Сăмах парăр-ха

25 Çĕртме, 2016

Тавракурăма мĕнле пуянлатмалла?

Эпир, хаçат ĕçченĕсем, кашни эрнере тенĕ пекех республикăн тĕрлĕ кĕтесне çитетпĕр, çынсен шухăш-кăмăлĕпе кăсăкланатпăр. Пирĕн, паллах, «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçата çырăнса илекенсен йышне пысăклатас килет. Çавăнпах тĕрлĕ ÿсĕмри çынсемпе сăмах пуçаратпăр. Нумаях пулмасть çамрăк амăшĕпе паллашма тÿр килчĕ. Хăйне хаçат-журнал кирлĕ маррине тÿрех палăртрĕ вăл. «Ачасен те вулама вăхăт çук. Вĕсене компьютер та, телевизор та илсе панă. Тĕрлĕ кăларăм курччăр, вăйă выляччăр», — тет хайхискер. Компьютер вăййи е пĕр-пĕр сериал пепкене аталанма пулăшать-и?

18 Çĕртме, 2016

Уяв чăваш сĕмĕллĕ пултăрччĕ

Хĕвелтен маларах тăрать чăваш… Çапла, çуркунне çитсен кашни кунпа мар, кашни самантпа усă курма тăрăшать вăл. Ахальтен мар ĕнтĕ: «Çурхи кун çулталăк тăрантарать», — каларăш сыхланса юлнă халăхра. Хĕвел ансан та ĕç вĕçленмест ялта. Мăнтарăн çĕр ĕçченĕн пуçне çĕклесе пăхмашкăн та вăхăчĕ çук.

11 Çĕртме, 2016

Ачасен йышĕ ÿсет, тăлăхсен шучĕ чакать

Çак çĕр çине килнĕ кашни çын телей пирки ĕмĕтленет. Паллах, кашнин телей кайăкĕ — расна. Анчах та амăшĕсенчен çак ăнлав пирки ыйтсан, пĕрре те иккĕленместĕп, пурте ăна ачисемпе çыхăнтарĕччĕç. Ачасен йăлтах лайăх пулсан кăна амăшĕ хăйне чăнласах телейлĕ туйма пултарать. Ытти вара... Ытти пирки, тепĕр тесен, шухăшлама вăхăт пури-и вара амăшĕн?..

4 Çĕртме, 2016

Ачасем - туслă та çирĕп çемье никĕсĕ

Кашни çулах çăвăн пĕрремĕш кунĕнче Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери куна паллă тăватпăр. Çак кун кашни шкултах, ача садĕнчех шăпăрлансене савăнтарма вăйăсем ирттереççĕ, тĕрлĕ мероприятипе пĕрлех концертсем те йĕркелеççĕ.

Уяв — уявах, хăть те хăçан та савăк иртет. Анчах та хумхантараканни те пур. Ячĕ те — ачасене ХŸТĔЛЕМЕЛЛИ кун. Шел, чылай чухне вĕсене шăпах мăн çынсенчен хăтарма, çăлма тивет. Ашшĕ-амăшĕнчен те. Кун пек тĕслĕхсем пирки хаçатра та пĕрре мар çыратпăр. Е амăшĕ ачине кÿрентерет, е ашшĕ ÿсĕрле хĕнет...

28 Çу, 2016

Пуянсем велосипедпа çул çÿреме юратаççĕ

Халĕ хăй тĕллĕн педаль çавăрайман ачан та велосипедпа ярăнма май пур: ăна çывăх çынни хыçалтан тĕксе пырать. Кайран, вăй илсен, пĕчĕк «урхамахпа» хаваспах туслашĕ вăл. Пĕчĕкскерсем те велосипед утланса çил ачипе ăмăртаççĕ. Эх, хаваслă та унпа урамра.

Шкула велосипедпа çÿрекен те йышлă. Ялта та, хулара та пĕлÿ çурчĕ патне шăкăрин лартса тултараççĕ транспорт çак хатĕрне. Аслă ăру çыннисене те кирлĕ çĕре туххăмрах çитме пулăшать вăл. Тĕрлĕ организаци умĕнче велосипед хăвармалли ятарлă вырăн уйăрнине те ырламалла çеç.

Pages