"Астăвăм сачĕ" акци пуçланчĕ
Паян республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Халăхсен хушшинчи "Астăвăм сачĕ" акцие йышăннине пĕлтерсе Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски салинче туя лартрĕ. Ку ĕçе республикăри кашни район хутшăнать. Йывăç лартни Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă паттăра асра тытнине кăтартать.
Олег Алексеевич Раççей Президенчĕ Владимир Путин акци йĕркелеме сĕннĕ волонтерсен пуçарăвне ырласа йышăннине палăртрĕ, ку ĕç тĕнчери паянхи лару-тăpăва шута илсе илсе уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулни çине пусăм турĕ.
"Йывăç лартни пурнăç малалла тăсăлнине, кун-çула хамăра кирлĕ пек йĕркелеме пултарнине кăтартать", - терĕ вăл. РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков паян шăпах Чăваш Республикинчен Донбаса гуманитари пулăшăвĕ ăсатнине, çапла майпа тăванлă халăха тĕрев панине палăртрĕ, пирĕн тăрăх малашне те аталанасса шаннине каларĕ.