Чăваш вăрманĕ çын пырса кĕрейми чăтлăха çаврăнать

21 Чÿк, 2015

Пирĕн ĕçĕ çавнашкал, ял-поселок халăхĕн, хамăр вулакансен кулленхи пурнăçĕпе, канăç паман ыйтăвĕсемпе тĕплĕн паллашас, кайран хаçатра çырса кăтартас тесе тĕрлĕ района час-часах тухса çÿретпĕр. Автобуспа е машинăпа пынă май çутçанталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче чÿречерен тавралăха сăнаса пыма кăмăллатăп. Çакă инçе çула кĕскетме пулăшать. Юлашки вăхăтра республикăн кăнтăр районĕсене ытларах çÿреме тиврĕ. Федерацин М-7 çул айккипе те, Çĕрпÿрен Канашалла кайнă çĕрте те - автоçула юртан хÿтĕлеме ятарласа лартнă симĕслĕхсем. Кĕркунне йывăçсем çаралса юлнă май халь витĕрех курăнаççĕ. Шел те, иккĕмĕш çул ĕнтĕ ытла сăнсăр та тискер вĕсем. Çак ÿкерчĕк иртен-çÿрен куçне тăрăнмасăр ниепле те пултараймасть çав. Хулана тĕрлĕ регионран килекен хăнасенчен те аван мар паллах. Шупашкартан Шăхасана çитиех чуна ыраттаракан ÿкерчĕк тăсăлать. Хуçăлнă, усăнса аннă йывăçсем çине-çинех, тăршшĕпех турат куписем... Иртнĕ çулхи юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнчи пăрлă çумăрпа йĕпе юр асрах-ха. Çутçанталăк та, халăх та пысăк инкек тÿсрĕ ун чухне. Синкер республикăри 12 муниципалитет йĕркеленĕвĕнче пулчĕ, анчах та пуринчен ытларах Муркашсем шар курнăччĕ. Республикăн çурçĕр енчи районĕсем пысăк инкек тÿсрĕç. Темиçе çул ÿссе капмарланнă йывăçсен турачĕсем пăра йăтаймасăр шатăрах хуçăла-хуçăла анчĕç, уйрăм çынсен пахчисенчи улма-çырла йывăçĕсем те самаях сиенленчĕç. Малтанлăха палăртнă тăрăх çеç Чăваш Ен вăрман фондĕнче 4,6 пин кубла метр йывăç пĕтнĕ. Сиен виçи 4,83 млн тенкĕпе танлашнă. Электричество пралукĕсем татăлчĕç, вырăн-вырăнпа юпасем ÿкрĕç. Шупашкар хулипе районĕ, Муркаш, Çĕрпÿ, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Çĕмĕрле тата Хĕрлĕ Чутай районĕсем çутăсăр юлчĕç. Халăх йывăрлăха парăнмарĕ, синкере хăвăртрах пĕтерме тăрăшрĕ. Ял çыннисем субботнике тухса таврана тирпей-илем кĕртрĕç. Унтанпа çулталăк та иртсе кайрĕ. Çавăн чухне çул айккинчи йывăçсем те вăйлă арканчĕç. Çулла вĕсем ешĕл чатăрпа хупланнăран ытлах палăрмастчĕç, кĕркунне йывăç-тĕм çаралса юлсан армак-чармак каллех куç умне тухса тăчĕ.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та тавралăха хуçăлнă хăрăк туратран тасаттарас ыйтăва Правительство ларăвĕнче пĕрре çеç мар хускатнă. Çак тĕллеве еплерех пурнăçланине ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерстви тĕрĕслесе тăрĕ малашне. Çанталăк хытах сивĕтсе яриччен йăлтах тасатса пĕтерме хушнă ведомствăна. Иртнĕ эрнере Елчĕк тăрăхне кайма тухсан çул айккипе тăрмашакан рабочисемпе курса лару-тăрупа ятарласах кăсăкланнăччĕ. Шупашкара Кÿкеç поселокĕ енчен пырса кĕмелли çул çинче тăрăшсах вăрман тăрăхне хăрăк йывăçран тасататчĕç. Ĕç хуллен пыни, агрегат вăйсăртарах пулни тата укçа-тенкĕ çителĕксĕрри çинчен сăмах хускатрĕç кунта тăрăшакансем. Çĕрпÿ хулинчен Канаш еннелле каякан çул айккипе те çак кунсенче ĕçе пуçăнни курăнчĕ. Хăрăк йывăçсене касатчĕç, сыпăласа машинăна тиетчĕç. Унта та кунта турат куписемччĕ. Çул хĕррине пĕтĕмпе ултă организаци хăтлăлатма тытăннă-мĕн. Анчах та ăна тирпейлеме укçа çителĕклех маррине палăртать нумайăшĕ. Хăрăк турат юр айне пуличчен çак ырă тĕллеве çапах та çывăх вăхăтра пурнăçа кĕртсен тем пекехчĕ. Тепĕр тесен, çак ĕçе кăшт маларах, «çÿлтен» хушиччен пуçăнма ниепле те май килмен-ши? Тирпей, хăтлăх кĕртме каллех укçа-тенкĕ ыйтăвĕ тухса тăнă-ши? Шел те, вăрмансенче те çавнашкалах армак-чармак куç тĕлне пулать. Юрать, куçа курăнсах каймасть. Çапах та ку лăпланмалли сăлтав мар. Кĕçех вăрмансем джунглие çаврăнасси пирки калаçаççĕ ун çывăхĕнче тĕпленнисем. Пĕр йывăç ÿкет, тепри... Кăштахран чăннипех те унта çын кĕрсе тухайми пулĕ. Çавна май хир сыснисемпе тилĕсем те вăйлă ĕрчеме тытăннă-мĕн. Çынсем вăрмана ĕлĕкхи пек çÿремеççĕ юлашки вăхăтра. Кашни килтех «кăвак çулăм» çуннăран халăха мунча хутма çеç вутă кирлĕ. «Вăрман пек пуянни, уй пек асли çук», - тенĕ ваттисем. Пытармалли çук, анчах та ăна юлашки вăхăтра пăхманни, хакламанни куçкĕрет.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.