Пурнăçăн репетици çук

20 Çурла, 2016

Çу çитсессĕн ашшĕ-амăшне пĕртен-пĕр ыйту канăç памасть — юратнă пепкине шăрăх кунсенче ăçта ăсатмалла? Пурин те яла, аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ патне, каймашкăн май çук-çке. Шăрăх та пăчă тапхăрта вара ачана хулари тăвăр хваттерте тытас килмест. Пушшех те, аслисен куçĕнчен вĕçерĕннĕскер кунĕпе кампа хутшăннине, мĕн ĕçленине кам сăнаса çитерĕ? Инкек вара сыхласах тăрать тейĕн...

Ытла та çунтарчĕ шăрăх кăçал. Халăхра, чăн та, 2010 çулхинчен кая мар пуласси пирки маларахах калаçкаларĕç, анчах метеорологсем çу пуçламăшĕнче çакăн пирки сас-хура памарĕç. Термометр кăтартакан паллă вара кунсерен çӳлерех те çӳлерех хăпарса 30 урлă чашт! кăна каçса кайрĕ. Каçса кăна кайни юрĕччĕ-ха, пирĕн тăрăхра çулла темиçе кун хĕвел çунтарнине, хĕлле 3-4 талăк Хĕл Мучи шатăртаттарнине хăнăхрăмăр ĕнтĕ — унтан ытла тăсăлмасть. Анчах кăçал апла пулмарĕ, хĕвел тухăç курорчĕсенчен пĕрре те кая мар çунтарчĕ. Паллах, халăх çăлăнăç шыраса шыв хĕррине туртăнчĕ...

Кăçалхи шăрăх çанталăка пула республикăра миçе çын пурнăçĕ татăлнине хальлĕхе пĕтĕмлетмен-тĕр. Хурлăхлă статистикăна пĕтĕмлетесси иккĕлентерет те. Нумай чухне шăрăх хăй мар, ăна пула шала кайнă чирсем вĕрĕлсе инкек сăлтавĕ пулса тăраççĕ вĕт. Çапах та шыв хĕрринче чылай çын вилĕм тупрĕ кăçал. Пуринчен ытла 15-ри хĕрача синкерĕ чун-чĕрене кисретрĕ. Çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче юлташĕсемпе вăл Шупашкарти тĕп пляжа кайнă. Ку ӳсĕме çитнĕскер хăйне аслисем пек тыткалама та юрать тенĕ-тĕр — çакăн пирки килтисене пĕлтермен те. Ушкăнрисем пĕри те ишме пĕлменнине палăртаççĕ, апла пулин те çамрăксем хăрамасăрах çыранран шалалла кĕнĕ. Хум пырса çапнине пула хайхискерсем шыв айне пулнă. Çав вырăнта çыран тăруках тарăнланать-мĕн тата... Каччăсем тухма пултарнă-ха шыв тыткăнĕнчен. Хĕрача курăнманнине пула çывăхра канакансем çăлавçăсене чĕннĕ. Анчах та çыран хĕррине хĕрĕн ӳтне кăна кăларнă — вăл сывлама пăрахнă. “Васкавлă пулăшу” реанимаци мелĕсемпе те пикене чĕртеймен.

Инкек шывпа кăна çыхăнман. Кăçалхи шăрăхра чĕре тата юн тымарĕсен чирĕсемпе аптракансене те çăмăл пулмарĕ. Кун пек чухне çынсене кăнтăрла килтен тухма хушмаççĕ, ыйтусене ир-каç татса парсан аванрах. Анăçра, калăпăр, хĕвел чи çӳле хăпарнă тапхăрта офиссемпе предприятисем 2-3 сехет ĕçлемеççĕ. Юлашки вăхăтра пирĕн патра та “сиеста” сăмах модăна кĕчĕ. Испани чĕлхинчен куçарсан ку “кăнтăрлахи апат хыççăнхи кану” тенине пĕлтерет — талăкри чи шăрăх сехетсемпе çыхăннă вăл. Вĕри климатсенчи çĕршывсенче — Испанире, Италире, Латинла Америкăра... — сиеста тахçанах йăлана кĕнĕ. Грецире çакна хамăр та курса ĕненнĕччĕ. Кăнтăрла унта турист зонинче те лавккасем ĕçлемеççĕ, ирхине е каçхине вара — тархасшăн. Пирĕн те çакна пурнăçа кĕртесшĕн пек — чи йывăр /шăрăх тесе вула/ кунсенче тĕрлĕ предприяти-организацире вăй хуракансене, “çӳлтен” ирĕк панипех, ĕçрен кăшт маларах каймашкăн ирĕк пама пуçларĕç. 2010 çулта та çапла пулнăччĕ-ха ку. Анчах та хĕвелĕ кăнтăрла çунтарать-çке, каçхине, ĕç вĕçленнĕ тĕлелле, мар...

Çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче 1-мĕш троллейбусра пулса иртнĕ инкеке те шăрăхпах çыхăнтармалла-тăр. 58 çулти арçын салонра тăрук аптранă. Пассажирсем “Васкавлă пулăшăва” чĕннĕ-ха, анчах та кая юлнă ĕнтĕ. Тăванĕсем палăртнă тăрăх, арçын сывлăхĕ хавшак пулнă-мĕн.

Шывăн турачĕ çук, нимĕн те тăваймăн, нимрен те тытаймăн. Анчах та троллейбусра чӳречесене уçма кам чăрмантарать-ха? Юрĕ, салонри кондиционерсем çинчен калаçмăпăр — юмах шайĕнчи сăмаха хускатас та килмест. Анчах та хăш-пĕр троллейбусра чăнласах мунчаринчен пĕрре те кая мар. Нумаях пулмасть Гагарин урамĕпе çӳрекен маршрутпа çула тухма тиврĕ те, чун тухса каяссăн туйăнчĕ... Чӳречесене те, мачча çинчи люксене те йăлт шăтăр-шăтăр хупса лартнă. Кондуктора сивĕ-ши 30 градуслă шăрăхра е сăлтавĕ урăххипе çыхăннă-ши? Паллах, вăйсăр чĕреллĕ çын çакна ăçтан чăттăр?

Шăрăхра хамăра мĕнле тытмалли пирки МИХсем çырсах тăраççĕ, çăлавçăсем те информацие халăх патне çитерме тăрăшаççĕ, теветкеллĕ ушкăнри чирлисемпе тухтăрсем ĕçлеççĕ. Ашшĕ-амăшĕн çулла ачисен тĕлĕшпе пушшех яваплă та асăрхануллă пулмаллине те аса илтерсех тăратпăр. Инкекрен май пур таран сыхланасчĕ. Хĕвеле пăхма чараймăн, унăн хăйĕн ĕçĕ. Анчах ăмăр кунсем те тивĕçтермеççĕ-çке пире. Çапах та çанталăкăн кирек мĕнле тапхăрĕнче те сыхлăх пирки манмасăр пурăнасчĕ. Пурнăç пĕрре килет. Репетици çук унăн. Чи хаклă тупрамăрпа пĕлсе усă курса çак çĕр çинче çывăх çыннăмăрсемпе май пур таран ытларах савăнса пурăнасчĕ.

Вулакан, тен, халĕ, çурла уйăхĕн çурри иртнĕ хыççăн, шăрăх пирки сăмах хускатнине ăнланмĕ те. Ара, шкапа типтерлĕ çакса хунă курткăсене ку вăхăталла туртса кăлараканччĕ-çке ытти çул. Анчах та çăмăллăн сывласа яма иртерех. Синоптиксем çывăх вăхăтрах шăрăх чакасса питех палăртмаççĕ-ха. Хăш-пĕр сайта уçса пăхсан чун сӳлетет — авăн уйăхĕнче те 30 ытла кăтартаççĕ вĕт! Çакă кăна чунра шанăç çуратать — тен, синоптиксем йăнăшĕç? Тен, хĕвелĕн шелсĕр пайăрки çапах та пирĕн тăрăхра кĕркунне пуçламăшĕнче те пулин çав тери çунтарма пăрахĕ? Тем пекехчĕ...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.