Комментари хушас

8 Юпа, 2016

Кам вăл Хорло?

Района командировкăна каймассерен библиотекăна кĕрсе тухма тăрăшатăп. Раççейри Кино çулталăкне халалланă курав яланах куç тĕлне пулать. Тани Юнăн "Иртнĕ кунсем-çулсем" кĕнеки тавра калаçу пуçаратпăр. Унта чăвашла картинăсем ÿкерни çинчен çырса кăтартнă вăл. Асаилÿ шыв юххи пекех вуланать. "Атăл пăлхавçисем" чăвашсен пĕрремĕш фильмĕнчи Элиме рольне çăпатапа утма, кĕвентепе шыв йăтма, кĕпе чÿхеме, сÿс тÿме пĕлмен хĕре шанса пани, паллах, режиссера тарăхтарнă. Хăш-пĕр сыпăкра ун вырăнне Тани Юна выляма лекнĕ. Тĕслĕхрен, аякран ÿкернĕ чух лаша сиккипе пынă çĕртех ун çинчен йăкăш шуса аннă та тепĕр хут сиксе утланнă вăл. Хăйĕн пултарулăхĕпе кино ÿкернине пăхма килнисене те тĕлĕнтернĕ. Кайран Татьяна Степановна нумай фильмра тĕп сăнара калăпланă.

"Халĕ манпа кама та пулин паллаштарнă чух: "Чăвашсен пĕрремĕш киноактриси, — тесе хăпартланса сăмахлаççĕ. "Иккĕмĕш ăçта?" — ыйтатăп эпĕ кашнинчех хам ăшăмра. Чăнах та, ăçта эсир, чăваш халăхĕн экран çине тухас чипер хĕрĕсем? Хастар каччисем ăçта? Эпир кинора ĕçлеме пуçланăранпа часах çур ĕмĕр çитет ĕнтĕ. Çав хушăра кинопа интересленекен пĕр çын та çитĕнмен-и?" — кĕнекере çакнашкал йĕркесем пур.

Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Нумаях пулмасть Чăваш Республикинчи кинематографистсен пĕрлĕхĕ йĕркеленнине палăртса хăвармалла. Унăн ертÿçи Олег Цыпленков Шупашкарта çуллен иртекен кинофестиваль пирĕн тăрăх фильм ÿкерес тĕлĕшпе кая юлнине кăтартса пани çинчен каланăччĕ. Аталанмашкăн патшалăх пулăшăвĕ кирлĕ.

2015 çул Пĕтĕм чăвашсен "Асам" I кинофестивалĕ иртнипе асра юлчĕ. Унта кĕске тата тулли метражлă илемлĕ, документ тата анимаци фильмĕсем кăтартнăччĕ. Чăваш тĕнчине, йăли-йĕркине, культурине сăнлакан фильмсем уйрăмах кăмăла кайнăччĕ. Гран-прие Çĕнĕ Шупашкарта çуралнă, Мускавра пурăнакан Марат Никитинăн "Хорло" ĕçĕ çĕнсе илчĕ. Ял халăхĕпе çак фильм тавра та сăмах хускататпăр. "Кам е мĕн вăл Хорло?" — пĕлесшĕн хăшĕсем. Кинофестивале хутшăннă фильмсене Наци телекуравĕпе кăтартма шантарнăччĕ. Сăмаха тытрĕç. Хорло ятлă хĕр çинчен ÿкернĕ ĕçе хам та темиçе хут куртăм. Кинофестивальте çĕнтерни режиссера малалла ĕçлеме хавхалантарни иккĕлентермест. Вăл чăвашсем çинчен фильм ÿкерме палăртни çинчен илтнĕччĕ.

Кăçал та "Асам" кинофестиваль пуçланасса кĕтетпĕр. Вăл юпа уйăхĕн 24-29-мĕшĕсенче иртĕ. Кинозалсенче халăх пĕлтĕрхинчен те ытларах пуçтарăнасса шанас килет. Иккĕмĕш кинофестиваль программи çав тери пуян. Хамăрăннисемпе пĕрлех Якути, Пушкăрт, Мари Эл, Тутарстан, Дагестан, Киргизи, Молдова кинематографисчĕсем хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарĕç. Çавнашкалах Дагестан хăнисем килме палăртнă. Вĕсем чăвашсен опытне ăша хывасшăн.

Кĕçех вырăнти киностудисен наци фильмĕсене хак пама май килĕ. Чăваш режиссерĕсем 10 фильма яхăн кăтартĕç. Çапах фестиваль вăхăтĕнче ку е вăл ĕçе сÿтсе явни, манăн шухăшпа, нимрен пĕлтерĕшлĕ.

Авăн уйăхĕнче Чăваш Енре урам киновĕн пĕрремĕш фестивалĕ иртнине те аса илтерес килет. Çак тапхăрта кинокараван республикăн тĕрлĕ кĕтесне çитрĕ. Куракансене "Хорло" ĕçпе те паллаштарчĕç. Халăхăн кăмăлне кайнă "Уçă тÿпе айĕнчи кино" фестивале çитес çул та ирттересшĕн.

Çавнашкалах юпан 3-7-мĕшĕсенче Шупашкарти "Салют" культура керменĕ умĕнче тÿпе айĕнчи кинотеатр ĕçлерĕ. Хула çыннисем фильмсене тÿлевсĕрех курчĕç.

Кино çулталăкĕнче ятарлă программăпа килĕ-шÿллĕн 100 пинрен сахалрах çын пурăнакан хуласенче 143 кинозал уçма палăртнă. Çавна май Чăваш Республикинче Çĕмĕрлере, Канашра тата Улатăрта çĕнĕ кинозалсем ĕçлеме пуçларĕç.

Пире, куракансене, чуна хускатакан, тавракурăма аталантаракан фильмсем кирлĕ. Чăваш кинематографисчĕсен ĕçĕсем те тĕнче шайне тухасса шанатпăр.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.