Хамăра юратма пĕлетпĕр-и?

Паян калас текен сăмахăма, вулаканăм, тен, тÿрех ăнланмасть те, йышăнмасть те - çапах та эпир урăхларах мораль саккунĕсемпе ÿссе аталаннă. Хамăр çинчен шухăшласах кайман ун чухне: йăлтах - ыттисем валли, ыттисен лайăх пултăр... Пафослăрах каласан - йăлт юратнă Тăван çĕршыв валли... Çывăх çыннăмăрсене те тимлĕхсĕр хăвармастпăр-ха эпир. Тĕрĕссипе, чăваш хĕрарăмĕ хăй çинчен пуçĕпех мансах вĕсемшĕн кăна пурăнмасть-и вара? Ачисен кăна йăлтах лайăх пултăр - хырăмĕ тутă, çи-пуçĕ питĕ, чунĕнче савăнăç хуçалантăр, вара амăшĕ хăйне чăнласах телейлĕ туять. Юлашки укçи-тенкипе тĕпренчĕкĕсем валли кучченеç туянать вăл. Хăй тăхăнмасăр пепкисене пукане евĕр тумлантарать. Кам калама пултартăр çапла мар тесе? Çапла, кăлăк чăххине аса илтерет чăваш хĕрарăмĕ.

Анчах та вăхăт иртрĕ, самана улшăнчĕ. Паян пире, хĕр-хĕрарăма, хамăршăн пурăнма вĕрентеççĕ. Камсем? Психологсем. Малтанах çак шухăшлава чун-чĕре йышăнмарĕ темелле. Ара, хамăршăн пурăнма хăнăхман-ха та. Чи малтан хамăра хамăрăн юратмалла имĕш - унсăрăн пире никам та юратмĕ. Ирсерен тĕкĕр умне тăрса йăл кулма, эпир пуринчен те хитри пулнине хамăра ĕнентерме те вĕсемех сĕнеççĕ-вĕрентеççĕ. Эпир вара хамăра тиркеме кăна хăнăхнă, чăваш хĕрарăмĕсем - пушшех те: илемлĕ те мар эпир, сăмса пысăк, куç пĕчĕк, ура чалăш, пÿ-си пĕчĕк... Пĕтрĕмĕр! Малалла та кун пекех шухăшласа кайсан пире, чăн та, кам юраттăр?

Вăхăт вара татах та шурĕ... Хайхи çак шухăшлавпа килĕшме те пуçларăмăр. Чун шайĕнче. Илемлĕ çын кăна таврана илем кÿрет, савăнăçлă çын ыттисене те савăнăç валеçет, телейли вара телей пиллет. Пĕр вĕçĕм тарăхса-вĕчĕрхенсе çÿрекеннинчен, элек-суя пуçтарса ăна сарса-акма тăрăшаканнинчен яланах айккинерех пулма тăрăшнă-ха. Ăшăлăх сапалас тесен вара мĕн тумалла? Паллах, чи малтан хăвăн чунунта ăшă вучахне чĕртмелле, вара ун патнелле ыттисем те туртăнĕç. Кам хирĕçлеме пултарĕ çак вĕрентĕве? Ăшăлăхпа ырăлăх вара чăваш хĕрарăмĕн чунĕнче тахçанах тымар ярса йăва çавăрнă.

Вăхăт шăвать тенĕрен, черетлĕ çулталăкăн шутлă кунĕсем тăрса юлнине те акă каллех сиссе те юлаймарăмăр. Каллех алăкран Çĕнĕ çул шаккать. Уяв умĕн республикăра черетлĕ акци вăй илнĕ - ”Çĕнĕ çула - çĕнĕ çемьере”. 2015 çулхи раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа çитес çулхи кăрлачăн 15-мĕшĕччен тăсăлĕ вăл. Акци тĕллевĕ - тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр тăрса юлнă ачасен кăткăс лару-тăрăвĕ пирки обществăра тепĕр хут ыйтăва çивĕч çĕклесси, çак шăпăрлансене вăхăтлăха та пулин çемьере пурăнтарасси. Чăваш Енре ку ыйтупа капла та хастар ĕçленине палăртмалла. Ахальтен мар çемье тулашĕнче ÿсекен ачасен йышĕ чаксах пырать. Çак тĕллеве пурнăçа кĕртес ыйтупах акă ЧР Вĕренÿ министерстви пуçарнипе тĕрлĕ районта “Чăваш Ен - тăлăхсемсĕр” автокараван ирттересси йăлана кĕнĕ. Çак эрнере вăл Элĕк районĕнче иртрĕ. Юнтапа шкулĕнчи тĕлпулăва ЧР Вĕрентÿ министерствин, Психологи-педагогика реабилитацийĕн центрĕн ĕçченĕсем тата ачасене çемьене вăхăтлăх йышăннă е усрава илнĕ ашшĕ-амăшĕ хутшăннă, ачалăха хÿтĕлессипе çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва пăхса тухнă. Элĕксем ку ыйтупа хастар ĕçленине палăртма кăмăллă. 2015 çулхи чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне Элĕк районĕнче хÿтлĕхсĕр тăрса юлнă 115 ача çемье ăшшине тупнă. Кун йышши учрежденисенчен тăлăхсене хăйсем патне йышăнас текенсен йышĕ ÿссех пынине палăртмалла. Кăçал кăна 7 мăшăр 13 тăлăха хăйсен çуначĕ айне илнĕ. Çĕнĕ çул акцине те Элĕксем хастар хутшăнасса шанас килет.

Çапах та сăмахăма хĕрарăмпах вĕçлес килет.

- Чĕре чиксе кайрĕ, мĕн тумалла-ши? - шăнкăравлать хĕрарăм тантăшĕ патне. - Упăшка ĕçе пуçтарăнать - галстукне çыхса ямалла, аслă хĕрĕм шкула васкать - сумкине пуçтарма пулăшмалла, пĕчĕккине садике ăсатмалла.

- Нимĕн те тумалла мар, - касса татать тантăшĕ. - Чĕре эмелĕ ĕçмелле те выртмалла. Упăшку галстук çыхма хăй те пĕлет, аслă хĕрÿ кĕçĕннине пуçтарма пултарать, çула май садике те кĕртсе хăварĕ. Ан ман - эсĕ çывăх çыннусене чĕрĕ кирлĕ. Сан пек кам юратма пултарĕ вĕсене?

Çакăн çумне урăх мĕн хушса калăн?

Маргарита ИЛЬИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.