Сăмах парăр-ха

21 Çу, 2016

Пурнăçа хамăрăн йĕркелемелле

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче пăтранса кайнă пурнăç майлашăнма пуçланине çамрăксем кăна мар, аслăрах çултисем те асăрхаççĕ пулĕ-ха. Вĕçĕ-хĕррисĕр черетсем хыçа юлчĕç, тĕттĕм ялти лавккари сентресем çинче те мĕн кирли йăлтах пур. Çапах та халăха пурнăçа хамăрăн йĕркелемелли питĕ калаçтарать. Укçа-тенкĕ çитмест, шалу пĕчĕк, кредит тени çывăрма выртсан та пуçран тухмасть… Çÿлтен никам та нимĕн те пăрахса памасть, малалла тапаçланма çăмăл мар. Укçа тени этеме нихăçан та çитсе пыман-ха. Анчах та халĕ малалла тăрăшмалли, талпăнмалли патшалăх шайĕнчи йышăнусем пур. Çакă вара — чи кирли.

14 Çу, 2016

Ĕçлеместĕн-и? Налук тÿле!

Истори спираль евĕр аталанать тесе вĕрентетчĕç университетра иртекен философи лекцийĕсенче. Авалхи Греци ăсчахĕн, тĕрĕсрех, писателĕн, çар çыннин, историкĕн Ксенофонтăн каларăшне каярахпа паллă нумай философ унталла та кунталла турткаланă. Анчах та чи кирли — Ксенофонт пачах та йăнăшман. Çак кунсенче сарăлнă хыпар тепĕр хут çирĕплетрĕ кăна ăна. Ара, Ĕç çыннин çулталăкĕнче ĕç пирки калаçмасăр урăх мĕн пирки сăмах хускатмалла тата? Эпир ÿснĕ саманара кăна, пĕр 30-35 çул каялла тейĕпĕр, ниçта та вăй хуман тÿр пилĕксене саккунпа килĕшÿллĕн явап тыттаратчĕç.

7 Çу, 2016

Салтаксен паттăрлăхне вăхăт хуплаймĕ...

Çĕнтерÿ кунĕ — çуркуннехи çеç мар, çулталăкри чи пысăк уявсенчен пĕри. Çутçанталăк чĕрĕлнĕ вăхăтра килекенскерне кăçал 71-мĕш хутчен кĕтсе илĕпĕр. Историри пысăк вăрçăн юлашки снарячĕсем çурăлнă çу кунĕсенчен пире вун-вун çул уйăрать. Апла пулин те унăн пĕлтерĕшĕ чакмасть. Ветерансен йышĕ çеç çулран-çул чаксах пырать...

Чăваш Енре паян 1250 вăрçă ветеранĕ, блокадăна лекнĕ Ленинградра пурăннă 49 çын, фашизм тыткăнне ачаллах лекнĕ 79 арçынпа хĕрарăм, вăрçăра паттăрла пуç хунисен 62 тăлăх арăмĕ, салтаксен 5 пин тăлăх арăмĕ тата 18,9 пин тыл ĕçченĕ пурăнать.

30 Ака, 2016

Тĕн урокĕсем ырра вĕрентеççĕ

Ачасем урокран тухасса ытти ашшĕ-амăшĕпе пĕрле шкул коридорĕнче кĕтсе тăратпăр. Çав вăхăтрах 1-мĕш класра вĕренекенсем чупса çитрĕç. Пĕрне, пĕчĕкреххине, иккĕн алăран тытрĕç те тепри тапсах хĕнеме пуçларĕ. Вĕсем никама та асăрхамаççĕ тейĕн. Чылай вăхăт иртрĕ унтанпа, анчах çак ÿкерчĕк çаплипех куç умĕнчен каймасть.

23 Ака, 2016

Сусăрлăх - çитменлĕх мар

Ирхине ĕçе кайнă май Анютăна троллейбусра кашни кунах куратăп. Чылай чухне юнашар ларкăч çинех лекетпĕр. Малтан амăшĕ леçетчĕ ăна шкула, юлашки вăхăтра пĕчченех çÿрекен пулчĕ. Мĕн пĕчĕкрен япăх курать хĕрача. Çапах тантăшĕсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть вăл: кулленех шкула çÿрет, ĕмĕтленет, çăмăл атлетикăпа туслă, рок-концертсене килĕштерет. Уçă кăмăллă хĕр пĕрчи кирек кампа та пĕр чĕлхе тупать. Çитĕнсен куçаруçă пулма, çемье çавăрма ĕмĕтленет вăл. Куç вăйĕ пулмасан та çынна витĕр курма пĕлет. Пĕрмай йăл çиçекен ăшă чунлă хĕрача теприн шалти кăмăл-туйăмне чунпа туять.

Pages