Чăвашсен пурнăçне сăнларĕç
Шупашкарта иртнĕ пĕтĕм тĕнчери кинофестивальте сенкер экранпа кăтартман фильмсемпе паллашма май килчĕ. Конкурс программи çав тери анлă пулнине хăнăхнă ĕнтĕ. Унсăр пуçне кинофестиваль хамăр тăрăхра ÿкернĕ ĕçсене кăтартнипе те асра юлчĕ.
Çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче «Çеçпĕл» кинотеатрта Чăвашкино кунне йĕркелени вырăнлă пулчĕ. Ольга Палан /Осипова/ хальччен юрăç пек палăрнă. Унăн авалхи чăваш юррине тĕпе хурса ÿкернĕ «Уй варринче» музыка фильмĕ йăх-несĕле аса илтерчĕ, наци йăли-йĕркипе паллаштарчĕ. Халăх тапăнса килекенсене хирĕç тăрать. «Уй варринче лаштра юман, атте тесе, ай, кайрăм та «килех, хĕрĕм», ай, темерĕ. Чун хурланчĕ, макăртăм та...» — юрăри çак йĕркесене астăватăр-и? Вăхăт иртнĕçемĕн кил пушанать, çут тĕнче парнеленĕ çынсен сăнĕ, ырă ĕçĕ вара асран тухмасть. «Пирĕшти куççулĕ» фильмри сăнара çăмăллăнах калăплассăн туйăннă Ольга Палана. Анчах кирек хăш роле — пысăк-и вăл е пĕчĕк-и — вылясси ансатах мар иккен. Çитменнине, ку драмăра юратнă çыннине Сирири хирĕç тăруран кĕтет вăл. Турăран пулăшу ыйтать. Сергей Щербаков режиссерăн тепĕр ĕçĕнче — «Вупăр» кĕске фильмра — волонтер студентсем пĕр яла клуб юсама тухса каяççĕ. Шăпах çавăнта вупăрпа пирĕшти кĕрешĕвĕ çинчен пĕлеççĕ. Станислав Одров режиссерăн «У мечты нет возраста» документлă фильмĕ ĕмĕте пурнăçлама нихăçан та кая юлманнине çирĕплетет.
Иван Яковлев патриархăн пурнăçĕпе паллаштаракан «Пиртен пĕри» /Николай Яковлев/ фильма май пур таран ытларах çынна кăтартас килет. Çакăнта Иван Яковлевич чăваш алфавитне хатĕрленĕ тапхăра сăнланине хаçатра çырнăччĕ. Ку фильм, чăнах, куракансен чунĕнче мăнаçлăх туйăмĕ çуратни иккĕлентермест. Шухăш авăрĕнче ĕмĕрсем урлă каçса Иван Яковлевăн Чĕмпĕрти тата Хусанти ĕç пÿлĕмĕсене лекнĕнех туйăнать. Чăвашкино кунĕнче кăтартнă фильмсенчен чылайăшĕнче театр артисчĕсене курма кăмăллă пулчĕ.
Çу уйăхĕн 30-мĕшĕнче пысăк экранпа Марина Карягинăн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕ çинчен ÿкернĕ «Амфистроф. Встречное течение» фильма кăтартрĕç. Александр Куприн режиссер палăртнă тăрăх, поэзи çинчен кино ÿкерме çăмăлах пулман. Марина Карягина палиндромсем /сăвă малтан та, хыçалтан та пĕрешкел вуланни/ мĕнле майпа çырăннине калани кăсăклă. Унăн сăввисем хăйне евĕрлĕ пулса тухаççĕ. Фильм хыççăн пултарулăхĕпе тарăнрах паллашас тĕллевлĕ çын, паллах, нумайланĕ.
«Королевство потерянных языков» /Мария Шоклева/ ĕçре чăваш чĕлхине упраса хăварассипе çыхăннă ыйтăва çĕкленĕ. Ăруран ăрăва куçакан наци пуянлăхне кăтартма май тупни килĕшрĕ.
Документлă фильмсен конкурсне «Мальчик из Шоршел» /Елена Еделеева/ ĕç хутшăнчĕ. Унта уçлăха парăнтарнă ентешĕн Андриян Николаевăн ачалăхĕ сăнланнă. Наци тата регион кино ĕçĕсен тупăшăвĕнче «Праведник» /Александр Осипов/, «Мертвый рассвет» /Алексей Иванов/ фильмсене жюри членĕсем хак пачĕç/
Комментари хушас