Шывăн турачĕ çук
Шывăн туратти çук тенĕ ваттисем. Чăннипех, унăн авăрне çаклансан çăлăнăç шыраса пĕчĕкçĕ çеç туратран та пулин тытăнса юлма ĕмĕтленни те кăлăхах-тăр. Çав вăхăтрах путаканăн çăлăнăçĕ хăйĕн аллинчех тесе те калаççĕ-çке. Çапла, хăрушсăрлăха пăхăнсан инкекрен сыхланма пулатех.
Шăрăхра чылайăшĕн шывра чăмпăлтатас килет. Пушшех те — термометр 30 градусран та çÿлерех хăпарать. Шел те, кун пек чухне инкексен шучĕ ÿсет. Хăрушсăрлăх нормисене пăхăнманнипе те çыхăннă çакă.
Акă çак эрнере юнкун каçхине Сĕнтĕрвăрри районĕнче 72 çулти арçын Атăла шыва кĕме кайнă. Каçхи 9,5 сехетре кулянса ÿкнĕ тăванĕсем МЧСа шăнкăравланă. Пляжран çÿлерех çухалнăскерĕн велосипечĕпе япалисене асăрханă. Тепĕр кун ирпе çыранран 40 метрта 7 метр тарăнăшĕнче унăн кĕлеткине тупнă.
Утă уйăхĕн 31-мĕшĕнче Тăвай районĕнчи пĕр пĕвере 49 çулти арçын путса вилнĕ. Çулталăк пуçланнăранпа çакăн пек 31 инкек пулса иртнĕ. Çан-çурăма уçăлтарас тĕллевпе çырма-кÿлĕре чăмпăлтатма никамшăн та чару çук-ха. Асăрхануллă пулмалла çеç.
Республикăри халăха шыва кĕме ирĕк паракан пляжсен шучĕ — вунтăваттă. Кану валли ятарласа хатĕрленĕ тата 17 вырăн пур. Ыттисем — çирĕпленменнисем. Анчах ялсенче çырма-кÿлĕ сахал-и? Чылай муниципалитетра шыва кĕме ятарлă вырăн пачах çук. Вĕсене тума май пур çĕрте те «Шыва кĕме юрамасть» тенисем çакăнса тăраççĕ. Хăш-пĕр çĕрте вара вĕсем те çук.
Анчах шыва кĕме юраманнине асăрхаттарнипех чарайăн-и? Акă Шупашкар заливĕн акваторийĕнче 11-ти хĕрача путса вилнĕ. Ку вырăнта шыва кĕме юрамасть. Ашшĕпе амăшĕ те пулнă юнашар. Тепĕр тĕслĕхре арçын çемйипе Шупашкарти пляжран кăштах айккинерех, техника зонинче, каннă. Бетон çыран çинче выртма меллĕрех пек туйăннă-ши? 29 çулти кил хуçи шыв хĕрне ансанах ăна пысăк хум хупланă. Арăмĕ аллипе сулкалашни те, ăна курса çăлавçăсем килни те хăтарайман ăна. Ÿпкине шыв тулнăскерне çăлма май килмен.
Пахча хыçĕнчи е ял пуçĕнчи кÿлĕре пушшех асăрхануллă пулмалла — çыран хĕрринче кĕленче, тимĕр-тăмăр выртма пултарать. Водолазсем тĕрĕслемен вырăнсенче темĕн те пур, вĕсемпе аманса вилес хăрушлăх та пысăк.
Кĕçĕннисем аслисемсĕр те шыв хĕрне çÿреççĕ. Ачасем путнă тĕслĕхсенче чылай чухне /99 процент/ вĕсене аслисем сăнаса çитереймеççĕ е кĕçĕннисем шыв хĕрне вуçех те хăйсем кăна çÿреççĕ.
Шывра путни — шăпа мар, асăрханса çитерейменни. Каланă пекех, аслисемпе çыхăннă чылай инкек шыва кĕме юраман вырăнсенче е хĕрĕнкĕ пулнăран сиксе тухать. Тепĕр чухне икĕ сăлтавĕ пĕрлешсе инкеке çаврăнаççĕ.
Паллах, ишме пĕлни инкекрен çăлать. Апла пулин те шывра хăйне пулă пек туяканăн та хăрушсăрлăх нормисене пĕлмелле. Ятарлă вырăнсенче çеç шыва кĕмелле. Кунта çăлавçăсемпе васкавлă пулăшу ĕçченĕсем те асăрхасах тăраççĕ. Шывра 10-15 минутран ытла тăмалла мар. Ал-ура шăнсан шăнăр туртма пултарать.
Инкексем вара шыва кĕнĕ чухне çеç мар, карапсемпе ярăннă чухне те хăрушсăрлăха пăхăнманран пулаççĕ. Час-часах тĕл пулакан йăнăш — ятарлă экипировка çукки. Шыв çинчи кăçалхи инкексен шучĕ çурла уйăхĕн 4-мĕшĕ тĕлне 48-па танлашать. Вĕсенчен сакккăрăшĕнче — ачасем шар курнă. Çулла вĕçленмен-ха. Çанталăк та шăрăх тăрать. Малашне асăрхануллăрах пуласчĕ.
Татьяна НАУМОВА
Комментари хушас