Байрас Ибрагимов Чăваш Енре çĕнĕ спектакль хатĕрлет
Чăваш Енре иртекен «Театрлă Атăлçи» фестиваль программи пуян.
Паян Çамрăксен театрĕнче Пушкăртстан тата Тутарстан искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе, режиссерпа, актерпа Байрас Ибрагимовпа тĕл пулу иртрĕ. Вăл 100 ытла спектакль сцена çине кăларнă. Вĕсенчен чылайăшне хальхи драматургсен пьесисемпе хатĕрленĕ.
«Пĕр тан калаçу» форматпа йĕркеленĕ тĕл пулура студентсем, ачасемпе ĕçлекен режиссерсем сцена ăстине хăйĕн вăрттăнлăхĕсене уçма ыйтрĕç. Çавнашкалах çамрăксене режиссер пьесăна мĕне кура суйлани кăсăклантарчĕ. Байрас Ибрагимов хăйĕн кун-çулне çывăх ĕçсене куракана кăтартма тăрăшнине пытармарĕ. Мăнукĕсем хавхалану кӳнине, пĕр спектакль хатĕрленĕ вăхăтрах тепринпе ĕçлеме палăртнине каларĕ.
Байрас Ибрагимов Çамрăксен театрĕн артисчĕсемпе Александр Пушкинăн «Метель» повеçĕ тăрăх спектакль хатĕрлет. Режиссер сăнарсене хăех палăртнă. Ку ĕç ака уйăхĕн вĕçĕнче театр репертуарне кĕрĕ.
www.hypar.ru Марина ТУМАЛАНОВА сăн ӳкерчĕкĕсем