ. Вĕсем чуна тыткăнлакан юрă та хатĕрленĕ. «Чи туслă çемье» номинацире Шупашкарти Тихоновсем çĕнтерчĕç.

Уява пуçтарăннисене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов тата ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă ыйтусемпе ĕçлекен комитет председателĕ Вячеслав Рафинов, республикăри Хĕрарăмсен союзĕн ертÿçи Ольга Зайцева, Ашшĕсен канашĕн пуçлăхĕ Владимир Викторов тата ыттисем саламларĕç, çемье ăшшине упрама сунчĕç.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.