Сăмах парăр-ха

26 Раштав, 2015

Ĕçкĕ никама та ырă туман

Ĕçекеншĕн кашни кунах уяв çав. Эрехе пула сывлăх хавшанине, ĕмĕр пĕтнине, çемье арканнине пурте пĕлеççĕ, анчах ун аллине пĕрре лексен ниепле те вĕçерĕнеймеççĕ. Хаяр шĕвеке пулах çамрăксем пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă тĕслĕх кашни ял-хуларах çав тери нумай. Раççейре çулталăкра кашни çын пуçне вăтамран 15 е ытларах литр эрех лекет. Кунта пепкесем те кĕреççĕ вĕт-ха, апла ĕçекен пĕр çынна тата ытларах тивĕçет.

12 Раштав, 2015

Чăрăша мĕнле ăшăтмалла?

Чи асамлă та хаваслă уяв çывхарать. Эпир Çĕнĕ çула кĕтсе илмешкĕн хатĕрленме пуçланă ĕнтĕ. Каçхи Шупашкар тĕрлĕ çутăпа ялкăшать. Уяв тумĕллĕ чăрăш куçа илĕртет. Килте мандарин шăрши сарăлчĕ. Хĕл мучипе Юрпике халь-халь çитсе кĕрессĕн туйăнать.

Пасарта-лавккара халăх хĕвĕшет. Пĕри - тетте, тепри парне суйлать. Çав вăхăтрах уяв сĕтелĕ валли апат-çимĕç туянасшăн. Унсăр пуçне хитре кĕпе те, юмах сăнарĕн çи-пуçĕ те кирлĕ.

28 Чÿк, 2015

Хамăра юратма пĕлетпĕр-и?

Паян калас текен сăмахăма, вулаканăм, тен, тÿрех ăнланмасть те, йышăнмасть те - çапах та эпир урăхларах мораль саккунĕсемпе ÿссе аталаннă. Хамăр çинчен шухăшласах кайман ун чухне: йăлтах - ыттисем валли, ыттисен лайăх пултăр... Пафослăрах каласан - йăлт юратнă Тăван çĕршыв валли... Çывăх çыннăмăрсене те тимлĕхсĕр хăвармастпăр-ха эпир. Тĕрĕссипе, чăваш хĕрарăмĕ хăй çинчен пуçĕпех мансах вĕсемшĕн кăна пурăнмасть-и вара? Ачисен кăна йăлтах лайăх пултăр - хырăмĕ тутă, çи-пуçĕ питĕ, чунĕнче савăнăç хуçалантăр, вара амăшĕ хăйне чăнласах телейлĕ туять.

21 Чÿк, 2015

Чăваш вăрманĕ çын пырса кĕрейми чăтлăха çаврăнать

Пирĕн ĕçĕ çавнашкал, ял-поселок халăхĕн, хамăр вулакансен кулленхи пурнăçĕпе, канăç паман ыйтăвĕсемпе тĕплĕн паллашас, кайран хаçатра çырса кăтартас тесе тĕрлĕ района час-часах тухса çÿретпĕр. Автобуспа е машинăпа пынă май çутçанталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче чÿречерен тавралăха сăнаса пыма кăмăллатăп. Çакă инçе çула кĕскетме пулăшать. Юлашки вăхăтра республикăн кăнтăр районĕсене ытларах çÿреме тиврĕ. Федерацин М-7 çул айккипе те, Çĕрпÿрен Канашалла кайнă çĕрте те - автоçула юртан хÿтĕлеме ятарласа лартнă симĕслĕхсем. Кĕркунне йывăçсем çаралса юлнă май халь витĕрех курăнаççĕ.

14 Чÿк, 2015

Кино лапамĕ йыхравлать

Кĕçĕн класра вĕренекен ачасемпе пĕрле "Тăван тавралăх" урокра тухса калаçмашкăн презентаци хатĕрлетпĕр. Вăрмана кайса килни те, уй-хирте уçăлса çÿрени те, пахчара тăрмашни те куç умне тухать. Çырла, кăмпа татнă, мăйăр пуçтарнă. Пĕчĕкскерсем йывăç хыçĕнчен мулкач тухасса е пуç çийĕн пакша сиксе иртессе кĕтнĕ. Ÿсен-тăран, чĕрчун тĕнчине тишкеретпĕр. Маншăн та мĕн чухлĕ çĕнĕлĕх уçăлать. Хăш-пĕр кайăка, тĕслĕхрен, курман, ун çинчен илтмен. Вĕçсе иртнĕ май нумайăшĕ пирĕн тăрăха канма чарăнни те кăсăклă. Интернет кашнин пирки ытларах пĕлме пулăшать.

Pages