Сăмах парăр-ха

15 Юпа, 2016

Чун туртăмĕ çеç мар, тивĕç те

"Çавăн пек професси пур — Тăван çĕршыва хÿтĕлесси" — "Офицеры" кинофильмри сăнар каланă сăмахсем паян каларăш евĕрех. Çак шухăш нумай яш-каччăна пурнăçне çарпа çыхăнтарма хавхалантарнă-тăр. Асатте-кукаçисемпе аттесене те. Тен, çавăнпах вĕсем Тăван çĕршыв умĕнчи парăмне — "салтак" ята илтессине — тÿрĕ чунлăн пурнăçланă.

8 Юпа, 2016

Кам вăл Хорло?

Района командировкăна каймассерен библиотекăна кĕрсе тухма тăрăшатăп. Раççейри Кино çулталăкне халалланă курав яланах куç тĕлне пулать. Тани Юнăн "Иртнĕ кунсем-çулсем" кĕнеки тавра калаçу пуçаратпăр. Унта чăвашла картинăсем ÿкерни çинчен çырса кăтартнă вăл. Асаилÿ шыв юххи пекех вуланать. "Атăл пăлхавçисем" чăвашсен пĕрремĕш фильмĕнчи Элиме рольне çăпатапа утма, кĕвентепе шыв йăтма, кĕпе чÿхеме, сÿс тÿме пĕлмен хĕре шанса пани, паллах, режиссера тарăхтарнă. Хăш-пĕр сыпăкра ун вырăнне Тани Юна выляма лекнĕ.

20 Çурла, 2016

Пурнăçăн репетици çук

Çу çитсессĕн ашшĕ-амăшне пĕртен-пĕр ыйту канăç памасть — юратнă пепкине шăрăх кунсенче ăçта ăсатмалла? Пурин те яла, аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ патне, каймашкăн май çук-çке. Шăрăх та пăчă тапхăрта вара ачана хулари тăвăр хваттерте тытас килмест. Пушшех те, аслисен куçĕнчен вĕçерĕннĕскер кунĕпе кампа хутшăннине, мĕн ĕçленине кам сăнаса çитерĕ? Инкек вара сыхласах тăрать тейĕн...

13 Çурла, 2016

Укçа çитсе пыманни те сисĕнмест

2007 çулта федерацин амăшĕн капиталне пама пуçларĕç. Чи малтанах унăн виçи 250 пин тенкĕпе танлашатчĕ. Çулсерен çак укçана индексацилесе пычĕç. Халĕ иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачана çуратнăшăн 453 пин те 26 тенкĕ параççĕ.

Малтанах çак укçапа вĕреннĕшĕн тÿлеме, пурăнмалли условисене лайăхлатма, амăшĕн пенси укçине пысăклатма пулатчĕ. Нумайăшне çакă хваттер е çурт илмешкĕн усă курнă кредитран хăтăлма пулăшрĕ.

6 Çурла, 2016

Шывăн турачĕ çук

Шывăн туратти çук тенĕ ваттисем. Чăннипех, унăн авăрне çаклансан çăлăнăç шыраса пĕчĕкçĕ çеç туратран та пулин тытăнса юлма ĕмĕтленни те кăлăхах-тăр. Çав вăхăтрах путаканăн çăлăнăçĕ хăйĕн аллинчех тесе те калаççĕ-çке. Çапла, хăрушсăрлăха пăхăнсан инкекрен сыхланма пулатех.

Шăрăхра чылайăшĕн шывра чăмпăлтатас килет. Пушшех те — термометр 30 градусран та çÿлерех хăпарать. Шел те, кун пек чухне инкексен шучĕ ÿсет. Хăрушсăрлăх нормисене пăхăнманнипе те çыхăннă çакă.

Pages